Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнеке ыйтма пынӑ чух Павӑла Ева чӑннине каламан: Сашӑран вӑл мӗнпурӗ те пӗр ҫыру ҫеҫ илнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Костя Васильев, Ваня Данилов тата Макар Пушев ӗнер ҫара кайма повестка илнӗ

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку сана та тивет, — Коричевран илнӗ ҫырӑва Иоаким Степанович Эльгеева тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑл килти хыпарсем ҫинчен пӗлтерсе ҫырать, Хӗветӗре салтака илсе кайнӑранпа (ӑна обоза илнӗ, тет) уй-хир ӗҫӗ пӗтӗмпех Кӗпӗрьян ҫине куҫрӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хамӑр пурнӑҫран илнӗ пьесӑсем кӑтартӑр!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсене халь чӑваш пурнӑҫӗнчен илнӗ пьесӑсем кирлӗ: хӑйсен пурнӑҫне курччӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хусантан — Чӗмпӗре! — саламларӗ ӑна Иван Васильевич Данилов, пуҫӗ ҫинчи кепкине хывса илнӗ пек тукаласа.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Паймук ӑна палласа юлайманнипе Павлуш хӑйне хӑй йӑпатрӗ: палласа илнӗ пулсан, вӗсем хушшинче хирӗҫӳ те тухма пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах нумай та пулмасть — ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ, ҫар училищине вӗренме янӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темле йывӑр пулсан та, ҫак хыпара пӗлтересех пулать сана: манӑн чи ҫывӑх юлташ, ман хута кӗрсе мана пурнӑҫ панӑ ҫын — Петр Данилович Тенюков (эс ӑна пӗлетӗн, вӑл пирӗн ялсем), пирӗн полк командирӗ, Шур Атӑл ҫыранӗ хӗрринче Ӗпхӗве илнӗ чух пуҫне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Патруль начальникӗ нимӗн те чӗнмерӗ, илнӗ хутсене пӑхкаласа тухрӗ те: ут, артист, — терӗ, удостоверение тата тепӗр хут уҫса пӑхса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуҫ айӗнчи папкӑна туртса илнӗ чух Павлуш вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кам вӗҫертсе илнӗ? — кӑшкӑрать Вандюков.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пире унта каймасан та юрӗ, — терӗ чиркӳ старости, лавккаҫӑ чӗлӗмӗнчен хӑйӗн чикарккине тивертсе илнӗ хушӑра.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Сирӗн армана, тӗппипе илсен, налог тӳлеменшӗн туртса илнӗ, ҫавна каламаллаччӗ халӑх умӗнче, — татрӗ Вандюков.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— И-и, Павлуш никак? — терӗ старик сылтӑм куҫне шурӑ илнӗ пирки чалӑшшӑн тинкерсе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пирӗн полк ҫирӗм пиллӗкмӗш дивизипе ҫыхӑнмалли приказ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тавҫӑрса илнӗ шухӑшне Клавдия Федоровна калама хӑймарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Пирӗн Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем халӗ Царицына каялла ҫавӑрса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑт кӗтмен хӑна!.. — савӑнса ыталарӗ вӑл Эльгеева, тӑван ывӑлне кӗтсе илнӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех