Шырав
Шырав ĕçĕ:
27. Исаия тата Израиль ҫинчен ҫапла калать: «Израиль ывӑлӗсем тинӗсри хӑйӑр пӗрчи чухлӗ пулсан та, вӗсенӗн йӑлкӑмӗ ҫеҫ ҫӑлӑнӗ: 28. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ӗҫне вӗҫлет, кӗҫех тӳррипе вӗҫлӗ, Хӑйӗн ӗҫне ҫӗр ҫинче татӑклӑ тӑвӗ» тет.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Халӑх хушшинче суя пророксем те пулнӑ, ҫавӑн пек сирӗн те суя вӗрентекенсем пулӗҫ; вӗсем сиенлӗ суя вӗрентӳ кӑларӗҫ, хӑйсене хӑтарнӑ Ҫӳлхуҫаран уйӑрӑлса кайса, хӑйсене хӑйсем кӗҫех пӗтмелле тӑвӗҫ.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ку таранччен суя тӗнлисем пек пурӑнса ҫитӗ сире, эсир ирсӗрленсе, арҫынпа, выльӑхпа, шухӑшпа аскӑн ӗҫ туса, ӗҫке ярӑнса, ытлашши ӗҫсе-ҫисе, ухмахланса, йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑнтӑр; 4. ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем халӗ эсир хӑйсемпе пӗрле асма хутшӑнманнинчен тӗлӗнеҫҫӗ, сире хӑртаҫҫӗ; 5. чӗррисене те, вилнисене те кӗҫех сут тума хатӗр тӑракан Тӳре умӗнче вӗсем явап тытӗҫ.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Фест вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Павел Кесарире хурал аллинче тӑрать, кӗҫех эпӗ хам та унта каятӑп.4. Но Фест отвечал, что Павел содержится в Кесарии под стражею и что он сам скоро отправится туда.
Ап ӗҫс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем вара, ҫакна хӑйсемшӗн ирсӗрлӗх вырӑнне хурса, тата ҫуралассах усал кӑмӑллӑ ҫуралнипе ыррине йышӑнмасӑр, ялан начарри енне туртӑннӑран граждан правине, хаклӑран та хаклӑскерне, тиркерӗҫ анчах мар, пире таса чӗререн кӑмӑллакан йӑхташӗсенчен кӗретӗнех те, куҫ хыҫӗнче те йӗрӗнеҫҫӗ, вӗсем, тӑрлавсӑр пурӑнӑҫпа пурӑнакансем, яланах эпир хамӑр хунӑ йӗркесене кӗҫех пӑрахӑҫласса ӗмӗтленсе тӑраҫҫӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Симон — Иуда тӑванӗ — Никанорпа ҫапӑҫӑва кӗнӗ, анчах та тӑшман кӗтмен ҫӗртен тапӑннине пула кӗҫех пысӑк мар ҫухату тӳснӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Хулана, халӑха тата Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене хӳтӗлесе калаҫнӑ ҫынсем ҫапла кӗҫех пӗр айӑпсӑр пӗтнӗ.48. Так скоро понесли неправедную казнь говорившие в защиту города, народа и священных сосудов.
2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Кӗҫех Илиодорӑн ҫывӑх ҫыннисем хӑшӗ-пӗри Ония патне пынӑ та ӑна кӗҫ-вӗҫ сывлӑшӗ тухса каясла выртакана пурӑнӑҫ патӑрччӗ тесе Ҫӳлти Турра кӗлтума йӑлӑннӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17-18. Турӑ вара, саккун урлӑ сӑмах панӑ пек, Хӑйӗн пӗтӗм халӑхне сыхласа хӑварчӗ, пурне те еткерлӗхне, патшалӑхне, священниксен тивӗҫлӗхне тата тасалӑх тивлетне тавӑрса пачӗ, — эпир Турра шанатпӑр, — кӗҫех Вӑл пире каҫарӗ те тӗнчипе сапаланса пӗтнӗскерсене сӑваплӑ вырӑна пуҫтарӗ: 19. Вӑл ӗнтӗ пире пысӑк инкексенчен хӑтарса хӑварчӗ, аслӑ вырӑна тасатрӗ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Кӗҫех Ионафан вӑрҫа тухнӑ, [Иордан] шывӗн леш енӗпе хуласем витӗр пынӑ, ӑна пулӑшма ун патне Сири ҫарӗ пухӑннӑ; вӑл Аскалон хули патне ҫитнӗ, хула ҫыннисем ӑна чыслӑн кӗтсе илнӗ.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара сирӗн патӑра сут тума пырӑп, асамҫӑсене, аскӑнчӑксене, улталаса тупа тӑвакансене, тара кӗрӗшнӗ ҫынна тӳлемеллинчен катса юлакансене, тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасене хӗсӗрлекенсене, ютран килнисене тӗксе яракансене, Манран хӑраманнисене кӗҫех питлеме тытӑнӑп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир тавӑрнине Эпӗ кӗҫех тата ҫӑмӑллӑнах хӑвӑр пуҫӑр ҫине ҫавӑрӑп, 5. мӗншӗн тесен эсир Манӑн кӗмӗлӗме, Манӑн ылтӑнӑма илтӗр, Манӑн чи лайӑх хаклӑ япаламсене хӑвӑр туррӑрсен кӗлеткин ҫурчӗсене кӗртсе хутӑр; 6. Иуда ывӑлӗсемпе Иерусалим ывӑлӗсене, вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен кӑларса ярас тесе, эллинсен ывӑлӗсене сутрӑр.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсир вара, Израиль тӑвӗсем, туратӑрсене сарӑр та хӑвӑр ҫимӗҫӗре Манӑн халӑхӑм Израиль валли ӳстерӗр: вӗсем кӗҫех килеҫҫӗ.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа та кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ку каларӑша пӗтерӗп, ӳлӗмрен Израильре ҫак каларӑша калама пӑрахӗҫ; анчах та кала вӗсене: кунсем ҫывӑхарса пыраҫҫӗ, пророк курнисем кӗҫех йӑлтах тӳрре килӗҫ.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй ачамсем! хӑвӑра Турӑран ҫитнӗ ҫилле чӑтса ирттерӗр: сана тӑшман хӗсӗрлерӗ, анчах эсӗ кӗҫех вӑл пӗтнине курӑн, ун мӑйӗ ҫине урупа пусӑн.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Сион кӳршисем, сире тыткӑнланине курнӑ пекех, кӗҫех сире Турӑ ҫӑлнине курӗҫ, ҫӑлӑнӑҫ сирӗн патӑра Ӗмӗрхийӗн пысӑк мухтавлӑхӗпе, аслӑлӑхӗпе килӗ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Седекия — Иосия ывӑлӗ — Иудея патшине ларсассӑн кӗҫех Ҫӳлхуҫаран Иеремийӑна ҫакӑ сӑмах пулнӑ: 2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: хӑвӑн валли тӑлӑпа сӳсмен ту та мӑйна тӑхӑнтарт; 3. ҫавӑн пеккисенех Иерусалима Иудея патши Седекия патне килнӗ элчӗсем урлӑ Эдом патши патне, Моав патшипе Аммон ывӑлӗсен патши патне, Тир патшипе Сидон патши патне ярса пар; 4. элчӗсене хӑйсен хуҫисене ҫапла калама хуш: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: хӑвӑрӑн хуҫӑрсене ҫапла калӑр: 5. Эпӗ ҫак ҫӗре, ҫак ҫӗр ҫинчи этеме тата чӗрчунсене Хамӑн аслӑ хӑватӑмпа, Хамӑн вӑйлӑ аллӑмпа пултартӑм; ӗнтӗ ҫӗре кама парас тетӗп, ҫавна паратӑп.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: кӗҫех Эпӗ сана хӑвна та, санӑн тусусене те сехӗрлентерсе ӳкерӗп, вӗсем санӑн куҫу умӗнчех хӑйсен тӑшманӗсен хӗҫӗнчен вилсе пӗтӗҫ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара санӑн ҫуту шуҫӑм пек уҫӑлӗ, кӗҫех суранӑрсем тӳрленӗҫ, тӳрӗлӗхӳ хӑвӑн умӑнтан пырӗ, Ҫӳлхуҫа мухтавӗ санпа пӗрлех ҫӳрӗ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тыткӑна лекнине кӗҫех ирӗке кӑларӗҫ, вӑл тӗрмере вилмӗ, ҫӑкӑрсӑр асапланмӗ.14. Скоро освобожден будет пленный, и не умрет в яме и не будет нуждаться в хлебе.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.