Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аля ыйтӑвне хуравлама сӑмах тупӑнман пирки Эльгеев «Мӗскӗн Иорик» драмӑри Эдмунд рольне аса илнӗ иккен, анчах туслӑх ҫинчен тапратнӑ чух пӗрре те вырнаҫуллӑ пулмарӗ-мӗн вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вырӑс князӗ Андрей Боголюбский пӑлхар-чӑваш хӗрне илнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тата ак мӗн пӗлтӗм ӗнер: пире, иккӗмӗш курсран Хӗрлӗ Ҫара илнӗ студентсене, пурне те виҫҫӗмӗш курса куҫармалла тунӑ, ҫавӑнпа зачетсемпе экзаменсене хӑвӑртрах парса пӗтермелле.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Саккун хушнине йӑлтах туса пынӑ: ял хакӗпе хӑмла илнӗ, хулари хакпа сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Амбарӗсене шанчӑклӑ хурал тӑратмалла, Ҫураки умӗн пуҫтарнӑ тырра каялла салатса парассине те вӑхӑтра тумалла: кашни килӗрен мӗн чухлӗ илнӗ, ҫавӑн чухлӗ валеҫмелле…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Контрибуци укҫине парса татман пирки Ҫӑхан Ҫеменӗн икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫуртне чухӑнсен комитечӗ валли туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Арҫури» баллада авторӗ Михаил Федоров та ҫак шкулта пӗлӳ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӗлӗкхи сарайсем вырӑнче — нӳхреп ҫийӗ кӑна, ӑна та юр хӳсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗ умӗн Шупашкарта пурӑнакан Кокуринсем ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ.

Накануне Дня семьи, любви и верности проживающие в Чебоксарах Кокурины получили ключи от новой квартиры.

6 ачаллӑ Кокуринсене хваттер панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32295.html

Кунта вӗсем ыйтусем ҫине те хуравлакаланӑ, сӑмаварпа ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ.

Здесь они отвечали на вопросы, вспоминали пословицы и поговорки, связанные с самоваром.

Атнар ачисем районти таврапӗлӳ музейне ҫитсе килнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32293.html

— Тутарсем унран хырҫӑ илнӗ, — хуравларӗ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле тӑпӑлтарса илнӗ лаша пирки юптаратӑн?

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн тесе мӑшкӑлланӑ евӗр каласа хумалла пулнӑ ӗнтӗ Пикпава, ҫухалнӑ лаша тупӑнать вӑл, уншӑн хӗпӗртемелле, анчах тӑпӑлтарса илнӗ лаша киле таврӑнасшӑн мар вара тесе.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку пурлӑхӑн хуҫи халь алманчӑ мар-и вара, ясакшӑн илнӗ выльӑха мӗнле хакпа сутасси Урасметран килмест-и вара?

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йышӑнмарӗ мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача, «ун пек парнене ҫынна памаҫҫӗ!» терӗ те алла илнӗ япалана каялла тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ эсир, икӗ мӑрса, ҫӗнӗ вырӑн илнӗ ятпа пире икӗ янтав сим пыл лартатӑр та, эпир сирӗнтен уйрӑлса Сӑр шывӗ Атӑла юхса кӗнӗ ҫӗре сунара кайса килетпӗр.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет та ҫав териех намӑс курмарӗ вӑл ака туйсенче, унӑн кӑҫал ҫеҫ улӑштарса илнӗ тимӗр кӑвакӗ ялта виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Крым пурне те виҫсе пӑхнӑ, пурне те шута илнӗ, — терӗ хан.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ тух часрах, — чӳречерен пӑхса илнӗ хыҫҫӑн алӑк еннелле тӗртрӗ ӑна Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл ҫын пырсан нихҫан та сӗтел ҫине ӗҫме-ҫиме кӑларса лартса курман, хӗрхенсе ку таранччен никама та пӗр татӑк ҫӑкӑр паман, хӑй вара ӗмӗрӗпех ҫын патӗнче ӗҫсе ҫинӗ, ӗмӗрех ҫынран тем те пӗр илнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех