Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗп сăмах пирĕн базăра пур.
Тӗп (тĕпĕ: тӗп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗп персоналтан 93 ҫын – аслӑ пӗлӳллӗ, вӑл шутра 56% – библиотека пӗлӗвӗпе.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне библиотекӑра 117 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 100-шӗ – тӗп персонал.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Халӑхӑн чӗлхипе культурине, ҫыруллӑх палӑкӗсене упраса хӑварасси, информаци ресурсӗсемпе усӑ курассине йӗркелесси, Раҫҫейӗн тӗрлӗ вырӑнӗсенче сапаланса пурӑнакан чӑвашсене кӗнеке урлӑ пӗрлештересси – республикӑри тӗп библиотекӑн ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Чӑваш Республикин тӗп хулинче тӑватӑ районта ҫавнашкал тӳремсем хатӗрлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

Паллах, вӗсем «Нарспире» тӗп вырӑнта тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫак прогрессивлӑ шухӑш, ун чухнехи гуманизмӑн тӗп шухӑшӗ, Иванов пултарулӑхне витӗр витнӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Сӗм вӑрмансенче, ҫын иртейми чӑтлӑхсенче пӑлхавҫӑсен йышлӑ ушкӑнӗсем ҫӳрерӗҫ, вӗсем тискер майра-патша ҫарӗсене ҫӗмӗрчӗҫ, пуянсене, пупсене тӗп турӗҫ, патька-патша тепре килессе ӗненсе пурӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсем ҫинчен мар, пурте патька-патша ҫинчен, тӑшмана тӗп тӑвасси, тавӑрасси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем Пӑкачава ниепле те тӗп вӑйсем патне кайма памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗншӗн унӑн тӗп вӑйӗсем, чи лайӑх ҫарпуҫӗсем ертсе пыракан отрядсем ҫапӑҫӑва халӗ те кӗмеҫҫӗ-ха?

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем пире, илӗртсе, хӑйсен тӗп вӑйӗсем патне илсе ан тухчӑр…

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗп пӑлхавҫӑ Емелькка Пугачев хӑй ӑҫта тӑрать?

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тискер ҫичӗ ют пире ҫакса та ҫунтарса та тӗп турӑм, терӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗп ҫар вара асӑрхану йӗркине пит пӑхса пычӗ, салтаксем халь тесен халь персе яма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗтӗм пурнӑҫа тӗп турӑн эсӗ манне!

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хам пуҫа хам тӗп турӑм мар-и!»

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш ялне Сюльдяшов вутпа та хӗҫпе тӗп турӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавна пӗлнипе ӗнтӗ тата икӗ Килтеш ҫынни Сюльдяшова тӗп тума тесе васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сан ҫуртӑнче хурах пусакансен тӗп йӑви пулнӑ! — кӑшкӑрма тытӑнчӗ Сюльдяшов, — кала, ялта Укаслу шайккинчен тата кам юлнӑ?!

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хунчар таврашӗ хӑйсен ялӗнче хальхи вӑхӑтра Укаслу майлисем нумаййине, вӗсене тӗп тумасассӑн пурнӑҫ йӗркелеме йывӑр пулассине питӗ лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех