Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пултӑр сăмах пирĕн базăра пур.
пултӑр (тĕпĕ: пултӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эс каланӑ пек пултӑр», — теҫҫӗ ват ҫынсем.

— Пусть будет так, — вторят им старцы.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Някуҫ мучи пӗр курка сӑра ӑсса илет те кӑштах ҫӗре тӑкать (ваттисен умӗнче пултӑр!), вара Ухтивана тав туса куркин тӑррине татать.

Вот Нягусь налил в деревянный ковш пива, пролил несколько капель на стол — помянул усопших, поздравил Ухтивана и, пригубив, отхлебнул глоток.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Тырӑ пултӑр тесе тата мӗн туса пӑхма пулать? — ыйтрӗ вӑл.

Он спросил: — Чтоб хлеб уродился, чего еще можно испробовать?

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиванӗ те ӗмӗр-ӗмӗрех хараххӑн пурӑнмалла пултӑр».

А Ухтиван чтоб на всю жизнь бобылем остался!

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пирӗн ҫемье пултӑр.

В семью нашу!

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ӑҫтан пӗрре пултӑр? — тет Якур хыттӑн.

— Как же один? — возмущается Ягур.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ку сана пултӑр, Мултиер пичче».

— Вот, дядя Мульдиер, это тебе…

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ну, пилӗк вӗлле пултӑр?

«Пусть будет пять ульев.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чееленме те йӑпӑлтатма, усӑ пултӑр тесе тӗрлӗ кукӑр-макӑрсем тума пӗлмен, кашни самантра кирлӗ еннелле сулӑнакан пакша хӳрин шӗвӗ «дипломатине» ним чухлӗ те ӑнкартман Ухтиван.

Хитрить, подлаживаться, чтобы иметь какую-то корысть, он не умел, да и не хотел, словом, не признавал он эту «дипломатию» беличьего хвоста: куда ветер, туда и он.

Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кирек мӗнле пулсан та туйӗнче ашшӗ: «Сак тулли ача пултӑр, сакай тулли п… пултӑр», — тесе пиллени Илле пурнӑҫӗнче шутсӑрах тӳрре килнӗ.

Но как бы там ни было, получилось по пословице: «Не было бы счастья, да несчастье помогло», — отстали от него чиновники.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Атя, ун пек шӳте те каҫарма пулать, тӗрӗс мар ҫеҫ пултӑр.

Что ж, можно бы и простить такую шутку, только бы она не оказалась правдой.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫхине лайӑх вырӑн йышӑнса ҫывӑрса кайнӑччӗ кӑна вӑл, сыпасса та нумай сыпманччӗ ӗнтӗ (ӑҫта та пулин кайсан мӗнле вӑл ним ӗҫмесӗр пултӑр!), ывӑлӗ, Ивук, хваттертеччӗ — урапине такам мурӗ ҫӗрле ҫакӑнта килнӗ лартнӑ.

Взять хоть вчерашний вечер: выбрал он хорошее местечко, да и выпил малость (а куда от этого денешься!) и только заснул — сын Ивук остался на квартире — телегу кто-то взял и перевез вот сюда, на самый край базара, к вонючей луже.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

(Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, кашни вилекенпе вилме ҫук.)

Жалко, конечно, но что поделаешь, с каждым умершим в могилу не зароешься — земля ему пухом.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах кайран хӑвӑнах Ӳкӗнмелле ан пултӑр, Хӗне, хӗне, Тӑхтаман, Санран ҫамрӑк ан култӑр!..

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Мӗн кӗҫӗнрен ӳстертӗм Ҫак тарана ҫитерме, Ӗнтӗ паян юлашки Ӗҫӗм пултӑр хӗрӗме.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Леш тӗнчене ҫул пултӑр такӑр, Ват Атӑл йышӑнтӑр ӑна».

Куҫарса пулӑш

XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ман арам, сывӑ пул, ан улшӑн, Кашни кун пултӑр сан шутра.

Куҫарса пулӑш

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Юратнӑ каччӑпа хӗре Пиллесчӗ ман: ан пултӑр хуйӑх.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эп шуйттана чуна халь сутӑп, Ҫул ҫех ман пултӑр тап-таса, Ача-пӑча, ҫын урлӑ утӑп, Пӗр хӗрхенмесӗр таптаса.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫут тӗнчере ман пултӑр пӗр ӗҫ, Унпа хама хам тасатас».

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех