Шырав
Шырав ĕçĕ:
20. Унта ӗнтӗ хӑйӗн кунне тултариччен пурӑнайман ача та, ватӑ та пулмӗ; ҫӗр ҫулта вилекен пирки «вӑл ир вилчӗ» тейӗҫ, ҫӗр ҫула ҫитмесӗр вилекен пирки «вӑл ылханлӑ» тейӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара Иерусалимшӑн савӑнӑп, Хамӑн халӑхӑмшӑн хӗпӗртенӗп, унта текех йӗни те, ӳлени те илтӗнмӗ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсир вара Эпӗ мӗн пултарса тӑнипе ӗмӗрех савӑнатӑр та хӗпӗртенетӗр: акӑ Эпӗ савӑнӑҫлӑ Иерусалим пултаратӑп, унта хаваслӑ халӑх пултаратӑп.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: иҫӗм сапакине сӗткен тулса ҫитсессӗн: «ан амант ӑна, вӑл — пиллӗхлӗ» теҫҫӗ; Хамӑн чурамсемшӗн Эпӗ те ҫапла тӑвӑп, пурне те пӗтермӗп, 9. Иаковран вӑрлӑх хӑварӑп, Иудӑна Хамӑн тӑвӑмсен еткерҫи тӑвӑп, ҫакна Эпӗ суйласа илнийӗсем тивӗҫ пулӗҫ, унта Манӑн чурамсем пурӑнӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пирӗн сӑваплӑ Ҫуртӑмӑр, мухтавӑмӑр Ҫурчӗ, — унта Сана пирӗн аттемӗрсем аслӑланӑ, — вут-ҫулӑмпа ҫунса кайнӑ, пирӗн мӗнпур хаклӑ мула ҫаратнӑ.
Ис 64 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Санӑн халӑху унта пулни ниме тӑман пек пулса тӑчӗ: пирӗн тӑшмансем Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна ирсӗрлетрӗҫ.18. Короткое время владел им народ святыни Твоей: враги наши попрали святилище Твое.
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳллӗ, таҫтан курӑнакан ту ҫинче эсӗ выртмалли вырӑн тӑватӑн, унта парне кӳме улӑхатӑн.7. На высокой и выдающейся горе ты ставишь ложе твое и туда восходишь приносить жертву.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫапла, Ҫӳлхуҫа Сиона йӑпатӗ, унӑн мӗнпур ишӗлчӗкне йӑпатӗ, унӑн пушхирӗсене рай пек, унӑн ҫеҫенхирне Ҫӳлхуҫа пахчийӗ пек тӑвӗ; вара унта савӑнӑҫпа хаваслӑх, мухтав сӑмахӗпе юрӑ янӑраса тӑрӗ.
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗнтӗ арканнӑ вырӑнусем, пушаннӑ хирӳсем, юхӑнса юлнӑ ҫӗрӳ унта пурӑнакансемшӗн шутсӑрах хӗсӗк пулӗ, вара сана хыпса ҫӑтаканӗсем санран хӑпса кайӗҫ.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эй тинӗсре ишсе ҫӳрекенсем, ӑна тултарса тӑракансем, утравсемпе унта пурӑнакансем, Ҫӳлхуҫана аслӑласа ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр, Ӑна ҫӗр хӗрринчен мухтавлӑр.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа ҫавӑнпа Ассири патши пирки ҫапла калать: «вӑл ку хулана кӗреймӗ, ҫӗмренне унта переймӗ, хулкан тытса ун ҫывӑхне пыраймӗ, ун тавра тӑпра хӳме купалаймӗ. 34. Хӑй мӗнле ҫулпа килнӗ, ҫав ҫулпах каялла таврӑнӗ, ку хулана кӗреймӗ, 35. Эпӗ ку хулана Хамӑншӑн тата Давид чурамшӑн ҫӑлса хӑварас тесе хӳтӗлетӗп» тет Ҫӳлхуҫа.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Унта пурӑнакансем халсӑрланчӗҫ, чӗтреҫҫӗ, намӑс кураҫҫӗ.27. И жители их сделались маломощны, трепещут и остаются в стыде;
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унта аслӑ ҫул пулӗ, ҫав ҫӳрекен ҫула сӑваплӑ ҫул тейӗҫ: таса марри вӑл ҫулпа ҫӳреймӗ; вӑл пӗр вӗсем валли ҫеҫ пулӗ; ҫав ҫулпа ҫӳрекенсем, пӗлсех каймаҫҫӗ пулин те, аташмӗҫ.
Ис 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл Хӑй вӗсене шӑпа кӑларса панӑ, Унӑн алли ҫав ҫӗре вӗсене виҫсе уйӑрса панӑ; вӗсем унта ӗмӗрӗпех хуҫаланӗҫ, ӑруран ӑрӑва ҫавӑнта пурӑнӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн юханшывӗсем сӑмала пулӗҫ, унӑн тӑприйӗ кӳкӗрт пулӗ; унӑн ҫӗрӗ ҫунса тӑракан сӑмала пулӗ: 10. кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сӳнмӗ; унӑн тӗтӗмӗ ӗмӗрӗпех йӑсӑрланса тӑрӗ; ҫӗр вара йӑхран йӑхах пуш-пушӑ выртӗ; ун ҫийӗн ӗмӗрӗпе те никам та утса иртеймӗ; 11. унта тӑманапа чӗрӗп хуҫаланӗ; вӑл ҫӗре ӳхӗпе ҫӑхан вырӑнаҫӗ; аркатма палӑртса вӗрен карӑнтарӗҫ, ӑна тӳп-тӳрӗ антарӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй халӑхсем, килӗр, эй йӑхсем-ӑрусем, итлӗр те тӑнлӑр! ҫӗр те, ун ҫинче мӗн пурри те, ҫут тӗнче те, унта ҫуралакансем те — пурте илтчӗр!
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Шывсем ҫывӑхне акакансем, вӑкӑрпа ашака унта кӗтсе ҫӳрекенсем, телейлӗ эсир!20. Блаженны вы, сеющие при всех водах и посылающие туда вола и осла.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Тофет тахҫанах хатӗр ӗнтӗ; ӑна патша валли те хатӗрленӗ, тарӑн та сарлака вӑл; унта кӑварӗ те, вутти те нумай; Ҫӳлхуҫа вӗрсе илӗ те — вӑл кӳкӗрт сапнӑ пек хыпса илӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа сӑмахне вӗсем акӑ мӗнле йышӑнаҫҫӗ: ӳкӗт те ӳкӗт, ӳкӗт те ӳкӗт, йӗрке те йӗрке, йӗрке те йӗрке, кунта кӑштах, унта кӑштах, — ӗнтӗ кайӗҫ вӗсем, месерле кайса ӳкӗҫ, сусӑрланӗҫ, серепене лекӗҫ, ҫакланӗҫ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ялан ӳкӗт те ӳкӗт, ӳкӗт те ӳкӗт, йӗрке те йӗрке, йӗрке те йӗрке, кунта кӑштах, унта кӑштах».
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.