Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкнӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрри ҫине те тӑрса ӗлкӗреймерӗ — пӳрте кӗвенте пек кукӑрӑлса ӳкнӗ ватӑ карчӑк килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тапӑра ҫитсенех учӗ ҫинчен лаплатса ӳкнӗ паттӑр йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрачан ҫамки ҫинче кӑшт ҫеҫ палӑракан турпалли пур, вӑл унӑн пичӗ ҫине ӳкнӗ йӗм хура ҫӳҫпе кӑштах хупланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсир ҫавӑнтах шыва ӳкнӗ те путнӑ, анчах юлташӑр сире ҫавӑнтах туртса кӑларма ӗлкӗрнӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ӳкнӗ пулсан, тӗреклех пулман, сначӑт, — терӗ старик, кӑмӑллӑн кулкаласа, унтан, темӗн шухӑшласа, хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

— Ах, пӗтрӗ пӗри, ӳкрӗ! — атакӑра ӳкнӗ салтака хӗрхеннӗ пекех кӑшкӑрса ячӗ Савин мучи.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ирхипе шурӑ тӑм ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Федя ун ҫине сурчӗ те аяккалла тухса ӳкнӗ автомата ҫавӑрса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗр хӑман турат куҫӗ тухса ӳкнӗ те куҫлӑх пек шӑтӑк пулса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл кӳлӗ ҫине пӑхрӗ те: хайхи кӑвакал кутӑн ҫаврӑнса ӳкнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чылай утрӗ, ҫӗрлехи сывлӑм ӳкнӗ вӑрман курӑкӗ унӑн урине пӗтӗмпех йӗпетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Амӑшӗ те, снарядсем ҫывӑхрах ҫурӑлнине илтнӗскер, сехӗрленсе ӳкнӗ те ним тума аптраса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук машина патне пычӗ, вӑл шофера хӑйсен тӗлӗнче чарӑнса тӑма ыйтрӗ, анчах хумханса ӳкнӗ шофер аллипе кӑна сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кахалскер ун чухне тӗпӗнчи ҫӳп-ҫапа та тасатмарӗ, ӳкнӗ алсине те анса илмерӗ, шӑтӑка тимӗр ывсипе те витмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Лачкам тара ӳкнӗ хӑй, умри чӳречерен кӗрекен хӗвел ҫутипе шарса кайнӑ куҫӗсене сӑтӑркалать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Мишша та мана хӑраса ӳкнӗ тесе шутларӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Хӳтӗлекен принц // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫуркунне тӑп-тӑрӑ шыв ҫине ӳкнӗ сенкер пӗлӗт сӑнӗ, шывӗ типсен, ешӗл курӑк ҫинче юлнӑ тейӗн — ҫав тери сенкер-ҫке чечекӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк кӑвакал чӗппи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрре ҫаксем, «ҫут тӗнче тӗпчевне» тухса, пускилсен анкартинчи йӗре ӳкнӗ ҫӗрулми йӑранӗсен хушшине те пырса ҫитнӗ, ҫухалса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ҫерҫи-салакайӑкӑн «хурах» апачӗ ӳкнӗ ҫӗрте, лӳпем ҫӗр ҫинче, каснӑ туратсен, ытти турат-тӗрет купи выртать, юнашарах такам тивертсе янӑ пӗлтӗрхи ҫулҫӑсен кӑвайчӗ алхасать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

«Тӑхта-ха, тӑхта, — сасартӑк кӗтмен-туман ҫӗртен тӗвӗленсе чӑмӑртаннӑ темӗнле вӑрттӑн шухӑшпа теветкелленсе, ӑшӗнче юмахри Патрикеевна пек ихӗлтете-ихӗлтете, пит-куҫӗнчен ҫиҫӗнсе илчӗ ватӑ ҫын. — Ку ӳкнӗ мая пархатара ҫавӑрмалла мар-ши?

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех