Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуллахи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑҫ-тӗмӗсем ҫинче те ҫуллахи чӑлтӑр-чӑлтӑр, вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫиҫекен йӑлтӑркка симӗс самаях тӗксӗмленнӗ — вӗсен питне кӗрхи сарӑ, кӗрен, хӑмӑр куктӗрри тапса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Итлесе пӑхар-ха кайӑксем чӗнтӗрлекен вӑрманти ҫуллахи симфоние:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫуллахи пӗр вырсарникун йӑкӑс, капӑр спорт костюмне тӑхӑнса ятулантӑм та, пӳртре ларса те мӑкланасран, те пӑнтӑхасран, те хытса шултӑркасран тенӗ пек, урама тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Хӑмӑр кимоно кӗпепе, шалпар хура шӑлаварпа, уринче ҫуллахи уҫӑ хура туфли.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ку хулана эпӗ, Шупашкарти пӗр паркра ҫитӗнекен ӑрӑвӑн чун-чӗрине ӗмӗрлӗхе ырӑ, таса вӑрлӑх акас ӗҫре тӑрмашаканскер, Раҫҫейри Культура министерстви ача-пӑчан ҫуллахи канӑвне йӗркелес ыйтупа ирттерекен семинара килсеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑрнарта пурӑнакан хӗрарӑм поселок ҫыннисене тахҫанах хумхантаракан ыйтӑва ҫӗклерӗ: «Мӗншӗн пирӗн шыв ытла та хаклӑ? Ҫуллахи канашлура тӳлеве икӗ хут чакарма шантарнӑччӗ пулин те? Хак пӗчӗкленме мар, кӑштах ӳснӗ те», - терӗ вӑл пӑшӑрханса.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫуллахи каникулта пӗр шӑрӑх кун вӗсем Полинапа иккӗшӗ хӗвел питӗнче хӗртӗнсе выртас, ӳт-пӗве пӑртак кӗрелентерес, Атӑлта шыва кӗрсе уҫӑлтарас тӗллевпе Шупашкарти тӗп пляжа кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Каччӑ йывӑҫ хӑмаран ҫапса тунӑ пур лавккасем, ларёксем умӗн те ҫаврӑнса тухрӗ, чунӗ кӗленине тивӗҫтерекен ҫуллахи ҫи-пуҫ, атӑ-пушмак пӑхкаларӗ, аш павильонӗнче те пулчӗ, пӗр тӗлте, укҫа тӳлесе, стакан морс ӗҫрӗ, вара каллех урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрать-ха халӗ тӗрлӗ кӑмпаллӑ, шур ҫырлиллӗ, кӗтмеллӗ (ытти ҫырласен тапхӑрӗ хыҫа юлнӑ ӗнтӗ) вӑрманта ҫуллахи шӑрӑх кунсенчи пек пӑчӑ мар, кӗске ӗмӗрлӗ юнӗҫен вӑрӑмтунасем те, ытти шӑна-пӑван та, ҫӑмхаланса-тӗркеленсе, хӑлхана йӳҫӗхтерсе нӑйлатса та нӑйӑлтатса, аптӑратса, этеме сӗмсӗррӗн сӗкӗнмеҫҫӗ, сырӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытла та кӗске иккен юратакан чӗресемшӗн ҫуллахи лӑпкӑ каҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ҫуллахи сар хӗвеллӗ ӑшӑ кун.

Куҫарса пулӑш

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халӗ ҫуллахи шӑрӑх вӑхӑтсенче кашни ҫыннӑн ӑш хыпать, станок умӗнчисен вара пушшех.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Енчен те мотоҫавасене илес пулсан — ҫуллахи вӑхӑтра пирӗн ялта вӗсен сасси кӗрлесе кӑна тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

— Мӗнле-ха апла, чӗпӗсен ӑҫта хӗл каҫмалла вара, хӗлӗпех ҫуллахи лагерьте усраяс ҫук вӗт вӗсене.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫуллахи каҫсенче хӗрсем нумайӑшӗ яла ҫӳреҫҫӗ, анчах хӗрупраҫ тенин унта та, кунта та ҫи-пуҫ таврашӗ пур.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Клеткӑсенчи вырӑн аталанса пыракан чӗпӗсемшӗн тӑвӑрланса юлчӗ, ҫавӑнпа та пӗр ӑшӑ кунхине вӗсене ҫуллахи лагере кӑларма шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тем пулас-килес пур, ҫуллахи шӑрӑх кунсенче вут-кӑвар енчен те сыхӑ тӑрас пулать.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тепӗр эрнерен чӗпӗсене ҫуллахи лагере кӑлармалла, унччен пӗтӗмпех хатӗр пултӑр, ак кунта эпӗ йӑлт паллӑ тунӑ, — хӑмӑр хуплашкаллӑ блокнотне пӳрнисемпе шаккаса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗҫех ҫуллахи лагере кӑларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫуллахи ҫӗр кӗске.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех