Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫийӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫийӗн (тĕпĕ: ҫийӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрт ҫийӗн вара ку касра пурӑнакан аслӑ ҫулхи ҫынсем уткалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Кас халӑхӗ, ҫуналлӑ лашасем нӑтӑрт-нӑтӑрт тӑвакан кӗрт ҫийӗн ҫул хыватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Тепӗр ҫирӗм минутран вӗсем кас вӗҫӗнче кӗрт ӑшӗнчен сиксе тухрӗҫ те тӑршшӗпех юр ҫийӗн ҫуна йӗрӗпе утса тухса Курчи Вани кил хапхи умӗнчи кӗрт ҫинчен ансӑр сукмакпа анчӗҫ, вара лӑпланнӑ кӑмӑлпа пӗр пилӗк минут калаҫса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Михаҫ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкме пултаракансем патне васкарӗ: мӗн пур вӑйне пухса, яка пӑр ҫийӗн юр юхтарса, пит-куҫа чӗпӗтсе хирӗҫ вӗрекен ҫиле ҫӗнтерсе, хӑвӑртлӑхне ӳстерме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫав шайккӑ вӑрӑ-хурахла Ҫӳрет ку чух Ҫӗр ҫийӗн.

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Тин ҫеҫ ҫуса иртнӗ ҫумӑр хыҫҫӑнхи нӳрлӗ тӑпра ҫийӗн нуски вӗҫҫӗнех илтерсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

— Ӑҫта пурӑнӑн, мӗн ҫийӗн, ачам? — ыйтрӗ каллех ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Сан ӗҫӳ мар… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 7 с.

Каярахпа вулкан ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ, ҫапла май кивӗ сийсем ҫийӗн ҫӗнӗ ту тӑррисемпе лава хытнӑ сийсем йӗркеленнӗ.

Позднее вулканическая активность возобновилась, формируя новые пики и наплывы лавы поверх старых слоев.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Пӗве пуҫӗ ҫийӗн иртекен ҫула асфальт сарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Курӑр-ха, сывлӑш епле кӑвакарчӗ вӑрман ҫийӗн!

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун ҫийӗн Анюта чупса иртмест, кӑвакал чӑмса шыва кӗмест.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӳрнисем клавишсем ҫийӗн ташланӑ май, пӳлӗме марш евӗрлӗ хаваслӑ кӗвӗ шӑранса сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗнӗ юр ҫийӗн ҫӗнӗ йӗр туса, Юманлӑхаллах уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Утмӑлтурат ҫеҫки пек сенкер ҫитсӑран ҫӗлетнӗ хурталлӑ чӑваш кӗпи ҫийӗн тӗм-хура кӗске пиншак тӑхӑннӑ хӗр, уринче ҫӳллӗ кӗлеллӗ пушмак.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуҫлӑх, хутсене тимлӗ вуланӑ пек туса куҫлӑх ҫийӗн кабинет варринче хытса тӑнӑ пӑлхавҫа сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑраннӑ хӗрӗ ҫийӗн пӗшкӗнсе вӗттӗн-вӗттӗн, васкаса сӑхсӑхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫутӑласпа ял ҫийӗн аслати сасси вӑрӑммӑн янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ешӗл Йӑмраллӑ ҫийӗн шурӑмпуҫ хӑпарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗрӗ ҫӑмарта илсе ӑна пӗчӗк пепкен пуҫ ҫийӗн ҫӗклерӗ, ҫӑка патакпа ҫӗмӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Заем ҫине алӑ пусмалла, — палламанни салтак арӑмӗ ҫийӗн пӗлӗт пек ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех