Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятпа (тĕпĕ: ят) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялта та, ҫарта та Лавруш ятпа ҫӳренӗ Мухаров училищӗре кӗтмен ҫӗртен Лавр пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Сан ятпа заявлени ҫырса правление кайса патӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Альдоннине эп «Алтуни» тесе чӗнеттӗм тата пур ача-пӑча витлекен ятпа урам ҫурасла «Комбед» тесе кӑшкӑраттӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӗсене эпир халӗ ятпа асра тытма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Метрик ҫинче Иван ятпа юнашар Клавдия ят ҫырӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микулана курсан, никама парӑнман мӑнаҫлӑ бурлак хӗрача ҫуралнӑ ятпа саламлама килнӗ пек сунса, унӑн кӑмӑлӗ рехетленчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ача ҫуралнӑ ятпа пухнӑ тӑванӗсене, хурӑнташӗсене, ҫывӑх тус-йышӗсене вашаватлӑн хӑналать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сан ятпа, — тепӗр хут ҫирӗплетрӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан килӗнче ҫакнашкал йӑла: ака туса е авӑн ҫапса пӗтернӗ ятпа арӑмӗ яланах сӑра туса хатӗрлет.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Республикӑра ҫак ятпа усрав ҫемьесен форумӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗнчен – Тав сӑмахӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10677-ch ... tav-s-makh

Ҫав ятпа пурне те черккесене шаккаса ӗҫме ыйтатӑп, — тесе пӗлтерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хальлӗхе, ҫамрӑк тусӑмсем, Сергейпе Иван, ҫак паттӑрла ӗҫшӗн сире хам ятпа тав тӑватӑп, малашне мӗн тумалли курӑнать унта.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑна эпӗ иксӗмӗр паллашнӑ ятпа ӗҫетӗп.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Мӗнле уяв паян, Хӗветӗр, мӗн ятпа ӗҫтеретӗн?» — тетӗп ҫакна.

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эппин, хӑвӑрӑн ятпа вӗсене чӗререн тав тума ирӗк парӑр мана.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Казаков маларах тухса тӑчӗ, карттусне хывса, алла тытрӗ, унтан Михаил Степановичпа Тевлеш тӗнчери пролетари ҫулпуҫне Ленина курса килнӗ ятпа пухӑннӑ митинг уҫӑлни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче юратнӑ тӑванӗсем чӑннипех те мухтавлӑ, тава тивӗҫлӗ мӑшӑра, Анчак ӑрачӗн ҫемье никӗсне ҫирӗп тытса пыракансене 55 ҫул юратса татулӑха упранипе тата таса чунпа халӑх хушшинче ырӑ-сумлӑ ятпа пурӑннипе саламлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Эпир, Мӑн Явӑш тӑрӑхӗнче пурӑнакансем, «Мураты» хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсем, Юрий Петрович Спиридонова ҫак кунсенче 60 ҫул тултарнӑ ятпа чун-чӗререн саламлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

— Тупа тунӑ ятпа крепь хучӗ ыйтмаллаччӗ санӑн.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Апла пулсан эп сире, чӑваш ҫӗр-шывӗнчен килнӗ ырӑ ҫынсем, хам ятпа тата Ондрей ячӗпе ҫапла пехил парасшӑн.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех