Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

яма (тĕпĕ: ям) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах инкеке лекнӗ ҫын нумай чухне хӑй инкекне татах та пысӑклатса яма пултарать (пӗр вӗҫсӗр ун ҫинчен шухӑшласа), хӑй ҫавӑн пек тунине ун чухне вӑл, паллах, курмасть, асӑрхамасть.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ху умӑнти йывӑрлӑха мӗнле ирттересси ҫинчен малтанах уҫҫӑн палӑртса хума пултаратӑн пулсан, йывӑрлӑхне ирттерсе яма та вара сана ҫӑмӑлрах пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫапла, Зиминцев ҫакӑн пек меслетпех (анчах ку меслет Люся ҫулӗнчи тата ун вырӑнӗнчи хӗрачашӑн шӑпах чи витӗмли пулма пултарнӑ та, тата вӑл Зиминцевшӑн хӑйшӗн те начар пулман, мӗншӗн тесен ниҫта та нимӗнле йӗр те хӑвармасть), — ҫапла вӑл ҫакӑн пек меслетпех Люсьӑна ӗҫӗн питӗ аван мар вӗҫӗ патне илсе пыракан ҫул ҫине кӗртсе яма пултарнӑ, Евгений.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Ӑҫта васкать ҫамрӑк ҫын? — йӗрӗннине ҫапах та кӑшт сирсе яма пултарса ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Паллах, ҫак лару-тӑру, ҫак пӑтӑрмах унччен калаҫа хунӑ вӑхӑтра шыва яма пачах та чӑрмантармасть.

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Вӗсем ӗҫе тӗрӗс йӗркелесе яма пулӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

(Хӑй вӑхӑтӗнче ҫав чӗлхесен шалти вӑйне чӗртсе-хускатса яма латин чӗлхи хытӑ пулӑшнине те манма юрамасть.)

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Паллах ӗнтӗ, малашне художествӑллӑ пултарулӑхӗ анлӑн сарӑлса пымалла, — ӗҫ кунӗсем кӗскелнӗ май, ӗҫ халӑхӗн кайма тата хӑйсен пултарулӑхне, хӑйсен талантне пур енлӗн сарса яма пушӑ вӑхӑт хутшӑнсах пырать.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ну, вара эпӗ ӑна Шупашкар витӗр кӑларса яма килӗшрӗм…

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Эп сире каплипе малалла ирттерсе яма пултараймастӑп, — тенӗ сержант.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Тӑван ҫӗршывра кашни ҫын тӑшман провокацине сирсе яма хатӗр тӑмалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

«Кунта ӗмӗрлӗхе тымар яма та юрать», — тесе шухӑшланӑ Герасим Федотович пуҫлӑхсем умӗнче хваттер пирки сӑмах хускатрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вадим йӗрсе яма хатӗрленсе куҫне мӑчлаттарма тытӑнчӗ, тутине илемсӗррӗн пӑркалантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Вуланӑ пулсан астӑватӑр пуль: ҫав драмӑри пӗр герой пурнӑҫа илӗртӳллӗн ҫеҫкеленекен капӑр чечекпе танлаштарать те: «Анчах ҫав чечеке пӗрпӗр кун сӗмсӗр качака ҫисе яма пултарать», — тет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тата, тӳррипе каласан, ку район хаҫатӗнче ӗмӗрлӗхех тымар яма хыпӑнмастӑп.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫырӑва эсир архива яма ан васкӑр, — асӑрхаттарчӗ Ажайкин.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Капла эп хамӑн ывӑла та пӑсса яма пултаратӑп мар-и?»

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ҫав хушӑра вӗсем пӗр-пӗринчен куҫӗсене тартса икӗ пирус туртса яма ӗлкӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Кун пек энергоцентӑра 2024 ҫулта Канаш хулинче те хута яма плана кӗртнӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса пырсан ытти муниципаллӑ округсенче те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

«Пирӗн ентешӗмӗрӗн, СССР виҫҫӗмӗш космонавчӗн Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗн Шуршӑл салинче, энергоцентр хута яма тӗллев лартнӑ. Региона тӑнӑҫлӑ аталанса пыма май паракан ҫул-йӗре тытса пыратпӑр», – тенӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май республика Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех