Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑтрӗ (тĕпĕ: ывӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сасартӑк ретиарий сиксе ӳкрӗ те мирмиллонран темиҫе утӑмран тетелне ҫиҫӗм пек хӑвӑрт ывӑтрӗ.

Внезапно, сделав огромный прыжок, ретиарий очутился в нескольких шагах от мирмиллона и с быстротою молнии бросил на противника сеть.

I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Халӗ вӑл симӗс кастрюльсене ним шикленмесӗрех кӑлара-кӑлара ывӑтрӗ.

Теперь он уверенно швырял зеленые кастрюли назад.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Капсульне вара аялалла чулсем ҫине ывӑтрӗ.

Капсюль же он бросил вниз с откоса на камни.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Лось юр кӗрчӗпе витӗннӗ алӑка яриех уҫрӗ, ӑшӑ пӳрте кӗчӗ те шарфне илсе ывӑтрӗ, унтан — шлепкине.

Лось распахнул заметённую сугробом дверцу, вошёл в тёплый домик, сбросил шарф и шляпу.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗр ҫинче малтанхи хут кӑларнӑ ҫак ята ҫил тилӗрӳллӗ авӑкпа ярса тытрӗ те вӗҫекен юр хушшинелле сапаласа-вӗлкӗштерсе ывӑтрӗ.

Ветер бешеным порывом подхватил это, впервые произнесённое на земле имя, развеял его среди летящих снегов.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара Гусев ҫак кунхи юлашки сӑмахне каларӗ, — питӗ кӗскен, анчах пӗлтерӗшлӗн; баррикада ҫине улӑхрӗ те виҫӗ граната — пӗрин хыҫҫӑн теприне — ывӑтрӗ.

Тогда Гусев произнёс последнюю за этот день речь, очень короткую, но выразительную, влез на баррикаду и швырнул, одну за другой, три ручных гранаты.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шӑлне ҫыртса лартса Лось пусмапа аялалла вирхӗнчӗ, карап патне сиксе ҫитрӗ те хул пуҫҫипе тӗршӗнсе тӗртрӗ — мускулӗсем шӑтӑртатаҫҫӗ, — унтан карап кӑшкарне ун хыҫӗнче вӑрттӑн пытанса тӑнисем ҫинелле ывӑтрӗ.

Стиснув зубы, Лось кинулся вниз по лестнице, подскочил к кораблю, навалился плечом, — мускулы хрустнули, — и он опрокинул остов корабля на тех, кто таились позади него в засаде.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось ҫӗкленчӗ, пысӑк чул муклашки илчӗ те ӑна пулӑ кӗтӗвӗ еннелле ывӑтрӗ.

Лось поднялся, взял большой камень и швырнул его в стаю рыб.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось открыткӑна айккинелле ывӑтрӗ, пӳртрен тухса ҫаран тӑрӑх ӗшне еннелле ҫул тытрӗ.

Лось швырнул открытку, вышел из дома и зашагал по лугу к роще.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тускуба карланкинчен ҫатӑрласа тытрӗ те пурҫӑн тӳпемрен ывӑтрӗ.

Он схватил Тускуба за горло и сбросил с парчевого возвышения.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл Лось аллинчен кӗнекене асӑрханса илчӗ те ӑна бортран кӑларса ывӑтрӗ.

Он осторожно взял книгу из рук Лося и швырнул за борт.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Унтан йӗнер айккинчи миххине илсе ӑна ҫынсем еннелле ывӑтрӗ, ҫаврӑна-ҫаврӑна самаях ҫӳле ҫӗкленчӗ те ҫурҫӗрелле хӑвӑрт кайса горизонтран ҫухалчӗ.

Затем, отвязал от седла мешок, кинул его в сторону людей, поднялся кругами на большую высоту, и быстро ушёл на север, скрылся за горизонтом.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кузьмин та, ӗҫлевҫӗ, витрере тинтерех ҫеҫ сурик пӑтратаканскер, хапха патӗнчех тӑрать, пирус кӑмрӑкне тӗттӗмелле ывӑтрӗ:

Рабочий, Кузьмин, давеча мешавший в ведёрке сурик, тоже стал в воротах, бросил огонёк папироски в темноту:

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗҫесшӗн-и? — ыйтрӗ вӑл янӑравсӑр сасӑпа, унтан Скайльса лампочка конусӗ айӗнчи пукан ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, хирӗҫ сӗтел ҫумне ларчӗ, чертежне ывӑтрӗ те чӗлӗмне тултарма пикенчӗ.

Хотите лететь? — спросил он глуховатым голосом, и указал Скайльсу на стул под конусом лампочки, сел напротив у стола, швырнул чертёж и стал набивать трубку.

Лось мастерскойӗнче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Соболь аллинчи телеграммине ывӑтрӗ те, ывӑтнӑ маях кӗсъинчен кӑларнӑ ҫӑкрине чӑмласа, лини ҫине тухрӗ.

Соболь швырнул телеграмму и, жуя на ходу вытащенный из кармана хлеб, вышел на линию.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Карабас Барабас кӑкшӑма сӗтел ҫинчен ярса илчӗ те ҫилленсе чул урайне ывӑтрӗ.

Карабас Барабас схватил со стола кувшин и бешено швырнул его на каменный пол.

Буратино ылтӑн ҫӑраҫҫи вӑрттӑнлӑхне пӗлет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Ку — мӗн-ха, Кӗҫени кума… — кӑна хӑй пӗлтерсен е Матви каласан авантарах пулмӗ-ши тенӗн, Матви еннелле куҫне вӗлт ывӑтрӗ Елькка.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вараланса кайнӑ аялти юбкине урисем ҫинчен ҫӗрелле антарса кӗтесселле ывӑтрӗ, пӑртак лучӑрканнӑ, кӑпӑр-кӑпӑр тӑвакан платьине лайӑххӑн юсакаларӗ те тухса карӗ.

Ушла, спустив с ног на пол и швырнув в угол испачканную нижнюю юбку, заботливо оправив шумящее, помятое платье.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Павӑл хӳтлӗх шӑтӑкне пӗр шутласа тӑмасӑрах ҫине-ҫине икӗ граната ывӑтрӗ.

Павле инстинктивно бросил одну за другой две гранаты в огненную струю, в щель.

39 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вук ура ҫине сиксе тӑчӗ те стена патне чупса ҫитрӗ, кӑштах иккӗленсе тӑчӗ, гранатине вара кантӑкран ывӑтрӗ.

Вук подскочил к окну, мгновение поколебавшись, он бросил в окно гранату.

36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех