Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыв сăмах пирĕн базăра пур.
шыв (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пушар сарайне те, тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗрсене те тирпейлерӗ, талӑкӗпех унта пулатчӗ, икӗ лаша кӳлнипех тӑраҫҫӗ — насус, шыв пичкисем хатӗр, кашни кил умне шыв катки ларттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Плотина хӗрринче, шыв сиккинче, карьерта, котлованта шыва кӗме юрамасть!

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Медицина ӗҫченӗ шывра путнӑ ҫынна пӗрремӗш пулӑшу памалли меслетпе паллаштарнӑ, унтан шыв ҫинчи инкекӗн сӑлтавӗсене уҫӑмлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Шарласа юхакан шыв ҫинчи чул ҫине хӑрах уран тӑрать те ним хускалмасӑр шывалла пӑхать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Санька, вӑлтасем йӑтса, Сурӑм шывӗ хӗррине, Каҫликка варӗ тӗпӗнчи шыв кукӑрне, пулӑ тытма аннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сурӑм шывӗ ҫак ял патне ҫитнӗ ҫӗре шыв арманӗн ҫуначӗсене ҫавӑрмалӑхах вӑй илет.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

«Хӑв шыв пулса тӑрсан пулӗ сана юхан шыв», – хуравланӑ тет тӳпе.

«Будет река, но только если ты сам ею обернешься», – ответило небо.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

Пурин те гимнастеркисем шӑтса-ҫурӑлса пӗтнӗ, пичӗсем ӗнсе-хуралса кайнӑ, пурин те куҫӗсемпе шӑлӗсем илемсӗр шуррӑн, тискер шуррӑн курӑнаҫҫӗ, пурте йывӑррӑн сывласа, енчен енне сулланса тӑраҫҫӗ (йӑванса кайӗччӗҫ, тӑсӑлса выртӗччӗҫ, анчах ура айӗнче — шыв, кӑвак-симӗс мӑкпа витӗннӗ тӗмескесем, ӳксе ҫӗрнӗ йывӑҫсем тата — хура-симӗс шыв).

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Чӳлмек ӑсти хуҫалӑх таварӗсен магазинне те кӗрсе тухрӗ, унта кӗленче кӑкшӑм туянчӗ те кӑкшӑмне, столовӑй умӗнчи ҫӑлтан шыв ӑсса, чӗркӗмӗл пек шыв тултарчӗ, чечек ҫыххине кӑкшӑма лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Шӑртланса, ырханланса кайнӑ пит-куҫлӑ Тимуш картишне кӗчӗ те ҫӑл умӗнчи валашкана мӑкӑртата-мӑкӑртата шыв тултарчӗ («Хамсӑр пуҫне шыв ярса хуракан та ҫук ҫакӑнта, типсе-ӗнсех кайнӑ валашка»), картиш кӗтессинчи хӑяр пахчи еннелле пӑхрӗ — уҫӑ алӑкран пахчана чӑхсем кӗрсе кайнине курчӗ те вӗсене хӑвалама танкӑлтатрӗ, каллех мӑкӑртатрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Валашка» тӗпӗнче, ку пуҫӗнче, сап-сарӑ шыв пӑтранать, шыв ҫийӗнче сӑвай юписен тимӗр мӑйӑхлӑ пуҫӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шӑнкӑрчӑ та чӗппи шыв ӗҫнӗ чух унта шыври шашкӑн мӗн ӗҫ пур, — ҫапла каланӑ халӑх юрринче.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ытти пулӑпа танлаштарсан, ҫӗкӗ Шупашкарти шыв управӑшӗнче нумай тытӑнса тӑмасть, Атӑлпа пӗрлешекен юхан шывсене ишсе каять.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ лӗккине - Атӑла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=gVsjfnH4rl0

Тимофей урасем шыв тӗпне ҫитнӗ ҫӗрте шыва кӗнӗ вӑхӑтра папа Настьӑна ишме вӗрентрӗ.

Пока Тимофей купался там, где ноги достают до дна, папа учил Настю плавать.

Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632

Кӑҫал ҫавӑн пекех Полевая урамри шыв башни (ӑна 2021 ҫулта халӑха таса шывпа тивӗҫтерес тӗллевпе йышӑннӑ ятарлӑ программӑпа килӗшӳллӗн юсанӑ) тавра карта тытса ҫавӑрма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Кӗпер урлӑ каҫнӑ чух вӑл ытла вӑйлӑ силленни, шыв хӑпарнӑ вӑхӑтсенче урана атӑ тӑхӑнсан та шыв кӗни канӑҫсӑрлантаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫынсем шыв килессе кӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен шывӑн пахалӑхӗ япӑхрах пирӗн патра.

Куҫарса пулӑш

Шыв ыйтӑвне татса парасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60450

Хуллен-хуллен саплаштарса чиперех пурӑнатчӗҫ пулӗ Сахмановсем, анчах пӗр ҫулхине кил пуҫӗ Атӑла путса вилет: уяр шӑрӑх кун юхан шыв хӗррине ҫитсен ӳсӗрскер тӳрех шыва чӑмнӑ-мӗн, шӑнӑрӗ хутланса ларнӑ-тӑр — каялла тухайман.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шыва кӗме ан шутлӑр тата — унта вутӑш тытать, хӑйӗн патне, шыв тӗпне, илсе каять.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Проектне, карта, утмаҫул тутарма, ҫурта газ, шыв, электричество кӗрттерме, унтан таса мар шыва юхтарса кӑлармашкӑн пӑрӑх хывтарма ял тӑрӑхӗн бюджетӗнчен нухрат нумай куҫартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех