Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шухӑшпа (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Курак ҫулпа пынӑ чух шухӑшлани кунта тепӗр шухӑшпа татӑлчӗ: Мейзе халӗ ҫук ӗнтӗ, мӗншӗн тесен ҫав ятпа тунӑ паспорт (паллах, хам алӑпа тунӑ «суя» паспорт) бумажникпе, картуспа та хӗҫпе пӗрле вагонрах юлчӗ.

Но пока Грач шел по дороге, его раздумья были прерваны следующей мыслью: Мейзе уже нет, потому что паспорт на это имя (разумеется, «фальшивый») остался в вагоне с бумажником, фуражкой и саблей.

XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ҫак шухӑшпа амӑшӗ те килӗшрӗ.

И мать в конце концов согласилась.

XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫапла шухӑшлани тӗрӗс те пулчӗ пулмалла: ку шухӑшпа виҫҫӗш те килӗшрӗҫ.

Это было наиболее вероятное предположение; и все трое согласились.

XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эпӗ ӑҫта та пулин сулхӑнра пӗр сехетлӗхе те пулин выртса канас шухӑшпа та килӗшмесӗр пытӑм; манӑн йыттӑм, хӑйӗн васкавлӑ ӗҫӗнчен нимӗн усси те пулас ҫуккине пӗлнӗ пулин те, нумайччен тӗмсем хушшинче тустарса ҫӳрерӗ.

Долго противился я искушению прилечь где-нибудь в тени, хоть на мгновение; долго моя неутомимая собака продолжала рыскать по кустам, хотя сама, видимо, ничего не ожидала путного от своей лихорадочной деятельности.

Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.

Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйне малтанах ҫакӑн пек шухӑшпа йӑпатнӑ: акӑ ӗнтӗ вӑл хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе Сеча ҫитет те: «пӑхӑр-ха, сирӗн пата эпӗ мӗнле маттур ачасем илсе килтӗм!» тесе вӗсене, ҫапӑҫура пиҫӗхнӗ пур ватӑ юлташӗсене те ывӑлӗсемпе паллаштарать, ывӑлӗсем ҫапӑҫу наукине тата козаксен ӗҫкине мӗнле хӑнӑхса пынине сӑнать (ӗҫме пултарнине вӑл рыцарьӑн лайӑх енӗсенчен пӗри тесе шутланӑ).

Теперь он тешил себя заранее мыслью, как он явится с двумя сыновьями своими на Сечь и скажет: «Вот посмотрите, каких я молодцов привел к вам!»; как представит их всем старым, закаленным в битвах товарищам; как поглядит на первые подвиги их в ратной науке и бражничестве, которое почитал тоже одним из главных достоинств рыцаря.

I // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Эпӗ, ҫакӑн пек хӑрушӑ шухӑшпа хала ҫухатнӑскер, пиратсем хыҫҫӑн аран ҫеҫ ӗлкӗрсе пыратӑп тата тӑтӑшах чулсем ҫине такӑнатӑп.

Потрясенный этими тревожными мыслями, я с трудом поспевал за пиратами и часто спотыкался о камни.

XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Торги туса сутасси ҫинчен ҫырнӑ приказра асӑннӑ ҫурт-йӗрсем, ҫынран мӑшкӑллас шухӑшпа ҫеҫ асӑннӑ-и тен вӗсене, ҫав тери мӗскӗнӗн курӑнса ларнӑ, пӗтӗмӗшпе те пӗр чухӑн ӳпле чухлӗ ҫеҫ пулнӑ вӗсем.

Упомянутые в приказе о торговой торговле строения, может быть, упоминавшиеся лишь для издевательств над людьми, казались настолько жалкими, что в общей сложности было только одного бедного шалаша.

I // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Хӗрхенсемччӗ эсӗ манӑн мӗскӗн чуна, усал шухӑшпа туман эпӗ ҫак ӗҫе, касса-чиксе ан вӗлерттер-ха, пӗрер сӑмах та пулин калаттарсам.

Не погуби ты души моей христианской за мою продерзость безвинную, не прикажи меня рубить и казнить, прикажи слово вымолвить.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

Го Цюань-хай ку шухӑшпа пӗтӗмӗшпех килӗшет.

Го Цюань-хай был целиком согласен с этим.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Карчӑк те лавҫӑн суя сӑмахӗсене ӗненчӗ, те урӑх шухӑшпа, вӑл ӑйӑр патӗнчен айккинелле утса кайрӗ.

Поддалась ли старуха пылким уверениям возчика или по какой другой причине, только она отошла от жеребца.

XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Манӑн шухӑшпа, эсир так ахалех ҫав айван ҫынсем ҫине пырса уртӑнатӑр, — Мазаньелло ухмах пулнӑ, анчах вӑл мӗн кирлине ҫавах та лайӑххӑн тунӑ.

— По-моему, вы напрасно наваливаетесь так на глупых-то людей — Мазаньелло дурак был, но то, что надо, исполнил в лучшем виде.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан каллех, темӗнле шухӑшпа хӑраса урӑлса кайнӑ пек, старик ывӑлӗ ҫине тӗпчевлӗн пӑха пуҫланӑ.

И снова, точно испуганный и отрезвленный какой-то мыслью, старик уставился в лицо сына испытующими глазами.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ман шухӑшпа, — ӳсӗркелесе салхуллӑн калаҫнӑ ҫӳлли, — ухмахланни анчах вӑл!

— По-моему, — угрюмо и покашливая говорил высокий, — глупо это!

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вара ҫапла ответленӗ: «Ман шухӑшпа, ҫак тискер хӑтланчӑксем енне туртӑнни, — культура ҫитменнинчен килнипе пӗрлех, — энерги ытлашши пулнипе тата ӗҫсӗр аптранипе условиленсе тӑрать. Пирӗн купецсем, — сахалӑшне ҫеҫ ку шута илмесӗр, — сывлӑх тӗлӗшпе чи пуянтарах, анчах ӗҫ тӗлӗшпе чи ӗҫсӗртерех иккенне лайӑх пӗлетпӗр…» тенӗ.

И отвечал: «Мне кажется, что эта склонность к диким выходкам вытекает из недостатка культуры постольку же, поскольку обусловлена избытком энергии и бездельем. Не может быть сомненья в том, что наше купечество — за малыми исключениями сословие наиболее богатое здоровьем и в то же время наименее трудящееся…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫавӑн пек пурӑннӑ Фома, ҫавӑн евӗр куллен вӑл хӑйне пӗр шухӑшпа — таҫта, пурнӑҫ хӗррине, ҫак хӗвӗшӳрен аяккарах тарас тӗтреллӗ ӗмӗтпе йӑпатнӑ.

Так жил Фома день за днем, лелея смутную надежду отойти куда-то на край жизни, вон из этой сутолоки.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ман шухӑшпа, авланас пулать сан, — ҫав кӑна!

— По-моему, надо тебе жениться — вот и всё!

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома вӑл ҫакна мӗнлерех шухӑшпа каланине сиссе илеймен, вӑл куҫса ларнине те асӑрхайман.

Фома не уловил ее тона, не заметил движения.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Андрей Васильевич ҫамрӑк учитель ҫакӑнта пурӑнать-и?», — тенине хапха кутӗнчен хӑпнӑ-хӑпманах уйлама ӗлкӗрнӗччӗ-ха унӑн ҫивчӗ хӑлхи, анчах та апла пулма пултарасса ӗненменрен (ара, шухӑшпа аптӑракана темӗн те илтӗнсе арпаштарӗ), пуҫӑннӑ халлӗнех, шала кӗресле, ҫенӗк умне ҫитнӗскер, ҫурӑм хыҫӑнче хитрен кӑрӑнлатса кайнӑ алӑк сассипе вашт! ҫаврӑнса пӑхрӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ман шухӑшпа вӑл — чи лайӑххи!

Для меня она — лучшая!

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак шухӑшпа тутлӑ кӑна ҫывӑрса кайрӗ.

И с этой мыслью блаженно уснул.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех