Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шут сăмах пирĕн базăра пур.
шут (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хайхи пушӑн 21-мӗшӗнче ҫак SSD-не резерв пек туянма шут тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

Аппапа вӗрентекенсем пире елка туса пама шут тытнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Минюк каланӑ хыҫҫӑн эп чиркӗве кайма шут тытрӑм.

Куҫарса пулӑш

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӑнтӑрла ытла шӑрӑххипе ҫӗрле кайма шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫав хут тӑрӑх аппа пирӗн ялта ача сачӗ уҫма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вара Анук аппапа иккӗшӗ Марине аппаран вӑрттӑн мана мулла арӑмӗ патне «ухӑтма» илсе кайма шут тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Лена хӑйӗн шут ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа, тӗплӗн, пӗлсе туса пычӗ, ҫакӑншӑн вӑл тав ҫырӑвӗ те, парне те илме тивӗҫлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кӑрлач уйӑхӗ, пӗрре ҫатӑр-ҫатӑр хаярланса, тепре вӑшш-вашш ҫемҫелсе, хӑйӗн юлашки кунӗсене шут ҫине хуратчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак, пирӗн Хӗветӗр те авланма шут тытнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Ӗнер тата кӗҫӗн хӗрӗн аслӑ ывӑлӗ авланма шут тытни ҫинчен пӗлтерсе ҫыру янӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Каччӑ малтанах вӑрмана ҫитме шут турӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унта округри вӗрентӳ организацийӗсен представителӗсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, хӑйсен ӗҫ-хӗлне ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ парассипе ҫыхӑнтарма шут тытнӑ, ку енӗпе пӗрремӗш ӑнӑҫлӑ утӑмсем тунӑ ҫамрӑк специалистсем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Нимӗн тӑвайман енне Маюк инке Маринепе калаҫса пӑхма шут тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Ҫак каҫхине вара вӗренекенсем забастовка тума шут тытрӗҫ: «Ырантан пуҫласа никам та мастерскойне каймасть».

В этот вечер ученики решили объявить забастовку: «С завтрашнего дня никто не входит в мастерские».

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Урсэкие вара ирӗкӗсӗрех ӗҫ мӗнле пулса иртнине кӑна сӑнласа кӑтартма шут тытрӗ.

Урсэкие решил положиться на факты.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Пур пӗрех эпӗ унпа килӗштерессӗм ҫук, вӑл та мана каҫарас ҫук. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗ пӗтсен, каллех каялла Муркаш шкулне куҫса каятӑп!» — ҫирӗп шут тытрӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви хӑй те, кил-ҫурт ҫавӑрса, ытти «ырӑ ҫынсем» пекех йӗркеллӗ пурнӑҫпа пурӑнма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Макар хӑйӗн тусӗ Польӑна чӑннипех хытӑ юратнине, унпа ӗмӗрлӗхех мӑшӑрланма шут тытнине пӗлсен, ӑна иртнишӗн йӑлтах каҫарчӗ, каллех унпа туслашрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Евсей Антоныч сӗтел ҫинчи шут шӑрҫине шартлаттарса хучӗ те ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Евсей Антоныч шут шӑрҫисене хаваслӑн шаклаттарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех