Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шарламарӗ (тĕпĕ: шарла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Митяй кӳренчӗ, анчах та шарламарӗ, — разведкӑра тавлашма юрамасть.

Митяй огорчился, но промолчал, — в разведке нечего спорить.

XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Манӑн кучер мана хирӗҫ нимӗн те шарламарӗ.

Кучер мой не удостоил меня ответом.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Анчах вӑл нимӗн те шарламарӗ, ывӑлӗ ҫине пӑхрӗ те: — Эсӗ, Ленюшка, текех вӗсен куҫӗ тӗлне ан лек, — терӗ.

А она посмотрела на сына и сказала: — Ты им, Ленюшка, на глаза не попадайся.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

«Взвада кайма ҫул ҫийӗ те мар та», — шухӑшларӗ Алеха; анчах кун ҫинчен вӑл нимӗн те шарламарӗ.

«Во Взвад будто и не по дороге», — подумал Алеха, но промолчал.

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анчах вӑл нимӗн те шарламарӗ, пӳрнипе юнаса пӗр чӗнмесӗр выртма ҫеҫ хушрӗ.

Но ничего не сказал, погрозил пальцем и дал знак молчать.

X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Тарас курчӗ: козаксен речӗсем салхулланчӗҫ, паттӑр ҫынсене пуҫа усни килӗшмест пулин те, козаксем пӗчӗккӗнех тунсӑхлама пуҫларӗҫ; анчах вӑл шарламарӗ: вӑл кӗтме шутларӗ, юлташӗсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн тунсӑхласа та пӑхчӑр, терӗ; ҫав вӑхӑтрах вӑл шӑплӑхра вӗсене пурне те сасартӑк козакла кӑшкӑрса хускатма хатӗрленчӗ, ытти халӑхсемпе танлаштарсан пӗчӗк ҫырмасем ҫумӗнчи тинӗс пулса тӑракан славян халӑхӗ, паттӑр та сарлака кӑмӑллӑ халӑх, мӗнле ҫӗкленсе кайма пултарнине пӗлсе, вӗсене чунпа унчченхинчен те ытларах хастарлатас терӗ.

Тарас видел, как смутны стали козацкие ряды и как уныние, неприличное храброму, стало тихо обнимать козацкие головы, но молчал: он хотел дать время всему, чтобы пообыклись они и к унынью, наведенному прощаньем с товарищами, а между тем в тишине готовился разом и вдруг разбудить их всех, гикнувши по-казацки, чтобы вновь и с большею силой, чем прежде, воротилась бодрость каждому в душу, на что способна одна только славянская порода — широкая, могучая порода перед другими, что море перед мелководными реками.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Платник ачи куна хирӗҫ нимӗн те шарламарӗ.

Сын плотника на это — ни слова.

Князь ывӑлӗпе платник ывӑлӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Факир хӑйне налог пухакан укҫа тӳлесшӗн маррине ӑнланчӗ пулин те нимӗн те шарламарӗ.

Факир понял, что сборщик не хочет выполнить свое обещание, но ничего не сказал.

Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Виктор шарламарӗ.

Виктор молчал.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пӗри те шарламарӗ, Прач арӑмӗ хуллен ӗсӗклесе йӗни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ.

Все молчали, только слышно было глухое всхлипывание Процихи.

I // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.

Го Цюань-хай ҫаплах нимӗн те шарламарӗ.

Го Цюань-хай продолжал молчать.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Помещик тем каласшӑнччӗ, анчах ҫӗрелле тӗллесе пӑхрӗ те нимӗн те шарламарӗ.

Добряк хотел было что-то сказать, но осекся и опустил глаза.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ду пӗр самантлӑха, хытса кайнӑ пекех, нимӗн те шарламарӗ.

Помещик присел и замер в позе буддийского созерцателя.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах Сяо Сян шарламарӗ, председателе килне кайма хушрӗ.

Но он промолчал и отпустил председателя.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кронид Евграфович шеллевлӗ сӑмаххине хирӗҫ майлӑ та, урлӑ та шарламарӗ Дина.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халӗ вӑл хӑй активистра ӗҫлес килменни ҫинчен пачах та шарламарӗ, яланхи пекех калаҫма юратрӗ.

Теперь он уже не выказывал своего нежелания работать активистом и был по-прежнему словоохотлив.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ян Братишка, пуҫне кӑкӑрӗ ҫине усрӗ те ним те шарламарӗ.

Братишка Ян молчал, опустив голову на грудь.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лю Шэн та Сунь старикрен кая мар пӑлханнӑ, анчах, хӑйне алла илнипе, шарламарӗ.

Лю Шэя был раздосадован не меньше старика Суня, но, взяв себя в руки, молчал.

ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Сунь лавҫӑ хальхинче каймарӗ, анчах пухура пӗр сӑмах та шарламарӗ.

Возчик Сунь на этот раз не ушел, но и звука не произнес на собрании.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ли Чжэнь-цзян арӑмӗпе иккӗшин хушшинче пулса иртнӗ калаҫу ҫинчен те шарламарӗ.

Умолчал он и о стычке с женой Ли Чжэнь-Цзяна.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех