Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑвашсем (тĕпĕ: чӑваш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун чухне чӑвашсем хальхи пек йӑшман, хӑюллӑ та мухтавлӑ, чӑрсӑр та танлӑ ҫынсем пулнӑ, тӑшмана хирӗҫ хӗҫ йӑтса ҫӗкленнӗ, ҫичӗ юта хирӗҫ ҫӗр те ҫитмӗл ҫичӗ пинӗн тухнӑ, пуҫ усман.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне чӑвашсем усал тӑшманпа ҫапӑҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑвашсем Раҫҫейре халӑх шучӗпе (пурӗ 1 067 139 ҫын) пиллӗкмӗш вырӑнта тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

Пушкӑртсемпе тутарсем, Тата малти чӑвашсем Хусахсемпе пӗрлешсе, Патша ҫарне кӗрешсе Туртса илнӗ хулана, Илеймен чул картана.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑвашсем ерипен уйсене пухса Юманлӑхра пуҫтараҫҫӗ йӗкел: Вӑл выльӑх-чӗрлӗхе самӑртакан эмел — Кӑҫал калама ҫук тухӑҫлӑ пулса.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сарлака Ҫавалта, улӑхра, Шап-шурӑ чӑвашсем утӑра.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тата пӑшал таврашсем Тума ӑста чӑвашсем, — Тенине эп илтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапах та Атӑлӑн ҫумӗнчи чӑвашсем Ыйтасшӑн патшаран ҫаранлӑ утравсем: Вырӑс улпучӗсем туртса илнине, Тата мӑнастирсем ҫӑлса пурӑннине.

Куҫарса пулӑш

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑвашсем юлчӗҫ те ӗҫе тытӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑвашсем курчӗҫ ҫеҫ салтака — Хӑранипе сехрисем хӑпрӗҫӗ, Алӑри хатьрисем ӳкрӗҫӗ: «Мӗн кирлӗ-ши кӑна пирӗнтен?

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑвашсем илтнипе ӗҫлеме пӑрахрӗҫ, Шӑпланса: «Шупашкар йыхравӗ ку», терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Атӑлтан сылтӑмра, вӑрман хушшинче Чӑвашсем хир тума ҫеремсем ҫӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах ҫак Пуяндайкин пӗрре те пирӗн чӑвашсем патне пымастчӗ, ютшӑнатчӗ, пӑрӑнса иртетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Каҫсерен эпир, чӑвашсем, пӗрле пухӑнса хамӑр чӗлхепе калаҫаттӑмӑр, юрӑсем юрлаттӑмӑр, ҫӗнӗ хыпарсем каласа параттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ытти халӑх ывӑлӗсемпе пӗрлех, пирӗн чаҫре чӑвашсем те чылайччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Унсӑр пуҫне тата Мускаври хастар чӑвашсем пырса ҫитнӗ.

Кроме того, на праздник также прибыли активисты чуваши из Москвы.

Улатимӗрте Чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34570.html

Хӑш чӑвашсем вырӑсла тумланаҫҫӗ, чӑвашла калаҫаҫҫӗ, вӑйӑ юррисем те вырӑсла, туй юрри, ҫӗнӗ хӑта юрри чӑвашла, теприсем чӑвашла тумланаҫҫӗ, калаҫасса та чӑвашла калаҫаҫҫӗ иккен, вӑйӑ юррисем тутарла.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унта чӑвашсем пурнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Мӗн авалтан чӑвашсем пӗрне-пӗри пулӑшса, тимлӗх уйӑрма тӑрӑшнӑ, йывӑр чухне те яланах алӑ пама пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Чӑвашсем пур ҫӗрте те чӑвашсемех ӗнтӗ, хамӑр ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех