Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытӑрах (тĕпĕ: хытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑмӑлӗ хытӑрах та шӑлӗ ҫивӗчрех пулнӑ пулсан, вӑл хӑйӗн звенине пӑрахса каяс умӗн колхоз председателӗпе тавлашнӑ пулӗччӗ е мана пӗлтернӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Килӗшесех килмест, — унран юлас мар тесе хытӑрах утма тӑрӑшрӗ Ятман.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт хушши купӑс инҫете илтӗнмелле янрарӗ, купӑсҫӑ урисем паҫӑрхинчен хытӑрах тӑпӑртатрӗҫ, унтан купӑс юлашки хут нӑйк! турӗ те чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хытӑрах пус уруна, хытӑрах.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ак халь ӗнтӗ эп сана тата хытӑрах тыткалама пуҫлатӑп, Сахвине инке! — йӗнер ҫинчен ҫӗкленсе ҫухӑрчӗ Урасмет.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑншӑн тата хытӑрах мухтанас килет хамӑрӑн чаплӑ художникпа.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

— Ытла нумай палкатӑн, — терӗ Урасмет лашисене хытӑрах хӑвалама пуҫласа.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хытӑрах хӑвала, ҫултан ан пӑрӑн! — ҫурӑмран тӗртрӗ мӑрса хӑйӗн лавҫине.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утсем малалла анаталла анассине сиссе ямшӑксем хистемесӗрех хытӑрах кайма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан вӑл васкамасӑр воевода патне ҫывхарчӗ те малтанхинчен те хытӑрах каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Янклаттарса яр эс ӑна хытӑрах, Ивашка!

Куҫарса пулӑш

2. Тыткӑна лекнӗ тӗкӗрҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӑлхар патши Тисмен кумансенчен хытӑрах хӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ура суранӗ хытӑрах ыратрӗ-тӗр, ҫавӑнпа кашкӑр ҫури патака пӑрахса ыратнине чӑтаймасӑр малти сулахай урине ҫӗклесе нӑйкӑшма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӑнчӑсен вӑрттӑнлӑхне тата хытӑрах сыхласа пурӑнас пулать.

Куҫарса пулӑш

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Протезӗ те хытӑрах калаҫма тытӑнсанах вырӑнтан сикет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хытӑрах саккун кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Чарӑнмастӑп, вилсен те чарӑнмастӑп! — тата хытӑрах кӑшкӑрчӗ Сахвине карчӑк.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хытӑрах тыткала ял ҫыннисене, иртӗхме ан пар.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫхине вилес пек ывӑнса киле таврӑнсан алманчӑ урамранах илтрӗ — пӳртре ӳсӗр улансем шавлаҫҫӗ, пӗринчен тепри хытӑрах кӑшкӑрма тӑрӑшса вӗсем темле юрӑ юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Кун пек май килмест, — тет хан хӑйне, — итлемен тата шанчӑксӑр княҫсене хытӑрах тыткалама пуҫламалла.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех