Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хывса (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тумтирне халех хывса ҫакнӑ пултӑр, тусанна таса урайне ан тӑк, уруна ҫуса кӗр.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

— Манӑн юратнӑ вӑхӑтӑм — ҫуркунне, — терӗ Кӗҫтук, кӗске кӗрӗкне хывса.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳлӗме вунвиҫӗ-вунтӑватӑ ҫулхи ача кӗрсе тӑчӗ, палламан «улпута» курсан, самантлӑха шикленсе ӳкрӗ пулас: кивӗ пысӑк ҫӗлӗкне хывса хул хушшине хӗстерчӗ те ҫурма сасӑпа сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Федор Павлов тек чӑтса лараймарӗ, шӑппӑн тӑрса, кӑвак пиншакне хывса пукан хыҫӗ ҫине ҫакрӗ, шурӑ кӗпе ҫийӗн тирпейлӗ ҫыхнӑ кӑвак галстукне пушатрӗ, кӗпе ҫухине вӗҫертсе ячӗ, вара хӑйпе пӗрле илсе килнӗ сӗрме купӑсне алла тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳрте кӗрсенех пальтопа ҫӗлӗкне хывса ҫакрӗ те, кухньӑна кӗрсе, буфета уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Укҫа илме пуҫласанах хывса перетӗп вӗсене, куҫӑм ан куртӑр».

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Ы-ых!» — тесе ҫӳҫенекен Альӑна Акчуров хӑйӗн плащне, шлепкине хывса тӑхӑнтартрӗ те ҫумӑр айӗн ӑна ӑсатма костюм вӗҫҫӗнех, ҫара пуҫӑнах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Акчуров, пушмакне коридортах хывса, пӳрте нуски вӗҫҫӗн кӗчӗ, эпӗ те калуша тула хывса хӑвартӑм.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Часах Баймашкин хӑй те сиксе тухрӗ, шлемне хывса, хура кӑтра ҫӳҫне турарӗ, вара ҫара пуҫӑнах пирӗн паталла, мана хирӗҫ аякранах кулкаласа, васкаса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Лере ҫӗр ҫулхи карчӑк те ывӑлне, те мӑнукне ӑсатать: вӑл комсомол значокӗ ҫакнӑ каччӑ мӑйӗнчен хӑйӗн хӗресне ҫакса ярасшӑн — каччи, юлташӗсем умӗнче именчӗклӗ кулкаласа, хӗресе хывса пӑрахма хӑтланать, анчах карчӑка та кӳрентересшӗн мар пулас…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Лисук таврӑнсан, Ҫӗнтерӳ кунӗ валли сӑра тунӑ чух ҫунтарма юлтӑр, — тесе, Аркадий карта ҫине хывса ҫакнӑ фуфайкине илсе хул пуҫҫи ҫине уртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп! — тесе, кубанкине хывса чӗри ҫумне тытрӗ Вадим.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Залӗ те йӑлтӑртатакан бал залӗ мар, тумтир хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, вӑлах вестибюль; чӳречисене хура хутпа карнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ме, ак, хам тутӑра — мӑйна та пулин чӗрке, — сӗнчӗ амӑшӗ, пуҫри ҫӑм тутӑрне хывса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем укҫа-тенкӗ хывса салтаксем валли кирлӗ аппарат туянчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫар операцине хутшӑнакансене – пулӑшу // А.Мариян. http://kasalen.ru/2023/01/20/c%d0%b0%d1% ... %88%d1%83/

Пӗрремӗш те юлашки пултӑр кунашкал ӗҫ, — терӗ мучи, шурӑ пиртен ҫӗленӗ карттусне хывса тарне шӑлнӑ самантра.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Васкаса ҫири кӗпе-йӗме хывса шӑршлӑ шыва пӑрахрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Петӗр Тимафи пиччен плащне хывса илчӗ, ӑна ҫӗре сарса пӑрахрӗ, ун ҫине хуралҫӑ кӗлеткине илсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара киле ҫитетӗп те атта хывса пӑрахатӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӗписене вӗсем йывӑҫ сӗткенӗпе хуралнӑ тункатасем ҫине хывса хунӑ, шӑлавар пӗҫҫисене чӗркуҫҫи таранах тавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех