Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушма сăмах пирĕн базăра пур.
хушма (тĕпĕ: хушма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2023 ҫулта 766 хушма вӗрентӳ валли ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ен Промышленноҫпа энергетика министерстви республикӑн потребительсене хушма хӑватсемпе кирлипе тивӗҫтерме энергетика инфратытӑмне аталантармалли приоритетлӑ проектсем хатӗрлеме хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Россети Волга» ПАО Чӑваш Енри электросеть активӗсене консолидацилес ӗҫе хутшӑнма хатӗр // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/06/ross ... tj-aktives

Аслӑ шкулсен базисем ҫумӗнче кӑсӑклӑ хушма уйрӑмсем пур, унта ӑсчахсем хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе пурсӑмӑра та хавхалантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

Чупу валли ӑсталанӑ пушмак асӑннӑ пушмаксенчен чи лутрараххи тата чи хытӑраххи шутланать, ҫавна май урана меллӗ вырнаҫнине тӗплӗ суйлама тивет, тата, яланхи пекех, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна хушма майпа хатӗрлеме те тивет.

Беговой ботинок является наиболее низким и жёстким из вышеперечисленных, поэтому требует тщательного подбора под ногу, и, как правило, последующей подгонки.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Николай Белов каласа панӑ тӑрӑх, ку тӗлӗшпе Чӑваш Республикин «Модернизация и развитие сферы жилищно-коммунального хозяйства» патшалӑх программин «Модернизация коммунальной инфраструктуры на территории Чувашской Республики» хушма программи пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Кунти клуба федерацин «Культура малой Родины» парти проекчӗн «Местный Дом культуры» хушма программи шайӗнче юсаса ҫӗнетме май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Хушма транспорт проекчӗсене аталантармалли стимул пулса тӑнине палӑртса каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Вырӑнта пурӑнакан вӑйпитти ҫынсем «Восток» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче тӑрӑшаҫҫӗ, килти хушма хуҫалӑх, фермер хуҫалӑхӗ тытакансем те пур, чылайӑшӗ Комсомольскине ӗҫе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Кӑҫал ачасен 80 ытла проценчӗ валли хушма вӗрентӳ йӗркеленӗ», — палӑртнӑ Дмитрий Захаров министр.

Куҫарса пулӑш

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Чӑваш Енри хушма вӗрентӳ тытӑмӗ вӗсемпе питӗ пуян.

Куҫарса пулӑш

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Кунта хушма вӗрентӗвӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсемпе паллашма пулать: декораципе ӗҫлев искусстви, батик ҫинчи роспись, алӑпа ӑсталанӑ япаласем, Ҫӗнӗ ҫул теттисем, открыткӑсем…

Куҫарса пулӑш

Куравра — Вӗрентӳ министерстви // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%ba%d1%8 ... %b2%d0%b8/

Тата акӑ мӗн хушма пултаратӑн: хӗрпе каччи, пӗр-пӗрне юратсан, ҫав шурӑ кӗлетре пӗрле ҫывӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ахӑртнех, хушма тупӑш тумалли мел сӗнӗҫ.

Вероятно, скоро поступит предложение по дополнительному заработку.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Интереслӗ ҫынсемпе хутшӑнни хушма тупӑш ҫӑлкуҫӗ тупма май парӗ.

Общение с интересными людьми позволит вам обрести источник дополнительного заработка.

47-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах кӑтарту хӑвӑрт пуласса кӗтмелле мар, ҫавӑнпа хальлӗхе хушма тупӑш тумалли май шыратӑр.

Но на скорые результаты рассчитывать не стоит, поэтому вы будете по-прежнему находиться в поисках дополнительных доходов.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗрре, шкул уявӗнче, вӑл Феликс Мендельсон композиторӑн «Сӑмахсӑр юрӑсем» ярӑмӗнчи пӗр сыпӑка купӑспа каларӗ те, купӑсҫӑ валли туххӑмах хушма ят тупӑнчӗ — «Мендельсон».

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Кану кунӗсенче, тен, хушма вӗренӳ сехечӗсем те ирттерӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫавӑнпа хушма тепӗр билет туянтӑм та.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Эпӗ, — тет кӑтра ҫӳҫлӗ, пӗвӗпе ыттисенчен ҫӳллӗрех те тӗреклӗрех шӑмшаклӑ каччӑ — стипендипе пӗрле хушма укҫа та пултӑр тесе аш-какай комбинатне хуралҫӑна вырнаҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Эсир ӑна хушма пултараймастӑр, вӑл мана ҫеҫ пӑхӑнать, — йӗкӗлтешсе калаҫрӗ Архипов, — мана ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех