Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаклӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хаклӑ (тĕпĕ: хаклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахальтен-и кӗнекесем те пӗрре мар кӑларса вулакансене хаклӑ парне турӗ.

Куҫарса пулӑш

Осип Алексеев // Юлия Силэм. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 3–4 с.

Кӗнеке керменӗн-ҫке Ҫакӑ хаклӑ кӗнеке.

Куҫарса пулӑш

Коллекционер // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 55–56 с.

Нумай калаҫса ларма ман вӑхӑт ҫук, кашни минут хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

«Ӗнсерен туянма» килнӗччӗ те… хаклӑ парне параҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Маруҫ уншӑн савӑнса, Ылтӑн сӑрпа ҫыртарса: «Петровича тав туса. Чунтан-вартан ыр сунса!» — Пачӗ хаклӑ япала.

Куҫарса пулӑш

Кӗмӗл ҫӑпала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 21–22 с.

Вӑхӑт хаклӑ, час иртет, Виҫ сехет те ак ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Кун вӗҫленчӗ пулмалла // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20–21 с.

Мӗн тейӗн, пӗрремӗш ача пуриншӗн те хаклӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

40 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку ӗнтӗ Раманшӑн чи хаклӑ парне пулатчӗ, паллах.

Куҫарса пулӑш

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хисеплӗ Чӑваш Республикин ҫыннисем, хаклӑ ентешсем!

Уважаемые жители Чувашской Республики, дорогие соотечественники!

Олег Николаев Чӑваш Республикин Конституцийӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/11/30/chva ... avash-resp

Анчах акӑ мӗн мана хумхантарать, хаклӑ ҫыннӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунта ҫавах кравать, вырӑн хатӗрӗсем, уйрӑмах хӗрарӑмсемшӗн хаклӑ тӗкӗр пулнӑ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Хӗрлӗ хӗвел хӑпарать, эпир сире, хаклӑ Ваҫили, Ванюш, Санька, ӑсататпӑр.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пирӗн хаклӑ Ваҫука, Ванюша, тата Санькана асӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Манӑн хаклӑ Санька Ермолаевича, — тесе йывӑррӑн сывласа илчӗ те Эля, татӑка аслисем хыҫҫӑн вӑркӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хаклӑ упӑшкасене, ашшӗсене, ывӑлсене.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗнӗ этем ҫурални — Ваҫиле шухӑшӗ тӑрӑх, халиччен нимӗнпе те танлаштарма ҫук, тӳпери пулӑм — яланхи пурнӑҫри чи хаклӑ мул.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Карттусу … сирӗн, — пуҫа тӑхӑнмаллине, вырӑн-вырӑн ҫуланса ларнӑскере, арӑм икӗ аллипе малалла тӑсса, асӑрхануллӑн, чи хаклӑ, черченке пуянлӑх пек йӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Яланах хӑюллӑ та татӑклӑскер, халӗ вӑл ҫак уншӑн питӗ хаклӑ ҫутӑ-кӑвак кӳлӗсем, тӗпсӗр те асаплантараканнисем ҫине хӑюсӑррӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ку сирӗн питӗ хаклӑ парне…

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ан йӗр урӑх, хаклӑ тусӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех