Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑчӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак кун юр ҫуса тӑчӗ пулин те йӗлтӗр трассине тасатсах тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v

Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ С.М. Маштанов савӑнӑҫлӑ уява уҫнӑ май кӗскен ялсен историйӗ, вӗсен аталанӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме те, савӑнма та пӗлеҫҫӗ // Галина Симакова. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Пӗррехинче, мана ҫавӑтса, шкул директорӗн пӳлӗмне кӗрсе тӑчӗ, атте пирки директора: «Ҫавна ман ачасем патне явӑҫтарма пӑрахӑр-ха. Чарӑр ӑна шкула кӗме!» — терӗ хыттӑн.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑй-шай тунипе, Тамара ҫари ҫухӑрса янипе сиксе тӑчӗ Левен — пуҫне тем ҫумне шанлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ваҫук тӑчӗ те, аллисене Пӑлаки аппан хулпуҫҫийӗсем ҫине хурса: — Хӑвна тав, анне, — терӗ хыттӑн.

Куҫарса пулӑш

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Урайӗнчи улӑх-кавир ҫинче теттесемпе вылянӑ кутамас арҫын ача, тин кӑна кӑмакаран пиҫсе тухнӑ кулачӑ пекех ҫутӑскер, тасаскер, тӑчӗ те ашшӗ ҫумне пырса йӑшпӑнчӗ, хӑрах пӳрнине ҫӑварне чиксе, ют ҫынсем ҫине чӑр-чӑр пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Часах, чупнӑ май тумланкаласа, строя вашкӑнса пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эрешленӗ кӗпеллӗ, хӳхӗм тухьяллӑ чипер хӗр сӑнарӗ хальхи Чӑваш енӗн хӑйне майлӑ палли, элемӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳртӗм // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Петр Петрович ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Эпӗ йывӑр ҫын чухне килтен тухса кайрӗ; мана хӑйӗнчен уйрӑлма хушса, хӗрсемпе пӗрле ӳкернӗ фотосем ярса тӑчӗ; Шупашкарта ҫур сехет тӑрса та, киле кӗрсе тухмарӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

«Партизан» пӑрахут кунта шӑпах ҫур сехет тӑчӗ», — пӗлтернӗ ӑна унти пуҫлӑхсем…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Старик кайма тӑчӗ, анчах кӑштах тӑхтарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Пур, — ҫине тӑчӗ вӑл каллех.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Татах виҫӗ ҫул ҫырса тӑчӗ вӑл, анчах ответ ҫырма ыйтмастчӗ, ман пата вӗсем пӗрех ҫитес ҫук, тесе ҫыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Кунта генералсем сахал пулкаланӑран-ши, ҫынсем ӑна питӗ кӑсӑкланса сӑнарӗҫ, ларма вырӑн парас тесе, пӗр вӑхӑтрах темиҫе ҫын хӑйӗн вырӑнӗнчен тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пирӗн вут умне сӑран тужурка тӑхӑннӑ ырхантарах ҫын пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Эпӗ ӑна куратӑп! — сиксе тӑчӗ пӗррехинче вӑл ҫӗр варринчех.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Карчӑк умне ҫын пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Светлана юлташӗсемпе сывпуллашрӗ те Сергей умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ӳпӗнтернӗ кимӗ ҫинче ларакан ҫын сасартӑках ура ҫине сиксе тӑчӗ, тумтирӗпех Атӑла сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех