Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлса (тĕпĕ: тӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахтупай лаши патӗнчен хӑйӗн хӳшшине таврӑнчӗ, Ятламаспа юнашар тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Икӗ чул сӑрт хушшинче тӑсӑлса выртакан ҫак сип-симӗс айлӑм нимрен ытла кӑмӑла каять ӑна.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ансӑр чӳречесенчен ирхи хӗвел урисем тӑсӑлса кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем килсе тухнӑ ҫӗрте — Карлӑ леш енче — вӑрман пачах ҫук иккен, тӑршшӗпе ҫеҫен хир тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай кил вырӑнне ҫитсен вӗсем картиш йӗри-тавра ун-кун пӑхкаласа ҫаврӑнчӗҫ те, ӗнтӗ ниҫта каймалли ҫук тенӗ пек, ҫӳллӗ пилеш йывӑҫҫи айне тӑсӑлса выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чипер кӑна пыраттӑм, тахӑшӗ манӑн хыҫалалла тӑсӑлса юлнӑ ҫӑпата кантри ҫине лӑч! пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрӗпе куҫ хупса курман Тукай кӑшт канса илес тесе ҫерем ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ ҫеҫ, Чураппа ӑна пӳртре Урасметпа Бурнаш кӗтсе ларни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ҫӑмӑллӑн эхлетсе илсе ӑна хӑлха чикки тыттарчӗ те, Урасмет сӗтел патне ҫитсе ҫапӑнса урайне тӑсӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр самантран сунарҫӑсем тип ҫырма урлӑ тӑсӑлса выртакан хыр йывӑҫҫи умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутар курӑк ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Фильм ытлашши тӑсӑлса каять имӗш.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑна лутра маччаллӑ пӗчӗк пӳртре сывлӑш ҫитмен пек туйӑнчӗ, вӑл вара чӳрече кантӑкне урапа тапса ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ те такамӑн пуҫтарса тирпейлемен вырӑнӗ ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳртрен тухиччен урайне тӑсӑлса ӳкес мар тесе вӑл пӗтӗм чӑтӑмлӑхне пуҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Купса майрипе калаҫса ларнӑ май вӑл ялан чӳречерен пӑхрӗ тата урайӗнче ярт тӑсӑлса выртакан хӗвел ури мӗнле куҫса пынине сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Иливан хӑйсене уйӑрса панӑ мунчана ҫитнӗ-ҫитменех тӑсӑлса ӳксе вилнӗ ҫынсем пекех ҫывӑрса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ вӑл вӗҫӗмсӗр тӑсӑлса каякан симӗс хӳме пек курӑнмасть ӗнтӗ, унти кашни йывӑҫ, ҫитӗннӗ хӗр евӗр, хӑйӗн сӑнӗпе, хӑйӗн кӗлеткипе палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӳрех ман пата ыткӑнчӗ, алӑран ҫуласа илчӗ те урапа айне, сулхӑна, тӑсӑлса выртрӗ.

Он бросился ко мне, лизнул мою руку и растянулся в тени под телегой.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

— Хӳри мар вӑл — шлейф — венчет кӗпин тӑсӑлса пыракан арки, — кула-кула ӑнлантарчӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл готика храмне курать, — унта пушӑ, сивӗ тата сивлек; купол тӗлӗнчи шӗвӗр тӑрӑллӑ чӳречесенче ӗнтрӗке касса-ҫурса тусанлӑ, чалӑш ҫутӑ тӑсӑлса выртнӑ, аялта, сӗм тӗттӗм ҫӗрте, колоннӑсем шуралаҫҫӗ.

Он видел готический, пустой, холодный и мрачный храм; в стрельчатых у купола окнах ложится, просекая сумрак, пыльный, косой свет, а внизу, где почти темно, белеют колонны.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Хӗр хуҫкаланма-ҫухӑрашма пӑрахрӗ те тӑсӑлса выртрӗ.

Девушка, перестав биться и визжать, вытянулась.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех