Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмалла (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗс калать Федоров: власть ӗҫхалӑх аллинче пулмалла, тет, рабочисемпе хресченсенчен суйласа лартнӑ ҫынсем патшалӑха тытса тӑмалла, тет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Манӑн хӗрӗм хаклӑ пансионра вӗренет; эпир пурӑнма чарӑннӑ именишӗн кивҫене кӗрсе кайрӑмӑр, ӑна халӗ никам та туянасшӑн мар, тата манӑн хамӑн виҫӗ тӑванӑм патне уйӑхсерен укҫа ярса тӑмалла.

Моя дочь учится в дорогом пансионе; мы сделали долги по заброшенному имению, которое теперь никто не хочет купить, и я еще должна высылать месячное содержание трем моим родственникам.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Манӑн тӗп-тӗрӗссине хуравламалла е чӗнмесӗр тӑмалла.

Я должен был ответить прямо или молчать.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл питӗ ансат: Гез агент хӗрарӑмпа калаҫнине тӑнламалла та тӗрӗс цифрӑсене пӗлмелле, вӗсене чӑнах та каласан меллӗ самантра тухса тӑмалла.

Он был очень прост: услышать, что говорит Гез с дамой-агентом, и, разузнав точные цифры, если они будут произнесены, явиться в благоприятный момент.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эсир ыттисене ыйтса тӗпченӗ чухне эпӗ ҫак сӑмахсем пирки шухӑшларӑм, вара урӑх нимӗн те уйласа тупаймарӑм, ҫакӑнсӑр пуҫне: тӑмалла та каламалла — Геза эпӗ персе вӗлертӗм.

Эти слова я обдумывал, пока вы допрашивали других, и не нашел никакого другого выхода, чем этот, — встать и сказать: Геза застрелил я.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Выртнӑ чухнех тарӑн ыйха путасса пӗлтӗм, анчах манӑн ирех тӑмалла, вара ҫак шухӑш — ир тӑрасси — хам сисмесӗрех мана вӑратрӗ.

Ложась, я знал, что усну крепко, но встать хотел рано, и это желание — рано встать — бессознательно разбудило меня.

XXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Анчах ӑнланать Эверкки: мольберт умне тӑмалла унӑн, хӑйне алла илсе, вӑя пӗр ҫӗре чӑмӑртамалла, чӑрмантаракан пӗтӗм йӑх-яха айккинелле сирмелле те алла сӑркӑҫ тытмалла.

Куҫарса пулӑш

XI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӗсем каланӑ-тӑк, ҫакӑ саккун пулса тӑмалла иккен.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пурпӗрех ват ҫынсен пенси укҫине кӑшт ӳстерсенех хаксем ик-виҫ хут ӳснине кӗтсех тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Патшалӑх ҫак киревсӗр ӗҫе хирӗҫ тӑмалла пек…

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

«Раҫҫей Федерацийӗнче культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкӗнче палӑртнӑ Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча пӗрремӗш фольклориади тӗп мероприятисенчен пӗри пулса тӑмалла», — тесе каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре пуҫласа Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча фольклориадине ирттереҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/13/chav ... -pacha-fol

Унӑн пурнӑҫӗ сехӗрленӳллӗ тӑват ураллисен тимлӗ-сисӗмлӗ кун кунлавӗпе ҫӗр ҫӗрлевне куҫать, чӗрӗ ҫак чунсен чӑтлӑхӗн сис-чӳллӗ шӑплӑхӗн илтевӗпе куравӗ пулса тӑмалла, унӑн, Горнӑн, шухӑшлама пӗлекен темӗнле кашкӑра ҫаврӑнмалла.

Его жизнь приближалась к напряженному существованию осторожных четвероногих, превращаемых в слух и зрение подозрительной тишиной дебрей, и сам он должен был стать каким-то мыслящим волком.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Сунарҫӑ курокне пеме хатӗрлерӗ, шанчӑксӑр вырӑнтан куҫӗсене васкамасӑр айккинелле куҫарчӗ, — шӑпах унта, ҫутӑ кӗтесӗпе килӗшӳллӗн, мӗлке оригиналӗ тӑмалла е выртмалла, ҫав самантрах хускалмасӑр йӑлкӑшакан йӑмӑх ҫутӑ куҫсене курчӗ.

Охотник взвел курок; не торопясь перевел глаза с подозрительного места дальше, где, соответственно углу света, должен был находиться оригинал тени, и увидел яркие глаза, блестевшие неподвижно.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Обществӑра мӗнле вырӑн йышӑнни те, мул та ҫул ҫинче тӑмалла мар, чӑрмантармалла мар.

Ни разница положений, ни состояние не должны стоять на пути и мешать.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Анчах куҫӑмсене ҫыхса хупланӑ тейӗн… тата эпӗ чӑмӑртатӑп, — ывӑнса ҫитичченех чӑмӑртатӑп, уйӑраймастӑп та — хам перӗнекен алӑ хытӑ-и е ҫемҫе-и, вӗри-и е сивӗ-и; ҫав вӑхӑтрах манӑн вӗсенчен пӗрин ҫинче чарӑнса тӑмалла, ҫавна арпаштарасран шикленетӗп.

 — Но у меня словно завязаны глаза, и я пожимаю, — беспрерывно жму множество рук, — до утомления жму, уже перестав различать, жестка или мягка, горяча или холодна рука, к которой я прикасаюсь; между тем я должен остановиться на одной и боюсь, что не угадаю ее.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Манӑн румпельтен ҫирӗп тытмалла, хамӑн та ура ҫинче тӑчӑ-нӑкӑ тӑмалла, мӗншӗн тесен хумсем «Эспаньолӑна» ярӑнчӑка силленӗн куҫараҫҫӗ, ҫавӑнпа та хамӑн вахта вӑхӑтӗнче эпе урӑххи-мӗн пирки мар, ҫула тӗрӗс тытса пырасси пирки ҫеҫ вататӑп пуҫӑма.

Я должен был крепко держать румпель и стойко держаться на ногах сам, так как волнение метало «Эспаньолу», как качель, поэтому за время вахты своей я думал больше удержать курс, чем что другое.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Халӗ руль умӗнче манӑн тӑмалла; Дюрок манӑн хул пуҫҫисене хӑйӗн плащӗпе витрӗ, чӑн та, мана пӗртте сивӗ марччӗ.

Здесь пришло мое время держать руль, и Дюрок накинул на мои плечи свой плащ, хотя я совершенно не чувствовал холода.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Халӗ шӑпах тӑмалла.

— Молчок теперь…

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эпир ҫавӑнпа партизансем те, — терӗ пӗр именмесӗр мана хирӗҫ Чубук, отряд ман шутпа ҫапла хӑтланнинчен эпӗ хам пайтах тӗлӗнни ҫинчен каласа парсан, — саншӑн пулсан, ачам, картин ҫинчи пек колоннӑпа йӗркеленсе тӑмалла та, винтовкӑсене ал вӗҫҫӗн малалла тытса, тӑшмансем ҫинелле ҫӗмӗрсе кӗмелле.

— На то мы и партизаны, — ничуть не смущаясь, заявил мне Чубук, когда я высказал свое удивление по поводу такого некрасивого, на мой взгляд, поведения отряда. — Тебе бы, милый, как на картине: выстроиться в колонну, винтовки наперевес, и попер.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Айта хӑвӑртрах, — тесе васкататӑп ӑна, — мӗн шухӑшлакаласа тӑмалла, — тетӗп.

Идем же, — торопил я, — чего раздумывать?

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех