Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗҫ (тĕпĕ: тура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятман каҫхи апат вӑхӑчӗ ҫитиччен пӗр канмасӑр ӗҫлерӗ, ҫынсем кӑнтӑрлахи апат турӗҫ, пӑртак ларса канчӗҫ, ҫамрӑкраххисем уҫӑлмалла шыва кайса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кулчӗҫ, шӳт турӗҫ, Марине сисмелле мар майсемпе чӗрисенчи туйӑмӗсене уҫса пама тӑрӑшрӗҫ, ҫапах та пӗр-пӗринчен тахҫан кӗтнӗ ӑшӑ сӑмах ҫӑвартан тухаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Олимпиада Васильевна Михайлова, Георгий Анисимович Хораськин, Владимир Васильевич Албутов тата Сенатулла Идиатуллович Гайзатуллин хӑйсем ӗҫленӗ вӑхӑтсене аса илчӗҫ, ҫакӑн пек хисеп тунӑшӑн чун-чӗререн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченлӗх хисепре ялан // А.Ефремова. http://kasalen.ru/2022/10/18/c%d1%87%d0% ... %b0%d0%bd/

Ӑна леҫсе памалла турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет мӑшкӑлӗ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кам мӑшкӑлӗ турӗҫ сана, Тукай?

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак каллех кӳрентерчӗҫ ӑна Хусанта, чуна кайса тивмелле сарӑп турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуҫапа пӗрле кивӗ пӳртӗн хӑш-пӗр пӗренисене улӑштарчӗҫ, ҫи виттине юсарӗҫ, выльӑх картине ҫӗнӗрен турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗнпе пӗрле — Турӑ, пирӗн алӑра — тӗрӗслӗх, эпир ҫӗнтеретпӗрех!» — терӗҫ вӗсем, хӑюлӑхшӑн, яваплӑхшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эпир сире кӗтетпӗр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10004-epir-s ... aclanatp-r

Июлӗн юлашки вырсарникунӗнче Вӑрмар поселокӗнче, ҫавӑн пекех районти кашни ял тӑрӑхӗнчех Тинӗс Ҫар Флочӗн кунне анлӑ паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

«Кавал вӑййи» уява Вӑрмар район пуҫлӑхӗ Ю.Иванов, Кавал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Николаев, «Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗн» президенчӗ И.Аверьянов, райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ — Вӑрмар район администрацийӗн ӗҫӗсен управленийӗн управляющийӗ В.Александров, Вӑрмар район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ А.Веселовский те ҫитсе курчӗҫ, саламлӑ сӑмахсем каларӗҫ, уяв йӗркелӳҫисене сывлӑх сунса тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кавал вӑййи» ҫирӗп йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ // Т.ДОРОФЕЕВА-МИРО. http://gazeta1931.ru/gazeta/9750-kaval-v ... se-shanacc

Элӗксене ӗҫченлӗхӗшӗн, республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Ача садне ҫӳрекенсем хӑйсен сӑвви-юррипе хӑнасенсе ҫӗнӗ ача сачӗшӗн, кунти хӑтлӑхшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Вучах турӗҫ, вӗркӗч вырнаҫтарчӗҫ, сунталсене илсе кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халӗ ӗнтӗ Тукайпа Сарыев боярина пилӗк таран пуҫ тайса тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун вырӑнне вӗсем ыттисем туман ырӑ ӗҫе тума ӑс ҫитерчӗҫ — вырӑс ратникӗсене пурин ячӗпе те чӗререн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑксем Юмансар ҫыннисене ыран ҫинҫе пуҫланасси ҫинчен хыпар турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав тери кичем пулнӑран тата вӑхӑта ниҫта чикме ҫукран вӗсем вӗҫӗмсӗр ҫӑпата хуҫрӗҫ, ҫӗҫӗпе тем те пӗр каскаларӗҫ, хӑвӑл йывӑҫсенчен тӗрлӗ савӑт-сапа турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пилӗк кун система лартрӗҫ, вунӑ кун — пульницаран тухичченех — виҫӗ хутчен хырӑм тирӗнчен укол турӗҫ, ирпе-каҫпа виҫшер шултӑра таблетка ӗҫсе сиплентӗм.

Куҫарса пулӑш

Коронавируспа чирлеместпӗр, вӑл пире пурпӗрех ҫӗнеймест тесе шутлатпӑр, анчах… // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d0%ba%d0% ... %bf%d1%83/

Румынсем минометран персе пулемет расчетне тӗп турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех