Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тикӗс сăмах пирĕн базăра пур.
тикӗс (тĕпĕ: тикӗс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бетон сарнӑ ҫулпа пушмак кӗлисем пӗр тикӗс шаклатса пынӑҫем шухӑшсем пӗр вӗҫсӗр пӑлханаҫҫӗ, чуна ыраттараҫҫӗ.

А пока что ботинки его четко бьют по бетонной дорожке, мысли же носятся в голове стремительно и больно.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Тикӗс ҫил вӗрет.

Дул ровный ветер на траверсе.

X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Станцӑран каякан тикӗс ҫул тӑрӑх умлӑ хыҫлӑ икӗ лав чуптарса пыраҫҫӗ.

По ровной дороге, ведущей со станции, мчатся два обоза с подводами.

Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.

Ҫук, тӳрӗ те тикӗс йӗрлесе тухнӑ пӗчӗк тӑваткалсем ӑшне предметсен ячӗсене (геометри, алгебра, литература — ҫыру ӗҫӗ, калаҫу чӗлхи) ҫирӗппӗн те уҫӑмлӑ ҫырнӑ чухне, унӑн алли пӗрре те чӗтремест…

Нет, рука ее отнюдь не дрожит, когда четким, определенным почерком она вписывает в аккуратно разграфленные клетки: литература письменная, устная, геометрия, алгебра…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Уйӑхӑн вӑйсӑр ҫути, хӗрача пичӗ тӑрӑх шуса, е ун питҫӑмартисем ҫине ӳкет, е унӑн тикӗс те таса ҫамкине хурлӑн карӑнса тӑракан куҫ харшийӗсене ҫутатать.

А слабый блик луны, двигаясь по ее лицу, надает то на гладкий лоб с напряженно раздвинутыми бровями, то на щеку.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Тикӗс тӗс мар: пӗр тӗлте ытлашши хуралать, тепӗр тӗлте — ытлашши шупкалать.

Как-то одно у нее слишком загорает, другое слишком выгорает.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Каҫалапа вӑл, ӗшеннӗскер, сцена ҫине хӑпарчӗ те пӗр тикӗс йӗркелесе саксем лартса тухнӑ зал ҫине пӑхса савӑнчӗ.

Под конец дня он устало поднялся на сцену и с удовлетворением оглядел зал с правильными рядами скамеек.

Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Курочкин та йӑл! кулса тикӗс те юр пек шурӑ шӑлӗсене кӑтартрӗ.

Заулыбался и Курочкин, показывая ровные, снежной белизны зубы.

Кӑвайт умӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Интервентсенчен ирӗке кӑларнӑ ял умӗпе чапаевецсем илемлӗ те тикӗс ӗретсемпе утса иртрӗҫ.

Стройными рядами проходили чапаевцы через освобождённое от интервентов село.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Унӑн хӑранипе чалӑшса кайнӑ ырханкка пичӗ ҫинчи тикӗс кастарнӑ мӑйӑхӗ темле кулӑшла шӑртланса тӑрать.

На исхудалом, перекошенном страхом лице его смешно топорщились аккуратные усики.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Унтан — пурте пӗр тикӗс мар, — ҫакӑ уйрӑмах паллӑ!

— Потом— не ровно всё — это сразу видно!

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фомана ҫак музыка пек тикӗс ӗҫ ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пулнӑ.

Фоме было приятно смотреть на эту стройную, как музыка, работу.

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Смолин сахал улшӑннӑ, ҫавӑн пекех тикӗс кастарнӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, ҫавӑн пекех сартутлӑ пулнӑ, кӑпӑш мӑйӑхӗсем кӑна унӑн чылай вӑрӑмланнӑ, тата куҫӗсем пысӑкланнӑ пек курӑннӑ.

Он мало изменился — такой же рыжий, гладко остриженный, весь в веснушках; только усы выросли у него длинные и пышные да глаза стали как будто больше.

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Малтанлатса тикӗс мар янӑранӑ юрӑ пыра-пыра тикӗсленсе хӑпарма пуҫланӑ, вара, каҫхи уҫӑ сывлӑша патӑррӑн, сарлакан хумхатса, пушӑ уй тӑрӑх юхма тапратнӑ.

Нестройная сначала, она всё росла и вот полилась широкой, бодрой волной в ночном, свежем воздухе над пустынным полем.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Акӑ, Саша… уншӑн тӗнче тикӗс, вӑл, хӑйне тӗрткеленине асӑрхамасӑр, пурин ҫине те тӗксӗм куҫсемпе лӑпкӑн пӑхса, тӳрех хӗвӗшӳ варрине пырать…

Саша, равнодушная, не обращая внимания на толчки, идет прямо в самую гущу, спокойно глядя на все темными глазами.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Маншӑн тӗнче тикӗс — тӑватӑ еннелле те ҫул!..

А я — на все четыре стороны!..

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл унӑн тикӗс шӑмшакӗ ҫине пӑхнӑ, унӑн кӑкӑрӗ тикӗссӗн сывланине илтнӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй ҫак хӗрарӑма юратманнине, вӑл ӑна кирлӗ маррине туйнӑ.

Он смотрел на ее стройную фигуру, слушал ровное дыхание ее и чувствовал, что не любит эту женщину, не нужна ему она.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Асар-писер ӗҫкӗ-ҫикӗсен авӑрӗнче ашкӑнуллӑ ҫуйхавпа пӑлханакан, хӑйсене хӑйсем манас тесе тӑрӑшакан ҫурма ӑспала тӑрса юлнӑ ҫынсем хушшинче пӗр Саша ҫеҫ яланах пӗр тикӗс, лӑпкӑ пулнӑ.

Среди сутолоки кутежей, в толпе людей, смятенных буйными страстями, полубезумных в стремлении забыть себя, — одна Саша всегда была спокойна и ровна.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем, енчен енне сулӑнкаласа, тикӗс мар пускаласа, пӗр тӑтӑш сулӑ тӑрӑх уткаласа ҫӳренӗ, ҫыхӑнусӑр сӑмахсем пакӑлтатнӑ.

А они всё расхаживали по плоту неровными шагами, качаясь из стороны в сторону и бормоча бессвязные слова.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома хӗвел пайӑркисен вӑййи ҫине пӑхса ларнӑ, вӗсем шывӑн тикӗс тӳремлӗхӗ ҫинче чӗтренсе йӑлтӑртатнине сӑнанӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл калаҫу татӑкӗсене унтан-кунтан тытнӑ, хӑлхана кӗрекен сӑмахсем сывлӑшра вӗлкӗшсе ҫӳрекен тӗксӗм лӗпӗшсем пек туйӑннӑ.

Фома смотрел на игру солнечных лучей, следил, как трепетно они переливались по сладкой равнине вод, и, ловя ухом отрывки разговора, представлял себе слова роем темных мотыльков, суетливо носившихся в воздухе.

VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех