Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑра сăмах пирĕн базăра пур.
сӑра (тĕпĕ: сӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑра курки ялта пулӗ, Ишмук, — кулса хуравларӗҫ ыттисем.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Паллах, капла ҫара аллӑн мар, сӑра курки тытса…

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Раҫҫейре сӑра вӗретекен производство кӑтартӑвӗсем иртнӗ ҫулхи шайра.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Ҫавӑнпа та халь Урха Хӗрне парать сар курка: Хӗрӗх те пӗр куркара Имҫам янӑ пыл сӑра.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Тууй, тууй, туй тесе Пуҫран хушпу тухмарӗ, Кин туянӑп теейсе Пӗр ташлама пулмарӗ», «Хӑта пуян тееҫҫӗ, Сӑра ӑсса памаҫҫӗ; Сившу каччи тееҫҫӗ, Таш ташлама тытмаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑра пички-пичкипе Юхать шилӗк хӗрипе, Каччӑн кӑмӑл пӗсехе — Хатӗр уншӑн эреке.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урха пукан хуҫмалла Ларать хуҫа-улпутла; Мулентейӗ килленсе Сарӑ сӑра куркине Ӗҫсе ярать тӗппипе, Шаккать пуҫӗн тӳпине.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак паян та Унерпи Сӑра ӑсрӗ тирӗкпе, Мулентее чыс туса Курка пачӗ тав туса.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑра кӗрте тунине пӑр айӗнчен кӑларас, Ҫимӗк ҫинче пулманне кӗҫӗрхи каҫ савӑнас».

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Йӗршшӳ ҫинчи ҫарансем ыран-паян ҫулмалла, Унти ута пуҫтарма ҫуллен ниме тумалла, Ҫавӑнпа та ҫимӗкрен сӑра хатӗр хӑварса Ҫывӑх кӳршӗ ялсенчен ниме чӗнсе хуртарса, Арӑш-шарӑш чурисем апат-ҫимӗҫ тӑваҫҫӗ, Арҫын тарҫи-тӗрҫисем ҫавасене туптаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Уяв кунсем ерипен Иртсе кайрӗҫ Сившура, Нумай ӗҫрӗҫ килсерен Эрехпеле пыл сӑра

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Еркинее пиччӗшӗ Пырса пачӗ пыл сӑра, Пӑшӑл-пӑшӑл иккӗшӗ Пуплес илчӗҫ самантра.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урхан арӑмӗ Унерпи, Упӑшки ҫук пулин те, Сӑра турӗ нӳхреп тулли, Хатӗрлерӗ эрех те.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫавӑнпа та Сухатӳне Аслӑ пулма шанаҫҫӗ, Ҫывӑхрисем унӑн ятне Пурте сӑра тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫурхи шыв пек, Атӑл шыв пек сарӑлса Эрехпеле сӑра юхать хутӑшса…

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӑшша пиҫсен, кӳлле тухса чӑм е лӗп сӑра ӗҫсе килен.

Куҫарса пулӑш

Хӑна кулли // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 39–40 с.

Кашнин аллинче е сӑра, е панулми сӗткенӗнчен хатӗрленӗ эрех.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Шутлатӑп ӑшра сӑра тултарса панӑ чухне: «автан тукмакки кӑшласси мутӑран тухман-ҫке кусен».

Думаю про себя, наливая им пиво: «Видать наяривание окорочков из моды еще не вышло».

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

— А-ах, ӑш хыпать, — анасласа илет Павӑл, — тӗлӗкрех лайӑхчӗ, ӑҫта-ши халь арӑм сӗнсе паракан ҫав кӑпӑклӑ сӑра, ах.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

«Павлуша, Павлик, — илтӗнет таҫта аякра, — сӑра сӗртӗм, кӑпӑклӑ чух ӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех