Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӗсене (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, чӑрмантарасси-ҫке-ха, Сахар Петровчӑ, — шӑрттан татӑкне чӑмланӑ май сӑмахӗсене тытӑнкаласа хуравларӗ Хветут.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй сӑмахӗнчен тухман хаяр ашшӗн ҫав сӑмахӗсене аса илсе-и, Тилӗ ҫӗлӗкӗ, тарҫӑран аван мар пулин те, ирӗксӗрех лаши патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Василий Александрович кумӑш сӑмахӗсене вырӑсла профессора пӗлтерсен, лешӗ сухалне сиктерсе кулса илнӗ, тем каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Профессор сӑмахӗсене учитель чӑвашла куҫарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ваҫлей, аслӑ пулин те, шӑллӗсен умӗнче хӑйне мӗскӗнле тытать, калас тенӗ сӑмахӗсене те калаймасть, шывланса тӑракан куҫӗсене шӑлма пуҫлать те — аптӑрасах ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Ҫула тухас умӗн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр, хӗвел анса ҫӗрле пуласпа Анюк сӑмахӗсене аса илчӗ, тетӗшӗнчен ҫур литр коньяк ыйтса илчӗ те, ӑна кӗсйине чиксе, тӑлӑх арӑм патне вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Антун, ашшӗ сӑмахӗсене тавҫӑраймасӑр, ун куҫӗнчен пӑхрӗ, ҫуланса-хуралса пӗтнӗ карттусне кӑштах ҫӗклесе, шӗвӗр пӳрнипе кукшине кӑтӑртаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӳллӗ аналой ҫине евангели сарса хунӑ протопоп аслати сасси пек кӗрлесе тӑракан сасӑпа тупа сӑмахӗсене вулать.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хӑйӗн арӑмӗ пек нумай юрӑ пӗлмест, анчах вӗсене умлӑн-хыҫлӑн, кӗскетсе, вӑрӑмлатса, сӑмахӗсене хӑй евӗр улӑштарса юрлама юратать.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай Чечекпи сӑмахӗсене тутарла куҫарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливанӑн ун сӑмахӗсене ҫирӗплетмеллеччӗ пулӗ ӗнтӗ, мӗн каласси пур — хитре темеллеччӗ пуль, анчах чӗлхе ҫаврӑнмарӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тиек чӑвашла пӗлмест иккен, ун сӑмахӗсене тӑлмач куҫарса пыма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай вӗсем патне ашшӗ ҫывхарнине асӑрхарӗ те каллех ун сӑмахӗсене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмахӗсене виличчен манмасла астуса юлчӗ:

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Киле таврӑнсан Сарри воевода сӑмахӗсене тӗрлӗ енчен виҫсе-шайлаштарса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Темле шӑппӑн каласан та ун сӑмахӗсене ҫывӑхрисем аванах илтсе юлчӗҫ ҫав.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ялта пурнӑҫ мӗнле унта сирӗн? — ун сӑмахӗсене хӑлхана чикесшӗн пулмарӗ Кӗчкей ҫынни.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас», — аса илет вӑл ялан мӑн аслашшӗн ӑслӑ сӑмахӗсене.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗччен вӑл япаласене ӑнкарса илме йывӑртарах, ҫавӑнпа тупсӑмне тупас тесе князь сӑмахӗсене вӗсем пӗрле «шӗкӗлчеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Мӗн чухлӗ паратӑн, мӑрса? — те шӳтлесе, те ун сӑмахӗсене чӑна хурса ыйтрӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех