Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантрах (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ира самантрах хӗрелсе кайрӗ, аванмарланнӑскер, канӑҫсӑррӑн хускалса илчӗ, ҫи-пуҫра темле кӑлтӑк тупӑнчӗ-ши тесе плащне тӳрлеткелерӗ, кӑтралатса хӑмӑрлатнӑ ҫӳҫне ал лаппипе ҫемҫен сӑтӑркаларӗ, урине йӑртах тӑсса йӑлтӑркка хӗрлӗ пушмакне тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

— Анне вунӑ ҫул каяллах вилнӗ ҫав, — сӑнран тӗксӗмленнӗскер, плащ кӗсйинчен пирус кӑларчӗ Моляков, анчах хӗрарӑм умӗнче туртма аван мар пек туйӑннӑран пирусне вӑл самантрах каялла чиксе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Укаслу ҫарӗ драгунсене самантрах йӗри-тавралла хупӑрласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав самантрах улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Самантрах пурте сиксе тӑчӗҫ те хӗҫӗсене ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытла нумайӑнах мар вӗсем, анчах ҫывӑракан ҫынсене самантрах касса тухма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах юлташӗсем Ишмукӑн ку сӑмахӗсене илтмерӗҫ, вӗсем самантрах ыйха путрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантрах тата Савантер ҫине сиксе ӳксе питӗнчен, куҫӗнчен чукмар пек аллипе патлаттара пуҫларӗ…

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер самантрах ун патне чупса пычӗ те пӑшӑл-пӑшӑл ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантрах темиҫе салтак Кӗлсулттан кинемее чупса пырса ҫатӑрласа ярса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк малти отряд — ертаулсен ушкӑнӗ — чарӑнса тӑчӗ те ҫапӑҫу валли йӗркеленме пуҫларӗ: самантрах уй варринче юланутҫӑсем, сапаланса кайса, ҫурма ҫаврашка туса тӑрса тухрӗҫ, варринереххисем кая юлчӗҫ, икӗ айккинчисем — мала кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Самантрах вӑл уххине ҫӗклесе хӑйӗн укҫӑвӗнчен кӑвак ҫӗмрен туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Самантрах темӗнле ҫамрӑкланнӑн туйӑнчӗ, унтан хӑрӑлти сассипе вӑйсӑррӑн юрласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Самантрах хайхискерсене ҫынсем хупӑрласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантрах унӑн куҫӗ умне пӗркунхи тӗлӗнтермӗш хӗр сӑнӗ тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Самантрах тӗнчене хура тӗс карса илчӗ, хӗвел те — тикӗтпе сӗрсе янӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Самантрах ӑнланчӗ Пӑкачав: вӑл кӑна мар, ҫырла пек хӗр ҫине пӑхса килекенсем татах та пур иккен.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй самантрах улшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу мӗн пулнине те сиссе юлаймарӗ, хыҫалтан хӑвалакан ут самантрах каярах юлнӑ Карлай учӗпе танлашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай самантрах урӑх ҫын пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех