Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантлӑха (тĕпĕ: самантлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳрече умӗнче итлесе тӑракан Ҫинукӑн чӗри самантлӑха лӑшах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Каччӑн куҫӗсем самантлӑха уҫӑлса хупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Персе ӳкернӗ кайӑксемпе йытта курсан, унӑн чунӗ ҫӗкленсе кайрӗ, самантлӑха вӑл хӑйне сунарти пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫар чаҫӗн хапхинчен чӑматана йӑтса тухсан, хама эп самантлӑха йӑваран хӑваласа кӑларнӑ кайӑк пек туйрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Сарӑ хӗвел пӗлӗтсем хыҫӗнчен самантлӑха кӑна тухса вӑрттӑн кулкаласа илет.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Уксах Якку, самантлӑха чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн, пурне те пӑхса ҫаврӑнчӗ те, хыттӑн ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн вӑл пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, ахлатса сывлӑш ҫавӑрчӗ те татах юрлама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр самантлӑха ҫынсем каялла чакрӗҫ, хумханчӗҫ, шӑй-шай турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр самантлӑха хамӑн хӑрушӑ шухӑша пусарса чустапа ӗҫлес кӑмӑл пурччӗ, анчах атте мана сӗтел патне пыма кӑчӑк туртрӗ, кукаҫисенчен илсе килнӗ пӗчӗк чашӑкри кӗрпеклӗ пыла кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр самантлӑха Ваҫҫа та атте ҫине кашкӑр пек пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗр самантлӑха мана уҫӑ, ырӑ, анчах ҫил чарӑнсан татах шӑрӑх, пӑчӑ: шӑрчӑк сасси хӑлхана йӑлӑхтарать.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ пӗр самантлӑха сывлӑш ҫавӑрса яраймасӑр йӗрейми пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Самантлӑха ҫеҫ пычӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Хӑйӗн ӗҫӗнче пысӑк яваплӑх пулнине пӗр самантлӑха та манман, ӗҫӗн кӑткӑслӑхне те пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ, йывӑрлӑхсене парӑнтарма хӑнӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Ҫутӑлас енне Михапар пӗр самантлӑха алӑк ҫумне ларать те хӑй сисмесӗрех ҫывӑрса каять.

Похоже, ближе к рассвету Мигабар задремал, прислонившись к двери.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ялт! ӑшра вут хыпрӗ, Куҫран ун сирпӗнчӗ хӗлхем, Самантлӑха чун чул пек хытрӗ, Чӗнленчӗ, ҫыхӑнчӗ чӗлхе.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Алӑк патӗнче Левентей пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ: ӑна халь пулса иртнӗ калаҫу вӗҫленмен пек, вӑл секретаре чи кирлине каламасӑр хӑварнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тутаркас хӑнисене курсан, Укахвин пӗр самантлӑха чарӑнса тӑмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртен пуҫласа каҫчен, каҫ кӳлӗм пуҫласа ирччен татти-сыпписӗр ҫумӑр ҫӑвать; пӗр самантлӑха чарӑнать те ҫавӑнтах тепӗр хут пуҫласа ярать; ҫывӑхри вӑрман хыҫӗнчен ҫӑра пӗлӗтсем йӑтӑнса тухсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тукай пуҫне самантлӑха айванла шухӑш пырса кӗрет: Урасметпа ҫапӑҫма пӑрахсан лайӑхрах мар-и?

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех