Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эрне пуҫламӑшӗнче плансем пурнӑҫа кӗрсе тупӑш кӳрӗҫ.
17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенкӗ енчен лайӑх улшӑну пулӗ-тӗр, анчах шопинг планлама иртерех-ха.
11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Анчах ҫӑлтӑрсем пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ытлашши хастар пулма сӗнмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӑнӑҫу конкурентсене касӑклантарӗ.
11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Эрне пуҫламӑшӗнче Ту качакисем калаҫма хатӗр: ӗҫлӗ партнерсемпе ҫӑмӑллӑнах пӗр чӗлхе тупатӑр.
10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтӑва кӗҫнерникун татса парсан аванрах: пуш пуҫламӑшӗнче ӑнӑҫу сирӗн енче пулӗ, ҫавна май чылай килӗшӳ тупӑшлӑ пулса тухӗ.
9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Нарӑс вӗҫӗ пултарулӑх валли ӑнӑҫлӑ, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ухӑҫӑсем тусӗсен хушшинче палӑрӗҫ.
9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Уйрӑмах эрне пуҫламӑшӗнче васкама кирлӗ мар.По крайней мере, в начале недели от резких движений лучше воздержаться.
8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Сентябрь пуҫламӑшӗнче эп Шупашкара куҫса килетӗп пулмалла.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫав парк пуҫламӑшӗнче тӑратпӑр та халӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ыттисем июнь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тин пыраҫҫӗ иккен Серноводска.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кураторсемпе ӳпке чирӗсем ҫинчен калаҫса ларнӑ хушӑра Илья Максимович служитель Эльгеева пакет кӗрсе пачӗ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Адольф Амиго педагог-скрипачӑн ӑсату концерчӗ университетӑн актовӑй залӗнче ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртрӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Рабочисем ӗҫе ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӳлӗннӗ.
Вӑрӑмой ялне ҫитме асфальт ҫул сараҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32206.html
Ку спектакль май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче каймалла.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тинех аса илчӗ Эльгеев: кашни ҫул Хусанта майӑн пуҫламӑшӗнче Хӗрлӗ хӗрес «Шур чечек» кунӗ туса ирттерет.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Шуррисем Хусана август уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ярса илнӗччӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Зала шывне канал туса Киш-Балатон тавра янӑ, ҫакӑ Пысӑк, тата вӑйлӑ ӑшӑхланнӑ Кӗҫӗн Балатонти экосистемӑна япӑх витӗм кӳнӗ.
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
X ӗмер пуҫламӑшӗнче ку тӑрӑха венгрсем тытса илнӗ.
Балатон // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%91%D0% ... 0%BE%D0%BD
— Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче кӑтартнӑччӗ вӑл хӑйне: кавалери уставӗнчен урӑх нимӗн те пӗлмен.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Кулянмалли те пулса иртрӗ пурнӑҫ пуҫламӑшӗнче: ик хӗрачи пӗчӗклех вилсе выртрӗҫ темӗскерле вӗри чир хыҫҫӑн.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.