Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

палласа (тĕпĕ: палла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятман, ҫынсем хушшинче Кӑтра Михалана палласа илсе, ун патне пырать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ шуратма пуҫланӑ улмине тирӗке хурса пӑхрӗ-пӑхрӗ ӑна, ниепле те палласа илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, витӗрех куҫлӑ марскер, ӑна палласа та илеймерӗ, вара Ятман унпа сывпулашмасӑрах алӑк патнелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Килех, эсӗ Ятман пулӗ-ха? — терӗ Анна Ивановна, ӑна хӗрӗ каланӑ тӑрӑхах палласа.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Коридорпа иртсе пынӑ ҫӗртех вӑл Ятмана палласа илчӗ те, хӑйӗн кабинетне чӗнсе кӗртсе, унпа нумайччен калаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун еннелле ҫаврӑнса пӑхнисем, ӑна палласа, пыра-пыра алӑ тытрӗҫ, вара хӑйсен хушшине вӑрӑм сак ҫине лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бурнаш ывӑлӗсем пулатӑр эсир иксӗр те, эп сире палласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫа хупсан та палласа илетӗп хам тунӑ япалана.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна туйӑнать кӑна-ха, эпӗ ӗнтӗ палласа илтӗм те чунтан пӑшӑрханса ӑна ҫӑлма чупса антӑм.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сасӑран ҫынна тӳрех ӑҫтан палласа илен?

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Витнӗ кипкисене сирсе вӗсене чылайччен хыпашларӗ карчӑк, юлашкинчен ҫапах та палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Витӗр мар куҫӗсене чаркаласа лайӑхрах пӑхрӗ те юмӑҫ карчӑк лаша ҫинче мӑнаҫлӑн ларса пыраканнисенчен пӗри Урасмет пулнине палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай чӑтаймаре вара, пӗркун вӗсене кӗперпе каҫарасшӑн пулман сотнике палласа илсе ӑна хӑй сӑмах хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лайӑхрах пӑхрӗ те Тукай ку хӗрарӑм Чураппа пулнине палласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чимӗр-ха, эп калаҫам мӑрсапа, — ыттисене тӗрткелесе Тукай умне тухса тӑчӗ пӗр суккӑр карчӑк, мӑрса ӑна палласа та илеймерӗ, те Пикментей амӑшӗ пулчӗ вӑл, те Яхуте асламӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ хама савни палласа илеймесрен хӑратӑп-ха..

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӑл палласа илмен пулсан ӑҫта каяттӑнччӗ?

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каска пуканӗ ҫинче ларакан ҫынна вӑл чылайччен тинкерсе пӑхрӗ, юлашкинчен, палласа илчӗ те аллинчен темиҫе кайӑка пӑрахса ун патне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫамрӑк хана палласа илме йывӑр пулмарӗ — вӑл ут ҫинче ытла та ачалла ларса пырать, хӑйӗн урисем ӗсенкӗне те аран ҫитеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юлан утпа килекенсем кӗрхи ҫумӑр ан виттӗр тесе темле епанча пӗркеннӗ пулин те тыткӑна лекнӗ ҫынсем вӗсене ҫийӗнчех палласа илчӗҫ, — кусем Лупин-Горбатый воеводӑпа унӑн стремяннойӗ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех