Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

никама (тĕпĕ: никам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паккус вӗҫне тухмасӑр чарӑнман, никама та хыҫран таптаттарса пыман, халӑхран уйрӑм канма та ларман.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Никама та ҫӑмӑл мар: вӑрҫӑрисене те, ялтисене те.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Меркури ирех тӑрантас шырама кайрӗ-ха, «Айгир» ӑйӑра паян никама та тытма хушман.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Санька киле анкарти витӗр никама систермесӗрех пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Туйне кӳршӗсенчен никама та чӗнмен те — арӑмӗ унта-кунта иртсе ҫӳренипе кӑна куркалаттӑмӑр чӳрече витӗр.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Такси ҫинче, шоферпа пирӗнсӗр пуҫне, тепӗр икӗ хӗрарӑм пурччӗ те, — тата хӑйсем ҫынна ҫур сӑмахранах пӳлсе шапӑлтатаканскерсем, — Данил Макарович никама та тӑн парсах калаҫаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

«Лирика харкамҫи ырӑпа усала уйӑрма вӗрентет, никама та хурламасть вӑл. Пурнӑҫа тав тума пӗлет, ҫут ҫанталӑка та юратать. Унӑн поэзийӗнчи тӑван кил, юратнӑ анне, ҫутҫанталӑк сӑнарӗсем хӑйне евӗр тунсӑхпа, илемӗпе тыткӑнлаҫҫӗ», – терӗ яланхи «Варкӑш» хӑни Ольга Австрийская ҫыравҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Вӗсем никама та чир ертмен тесе никам та шантарса калаймӗ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Кунпа пӗрлех район администрацийӗн ятарлӑ хушӑвӗпе ҫак тапхӑрта Тӑван ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ ҫапӑҫусене хутшӑнакан ентешсен ачисем Элӗкри «Хӗлхем» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне те тӳлевсӗрех кӗрсе ҫӳреме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Тӑван ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварас ҫӗре хутшӑнакансене пулӑшма мобилизаци ыйтӑвне хускатнӑ пӗрремӗш кунранах регионта «Пӗрле» ырӑ кӑмӑллӑх фондӗнче ятарлӑ счет уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Лагерь пурнӑҫӗ никама та тунсӑхлама памасть-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Ӗҫсене ҫавнашкал туса пырсан ялта пурӑнакансен кӑмӑлӗ тата та лайӑхланса пырасси никама та иккӗлентермӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарти Ямпай ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫуртне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/14/vrma ... curtne-ucn

Урай урлӑ каҫсан, вӑл, никама та курмасӑр, ниҫталла та пӑхмасӑр утаканскер, такама пырса ҫапӑнчӗ, пуҫне ҫиллӗн ҫӗклесе пӑхрӗ те — умӗнче ырхан питлӗ, ырхан кӗлеткеллӗ вӑрӑм Ильдеменев лаша таканӗ пек авӑнса тӑрать, ташлама ӑста марскер, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине путишле сиккелет, пысӑк ал лапписемпе чӗркуҫҫине ҫапа-ҫапа илет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Урӑх ним те каламарӗ, никама та ӳпкелемерӗ, хӑйне ҫеҫ вӑрҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Кай, Авенир Платонович, ман умран, никама та курас килмест халь ман, никампа та калаҫас килмест, — илтӗни-илтӗнми мӑкӑртатрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Никама шанмасӑр, хӑй тиерӗ Тимуш ҫӗнӗ тавара ритван ҫине, кашни савӑт айне, ӑшне, йӗри-тӑвра ҫемҫе ҫуртри улӑмӗ хура-хура, васкамасӑр тиерӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пулас упӑшкине такам туртса илесрен хӑранӑ пек, халь каймасан, ӗмӗр хӑраххӑн пурӑнасран хӑранӑ пек, ҫапла васкаса, никампа калаҫмасӑр, никама та систермесӗр тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Никама та, никама та кӗртме пултараймастӑп эпӗ санпа хам хушша…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Урӑх никама та мар, Укаҫа ҫеҫ килӗштерет тесе калаҫни пырса кӗнӗччӗ Тимуш хӑлхине.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Анархи никама та кирлӗ мар, Александр Кузьмич, никам та пуҫласшӑн пулмӗ ӑна, — пуканне илсе, Сидоркин ҫывӑхне куҫса ларчӗ Кудряшов.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех