Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

намӑс сăмах пирĕн базăра пур.
намӑс (тĕпĕ: намӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла ан пултӑр, ҫав намӑс патне ҫитес мар тесен, унӑн паянах, халех мӗнле те пулин ҫывӑрма тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пирӗн пӗтӗм ячейкӑна ял халӑхӗ умӗнче намӑс кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ман ҫине алӑ ҫӗклеме намӑс сана!

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Намӑсна ҫухатмарӑн пулсан, намӑс мар терӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Намӑсна ҫухатмарӑн пулсан, намӑс мар.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑнпа намӑс пуласран, вӑл тепрер хут ҫапса тухма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Пултарайӑп-ши? Намӑс курмӑп-ши?» — иккӗленчӗҫ хӗрӗн куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петр Петрович хӑйӗн сарайӗ ҫине хӑпарса кайса бинокльпе пӑхма пуҫларӗ: «Мала тухсан, каятӑп уява, тухаймасан — каймастӑп, намӑс», — шутларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урхамах: ан пӑлхан, хуҫам, эпӗ сана намӑс кӑтартас ҫук тенӗ пек, тулхӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Пӗтрӗм. Мӗнле асӑрхамарӑм пулать-ха. Эх, ҫав ҫӗрулмипе кӗрмешсех намӑс курмалла пулчӗ иккен», — пӑшӑрханать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑлтавне пӗлчӗ-ха вӑл — пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхне чӗп-чӗр юн туса е ун аяк пӗрчисене хуҫса вырӑссен умӗнче намӑс курасшӑн пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун пек япалана сутма та намӑс мар.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Манӑн воевода умӗнче те намӑс курас килмест, — хӑй шутласа хунинчен чакасшӑн пулмарӗ турхан.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр-пӗр каччӑшӑн ҫын айне пуласси ним те мар, вӑл уншӑн кулянма та пӗлмест, Ахтупай пек вӑй питти ҫыншӑн — намӑс.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗнле намӑс мар сана ҫынна ҫапла этемлӗхрен кӑларма?

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халӑх умӗнче намӑс ан кӑтарт, — никам илтмелле мар хӑтӑрса тӑкрӗ вӑл савнине.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑваттӑн пӗр хӗр тупса таврӑнаймасан хан куҫӗ умне курӑнма та намӑс.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калама намӑс, Иливан хӗрарӑм умӗнче мар, хӑйӗнчен ҫамрӑк хӗр ача умӗнче ирӗлсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лайӑх ҫапӑҫӑр эсир, манӑн ытти мӑрсасем умӗнче намӑс курмалла ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ун пек намӑс курас килмест тата атте-анне ятне ярас килмест.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех