Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫывӑхрах вӗсене хураллакан ҫын майӗпен утса ҫӳрет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Стурза майӗпен хунар хӑюне пӑрса пӗчӗклетрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Йывӑҫ-курӑк кӑҫал та, миллионшар ҫул ӗлӗкхи пекех, ҫеҫке ҫурӗ, ешерӗ, ҫимӗҫ кӳрекенни ҫимӗҫ кӳрӗ, вара майӗпен ешӗл тумне хывӗ, ҫаралса юлӗ, сарӑхӗ, шанӗ е вуҫех вилӗ, анчах ҫитес ҫуркунне вилӗмсӗр ҫутҫанталӑк каллех ҫӗнӗ сӗткенпе вӑй илсе чӗрӗлӗ.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫавнашкалах, майӗпен, вӑл хӑй умӗнхи упӑшкан костюмӗсене тӑхӑнма хӑнӑхрӗ.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Майӗпен вӑл янтӑ япалана юратса пӑрахрӗ: кирек хӑш вӑхӑтра хваттере таврӑн — пӳрте хутса ӑшӑтнӑ, тирпейленӗ, апат хатӗр, ҫи-пуҫа ялан ҫуса тасатнӑ, якатнӑ; Поля хӑйӗн тусне юратма та, ачаш пӑхма та пултарать.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пӗрер пӗрчӗн тенӗ пек пуҫтарнӑ хуҫалӑх майӗпен юхӑна пуҫларӗ.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Сӑмах майӗпен «Ҫутталла» колхоз пирки пуҫланчӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Майӗпен тулти ҫутта хӑнӑхса ҫитетӗн, хӑлхана каллех тӗрлӗ сасӑ кӗрет: ҫыран хӗрринчи шурӑ чул будкӑра электронасус кӗрлет, вӑл фермӑсем валли ҫырмаран шыв уҫласа хӑпартать; картишӗнче сыснасене хулана тиесе каякан машина тавра пухӑннӑ ҫамрӑксем шавлани, калаҫни-кулни, витерен вагокеткӑпа тислӗк кӑларакан хӗр юрлани илтӗнет…
IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Эпӗ майӗпен хама килӗшнӗ Пӑрчкана мантӑм.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Хӑй те хӑюллӑскер, вӑл мана нумай пулӑшрӗ, хӑюллӑ пулма вӗрентрӗ, майӗпен ӗҫе хӑнӑхтарчӗ, чӑвашла калаҫма вӗрентрӗ…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Майӗпен эпир, «йӗре-кула Микула» тенӗ пек, йывӑҫ касма вӗрентӗмӗр, анчах ӑста ӳкерме пӗлейместпӗр.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хӑй сисмесӗрех, майӗпен вӑл госпитальте чи кӗтнӗ ҫын, чи хаклӑ хӑна пулса тӑчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Майӗпен каччӑпа хӗр ҫыру урлӑ туслашрӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Тарӑхни майӗпен иртсе каять.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Шӑмӑ, майӗпен пысӑкланса пырса, куҫ ытамӗнчен тухрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах ӗҫе хӑнӑхман пӳрнесем майӗпен ҫеҫ хускалаҫҫӗ.
Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Микула ӑна тӑрантас ҫинчен хулӗнчен тытса антарчӗ, майӗпен крыльца патнелле ҫавӑтса пычӗ.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Унтан майӗпен ҫаврӑнчӗ те лаша тӑваракан Иван патне пырса тӑчӗ.
Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сахар майӗпен крыльца ҫине утса тухрӗ.
Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӑр, ҫынсемпе сывпуллашнӑ пек, майӗпен хӑй тавра ҫаврӑнса илчӗ те шыва май юхма пуҫларӗ.
Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.