Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартрӗ (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йыхрава хыпаршӑн тав турӗ те Кӳртсе лартрӗ ӑна кӗрекене.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каҫ тӗттӗмӗпе усӑ курса, виҫӗ юлташӗн ӳтне те пӗр ҫӗре, хӑй хӳтӗленӗ окопа, майласа вырттарчӗ те тӑпрапа витрӗ, вӗсен ури вӗҫне Карели шурӑ чулне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ват салтак вӗсене малтан иртнӗ туратсене ҫул ҫинчен аяккалла йӑтса купалама хушрӗ, унтан пурттине йӑмра вулли ҫине ҫапса лартрӗ те, пиншак кӗсйинчен табак енчӗкӗпе хут кӑларса, пысӑк чикарккӑ чӗркеме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Савин анкартине сад лартрӗ, пӗчӗк кил тавра, унтан ҫывӑхри ҫырма-ҫатрана йывӑҫ лартса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Вӑл хӑйпе пӗрле Кирука тата тепӗр партизана лартрӗ те нимӗҫ машинине каялла ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Петр Макарович взвод умне ответлӑ задача лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Елена Максимовна вӗретнӗ шурӑ пусма татӑкне суран тӗлне хучӗ, унтан вара таса пусма татӑкӗпе ура йӗри-тавра яваласа ҫыхса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӑвайт икӗ енне икӗ йӳплӗ юман шалча ҫӗре чиксе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗҫех Микула телевизор вырнаҫтарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Кӳршӗ тем вӑхӑтра фигурӑсене вырнаҫтарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Эрехе сӗтел ҫине шап! лартрӗ те сӗтел сунтӑхӗнче тем пӑлхатма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

Никифор Ильич ача тытнӑ арӑмне сӗтел пуҫне хӑйпе юнашар лартрӗ те черкке ҫӗклерӗ:

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

— Выҫӑ виличчен ҫисе вил, — тесе мана тиркӗпе кукӑль тыттарчӗ те кӑмака хыҫне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Атя-ха», — тесе мана кайри пӳрте ҫавӑтса кӗчӗ те урлӑ сак ҫине йӑтса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шакмаклӑ ҫӑпата // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫак пӗчӗк хытӑ чӑмаккана патакӑн шӗвӗр пуҫӗ ҫумне ҫиппе ҫыхса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Апраҫ аппа мана кӑмака ҫине хӑпартса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анук аппа турахупне стена ҫумне тӗртсе лартрӗ те мана валли икерчӗ пӗҫере пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Икерчӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эс мӗн, ҫӗнӗ преступлени «ашшӗ», пуҫна йытта хывнӑскер, качака ҫамкунтан татах тем хытти-усалли «хырса» кӑларасшӑн-и? — чышкине шӑтӑр-шӑтӑр шӑтӑртаттарса, куҫ харшине хӑррӑн пӗрсе лартрӗ халӗ пӳлӗм хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Тимӗр Кӗркури юлашки хут хӑклатса илчӗ те, хӑйне «перекет паттӑрӗ» вырӑнне хурса, кӗҫҫеленсе ларнӑ ҫӳҫне ал пӳрнисемпе туракаласа, самантрах пуҫне юмахри каппайчӑк мулкач пек каҫӑртса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кил хуҫи, тутине тутлӑн ҫулакаласа, кӗхле-кӗхле, сӗтел шкапӗнчен ҫур литр кӗрекен пуҫланӑ эрех кӗленчи илчӗ те сӗтел ҫине шаплаттарса лартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех