Шырав
Шырав ĕçĕ:
Миҫе тӗрлӗ шухӑш-кӑмӑл аптратмасть пуль ҫынна пӗр вӑхӑтрах: хырӑм выҫни, ыйхӑ килни, сивви…Да, много чего его, беднягу, донимает: и голод, и холод, и страх, и сон…
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Апла ку пылне илсе килни вырӑнлӑ пулчӗ-ха.— А я вот как знал, медку принес тебе! Кстати, выходит, пришелся.
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тарӑхса кайнӑ Ухтиван урама чупса тухнӑччӗ кӑна, ӑна хирӗҫ Чӑлах Эрнюк килни курӑнчӗ.Не дослушав девчонку, Ухтиван выскочил на улицу и лицом к лицу столкнулся с Эрнюком.
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Е туимкке капланса килни?
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ҫук пулӗ, вӗсем килни Яка Иллене услам ҫех парать.Да нет, не должно, ведь их приезд ком у-кому, а Илле только выгоду сулит.
Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ӑна пурте тарӑхтарнӑ: ывӑлӗ кая юлса килни те, хӑйсен ял ачи тупӑнни те (вӑл Шуркассинчи, Яриле ывӑлӗ Ухтиван, Ивук тантӑшӗ), йӗкӗт Ивук ҫумӗнче ҫӳллӗ те сарлака хул-ҫурӑмлӑ пулни те, вӑл илемли те, Ивук ҫавна туймасӑр ун умӗнче шапӑлтатса ҫӳрени те.
Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Вӑл сӳнсессӗн Пурнас килни те нӳсленет; Ӗмӗтленсе тӑни тӳнсессӗн Юлать ҫын халсӑр — сӳсленет.
XXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Хуҫа килни виҫ уйӑх иртрӗ; Ялан ӗҫре е кантурта.
XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Тулли витресемпе тӑвалла хӑпарнӑ чухне хыҫалта Тутаркас енчен каллех сиккипе юланут килни илтӗнсе кайрӗ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Килни вырӑнлӑ та пулчӗ, ҫӗнӗ япала пӗлтӗм.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ку Олимпиада Осиповнӑна ҫырлахтармарӗ, ҫапах та килни килменниех мар, тем тесен те, хӗрарӑмсем кок-сагыз мӗнне хӑйсен куҫӗпе курчӗҫ.
ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Каярах юлса килни вырӑнлӑ пулчӗ: Марине лампӑ умӗнче пӗчченех ларать, ачисем тӑваттӑшӗ те ҫывӑрма выртнӑ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сехре хӑй ӑна тата та кӗтрӗ, килни курӑнмасть-и-ха тесе ирсерен час-час чӳречерен пӑхрӗ, анчах Марине курӑнмарӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кудрявцев фронта кайса килни ҫинчен отчет туса пачӗ.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Ӗҫ вӑхӑтӗнче эпӗ сире фронта кайса килни ҫинчен иксӗре доклад туса паратӑп тетрем?
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑй сӑмах хускатман пирки вӗсем ашшӗнчен фронта мӗнле кайса килни ҫинчен нимӗн те ыйтма хӑяймарӗҫ-ха.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Темиҫе кун каялла вӑл тарҫӑсене сӑмах майӑн хӑйӗн ҫинчен, чылай ӗлӗкрех Василь-Новгородра пулни тата тӗкӗрҫӗсен ушкӑнӗпе Мускава кайса килни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Вырӑссем патне кайса килни темех мар.
5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӗншӗн куҫса килни паллӑ-ха вӑл.
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӑна ӑсатма ҫакӑн чухлӗ халӑх килни аван-ха вӑл, эппин, ҫынсем хӑйсен пурнӑҫӗнче Саррине кирлӗ ҫын тесе шутлаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ ӑна, анчах, тепӗр енчен, ку ӑсату пирки паян-ыранах Бурнаш пеккисем пӗлеҫҫӗ-ҫке, ун пирки ҫийӗнчех Хусана систерсе хураҫҫӗ.
13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.