Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илеҫҫӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Янеев лайӑх ӑнланчӗ: ыран ку сӑртлама пӗччен тытса тӑма май ҫук, фашистсем ӑна пурпӗрех илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑрманта выртакан партизансем хӑвӑрт хускалса илеҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклесе шоссе ҫине тинкереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шоссе енче автоматсем шӑтӑртата-шӑтӑртата илеҫҫӗ: фашистсем вӑрман ӑшнелле тӗлсӗр-мӗнсӗр переҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пулӑ тирӗ ӗнме пуҫласан, илеҫҫӗ те кӑшт сивӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ашшӗ-амӑш, хурӑнташ, тӑван-пӗтен, ял-йышсем, тантӑшсемпе сар хӗрсем эрехпе те сӑрапа ӑна кӗтсе илеҫҫӗ, сӗтел тулли ҫимӗҫӗ, ӗҫ те ҫи, ҫи те ӗҫ!

Куҫарса пулӑш

Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.

Тӗрӗссипе, стипендиат пулса тӑрасси пӗртте ҫӑмӑл мар — документсем паракан йышлӑ, вӗсенчен вара пинӗшне ҫеҫ, чи-чи пултаруллисене, хастаррисене, суйласа илеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Арҫын ачасем вӗсене суйласа илеҫҫӗ те анаталла тӑн-н-н! тутарса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ҫук, Тятюк, каясах пулать, мӗнле пуян киле илеҫҫӗ сана, — терӗ аппа.

Куҫарса пулӑш

Павӑл мана ҫураҫма пынӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тем тата пуҫлӑхсене те кӑтӑр-кӑтӑр кӑшлакаласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Хутран-ситрен ҫамрӑк кӗсре кӗҫенӗвӗпе шуххӑн ихӗркелесе те илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Аллисене хатӑррӑн ывӑткаласа, вӗсемпе хӑлаҫланкаласа, пӗрре кӑркка аҫи кӑлтӑртатнӑ пек лахӑлтатаҫҫӗ, тепре илтӗни-илтӗнми «пӑштӑн пӑтти пӗҫеркелеҫҫӗ», хутран-ситрен хире-хирӗҫле «сапӑнкаласа» та илеҫҫӗ тата ҫаксем.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Митинга хутшӑнакансем халӗ ун еннелле ҫаврӑннӑ ӗнтӗ, пӗрисем ҫав-ҫавах чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, шӑпӑрт тӑраҫҫӗ, теприсем, Алендеев ҫине куҫӗсене е вӑрттӑн, е тавӑрса, е айӑн-айӑн ывӑткаласа, ихӗлтеткелесе, е лӗхлеткелесе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Карт-очко вӑййинче ҫеҫ манӑн ӑнӑҫу ҫук: кашнинчех мана шӑвӑҫ чуманпа лартса яраҫҫӗ карт вӑйӑҫисем, аялти йӗмех хывса илеҫҫӗ, шӗврексем, шульӑксем!

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Тинех ачасем ӑс-пуҫпа кӑна мар, ытларах чунӗ-чӗрипе мӗн тери пысӑк хӑрушлӑх сиксе тухнине туйса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Суха тӑван ута та кантарса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ывӑнса йӑшсан, тарпа лачкам шӳнӗ колхозниксем ларса сывлӑш ҫавӑрса канса илеҫҫӗ, пӗр-пӗрне хыпар-хӑнарпа сӑйлаҫҫӗ, тӗрткелесе, шӑрпӑк тӑрӑнтаркаласа, шуҫтаркаласа шӳтлеҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, лӑхлатаҫҫӗ, йӗхӗлтетеҫҫӗ, ӗҫӗ пирки те сӑмах ҫӑмхалакалаҫҫӗ, вӗсемпе, сӑмахсемпе, «лапталла вылякалаҫҫӗ», вара каллех ҫанна тавӑрса ӗҫе ярӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Эрне пуҫламӑшӗнче пултарулӑхпа аппаланаҫҫӗ, ку енпе нумай ҫӗнсе илеҫҫӗ.

В начале недели будут настроены на творчество и смогут многого добиться в этой стези.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑй ҫав-ҫавах сиксе чӗтрет, шӑлӗсем те выҫӑ кашкӑр кашаманӑнни пекех шаклаттара-шаклаттара илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак вӗсем, Ула Тимӗр тата унӑн хӑйсем ҫинче ҫеҫ пурӑнакан ик-виҫӗ юлташӗ, хӑр е ҫурма тӑлӑхскерсем, пединститутран инҫех те мар вырнаҫнӑ столовӑйне кӗшӗл-кӗшӗл кӗшӗлтетсе, кӗпӗрленсе пырса кӗреҫҫӗ, виҫӗ пус тӳлесе стаканшар чей илеҫҫӗ те пушӑ сӗтел хушшине вӑшт-вашт кӗрсе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пасара пыракансем, кӗрен-тухан ҫамрӑксем ҫине пӗрре тӗшмӗртсе, тепре шиклӗн, шанмасӑртараххӑн пӑхкаласа илеҫҫӗ (ку сехет такам кӗсйинчен йӑкӑртнӑскер мар-ши тесе иккӗленеҫҫӗ пулас).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех