Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйран (тĕпĕ: вӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл винтовкине пӗтӗм вӑйран айккинелле сулса янӑ.

Он с такой силой рванул винтовку,

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пӑлханса кайнӑ халӑха бригада начальникӗ пӗтӗм вӑйран ҫӗклентерсе яма тӑрӑшрӗ.

Начальник бригады всеми силами сдерживал поднявшееся в нем волнение.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Мимус шикленсех ҫӑк ҫӑмламас япала ҫине пӑхать, унтан каялла чакса пӗтӗм вӑйран ман пата чупса пырать, пытанмалли вырӑн шырать.

Мимус с ужасом смотрит на мохнатое пугало, пятится и наконец со всех ног бежит ко мне искать защиты.

Михел хӑйӗн ятне улӑштарать // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ҫак хушӑрах хӑй пӗтӗм вӑйран ҫуйӑхать.

При этом он ревел во всё горло.

Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хама хам мӗн пулассине манса кайсах упан сарлака ҫурӑмӗ ҫине хӑпарса лартӑм та, пӗр аллӑмпа упан лапсӑркка ҫӑмлӑ тирӗнчен ҫатӑртаттарса ярса тытрӑм, тепӗр аллӑмпа упан вӗри ҫӑварне чиксе ярса мӗнпур вӑйран аяккинелле туртма пуҫларӑм.

Не помня себя, вскочил на медведя, уселся на него, одной рукой вцепился в мохнатую шкуру, а другую просунул в горячую медвежью пасть и стал изо всех сил рвать медвежью щёку.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Чушка вӑйран тухса ывӑнса, выҫсах ҫитрӗ.

Чушка измучилась, устала и проголодалась.

Чушка-финтифлюшка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Халӗ пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса, ывӑнма пӗлмесӗр вӗренес пулать.

А пока надо учиться — упорно, настойчиво, без устали.

4. Вӗренӳре // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Юрать, тухатӑп! — тетӗп пур вӑйран.

Отвечаю неестественно громко: — Есть вылезать!

16. Парашютпа сикрӗм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курсан тата пӗтӗм вӑйран тӑрӑшсан, пурне те тума пулать.

При правильной организации времени и упорстве можно всего добиться.

13. Пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса вӗренетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Пурте йӗркеллӗ! — тесе пӗтӗм вӑйран кӑшкӑратӑп, хам ҫав хушӑрах ҫапла шутлатӑп: «Ниушлӗ эпӗ те хӑҫан та пулин ҫакӑн пекех вӗҫме вӗренсе ҫитӗп?»

— Всё в порядке! — кричу я изо всех сил, стараясь перекричать шум мотора, и думаю: «Неужели и я научусь когда-нибудь так же летать, так же сольюсь с самолётом, как инструктор?»

12. Пуҫласа вӗҫетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Кам вӑйран кайса ӳкет — уншӑн инкек вара: ӑна ҫавӑнтах прикладпа ҫапса вӗлереҫҫӗ.

Горе было тому, кто терял силы и падал, — его тут же добивали прикладом.

Йӗплӗ пралук леш енче // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Чирлисемпе вӑйран сулӑннисене те нимӗҫсем йывӑр ӗҫе хӑвалатчӗҫ.

Больных и слабых оккупанты гоняли на тяжёлые работы.

Йӗплӗ пралук леш енче // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Киле вунӑ-вуникӗ кӗрепенкке хурса ҫӑнӑх илсе таврӑнатӑн та пачах вӑйран сулӑнатӑн, пӗтӗм шӑмшак сӑрӑлтатать.

Придёшь, бывало, домой с четвертью пуда плохой муки, чёрная от степных ветров и солнца, совсем без сил, ноет каждая косточка.

Тӑванла // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл, чӑнах та, пӗрмай ӗҫпе чӑрманса ҫӳретчӗ, виҫӗ ҫыншӑн ӗҫлетчӗ, юлашкинчен вӑл пачах вӑйран сулӑнчӗ.

Она, правда, всё ещё хлопотала, работала за троих, но силы её оставляли.

Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эпӗ ӗшентӗм, анчах вӑйран ӳкесси ҫинчен сӑмах та пулма пултараймасть.

Я устал, но я не обессилен.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Эсӗ халӗ вӑйран ӳкнӗ те малашне хирӗҫ тӑма пултараймастӑн, ҫавӑнпа мир ыйтатӑн.

— Ты уже обессилен, не способен дальше сопротивляться, ты просишь мира.

XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Кӗсменсемпе вӑйран каяс пек ӗҫлесе, гладиаторсем ҫапах темиҫе миля малалла кайрӗҫ.

Бешено работая веслами, гладиаторы продвинулись на несколько миль вперед.

XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эсир пӗтӗм вӑйран, турӗ кӑмӑлпа тӑрӑшрӑр, ҫавӑнпа та сирӗн паян праҫник.

Потрудились вы честно, во всю свою силу, — и вот у вас праздник сегодня.

Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Ним пӗлми пулса, патакӗпе пӗтӗм вӑйран хӑмсарса, каялла, кашкӑра хирӗҫ чупать.

И, не помня себя, отчаянно размахивая ею, бросается обратно, навстречу волку.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Маруся майлашса ларать те, кӑранташӗпе пӗтӗм вӑйран пусса, тӑрӑшса ҫырать.

Маруся усаживается и пишет старательно, изо всех сил нажимая карандашом.

Маруся пӗрремӗш хут шкула пырать // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех