Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнне (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗрене уҫма ан васкӑр - эсир, ахӑртнех, савнине идеал вырӑнне хуратӑр.

Не торопитесь открывать своё сердце, скорее всего, вы идеализируете избранника.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫтешсемпе йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ: хӑвӑра хакланнине, сиввӗнрех калаҫнине мӑнкӑмӑллӑх вырӑнне йышӑнӗҫ.

Могут возникнуть осложнения во взаимоотношениях с коллегами: характерное для вас чувство собственного достоинства, а также некоторая холодность в общении может быть неправильно понята и принята за высокомерие и гордыню.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пирӗн тӑрӑхра салтакра пулман ҫынна мӗн ӗмӗртен ар вырӑнне хумаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Тепрехинче те, каллех Натиҫе ҫураҫма килсен, унӑн ҫӳҫне тирпейсӗр сапаласа питне хӑрӑмпа вараласа янӑ, ун вырӑнне вара тепӗр хӗрне парса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Эсӗ вара мана хисеплерӗн, арҫын вырӑнне хутӑн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

— Куля, эсӗ мана ухмах вырӑнне хуран пуль: панулмисем ӳкмесен ҫиейместӗн вӗт.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Трактор йывӑррӑн мӗкӗрсе штаб вырӑнне пӗтӗм кӳлепипе лаштӑрт! анса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Вӗсене ачасем «тӑшмансем» вырӑнне йышӑнса, разведчиксем пек юр айне пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Ун вырӑнне Мишшана тара илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Тата, вӑкӑр вырӑнне лаша хӑҫан пулӗ?

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Ферма пуҫлӑхӗ вун тӑватӑ ҫулхи имшерккерех ачана ӗҫ вырӑнне илсе кайса кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Юлашки троллейбуса ӗлкӗрес тесе чарӑну вырӑнне васкаса тухрӑм та «мӑйракаллине» кӗтме тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

— Кино хыҫҫӑн ташӑ вырӑнне кайӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кунта кадрсен пайӗнче унӑн аттестачӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн, вырӑсла начар мар пӗлет тесе-ши, халь кӑна ача ҫуратма кайнӑ секретарь-машинистка вырӑнне ӗҫлеме сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кантӑкран кинори пек курӑнса юлакан тавралӑх илемӗпе тата пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ килекен те вӑл ларнӑ автобуса хӑваласа ҫитсе иртсе каякан автомашинӑсемпе киленсе пырас вырӑнне ӑна иртнӗ кунсем аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӑй вырӑнне кӗрсе ларма хӑрать пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Михаҫ, пӑр ҫинчи шыва пӑхмасӑр, машина айне шуса кӗрсе, вӑрӑм пӗренене, ҫурма каска вырӑнне усӑ кураканнине, меллӗн вырнаҫтарчӗ, тӑракансене тепӗр пуҫӗнчен пусма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫеркуш, ашшӗ вырӑнне тейӗн, шофера вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Амӑшӗ ачана хӑйӗнчен пӑрас, кӑштах сивӗтес вырӑнне тата пушшех ҫывӑхлататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ачасем паян шкултан таврӑнсан киле панӑ ӗҫсене пурнӑҫланӑ, кил-ҫуртра аслисене пулӑшса шыв кӳнӗ, выльӑх-чӗрлӗх ай сарӑмне улӑштарнӑ хыҫҫӑн каллех вӑйӑ вырӑнне, Арман ҫырми хӗррине пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех