Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсир хирӗҫлеме, ӗнентермешкӗн хӑтланма пултаратӑр, анчах эпӗ ҫак ӗҫе мана алӑран пилӗк пин фунт тыттарсан кӑна пӑрахӑҫлатӑп.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Дэзи мана алӑран перӗнчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Алӑка уҫрӑм та ура пӳрнисемпе чӗвен тӑрса пусма патнелле ыткӑнтӑм. — алӑран ярса тытасса е кӑшкӑрса чӗнессе кӗтсе.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Алӑран туртса тенӗ пекех Эверккине ҫак пуҫтахран аяккарах илсе кайрӗ вӑл.
V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
— Тавтапуҫ, — терӗ хура тумлӑ хӗрарӑм хӗрлӗ роза ҫыххине манӑн алӑран илсе.
I // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Паян вӑл ӗнине кӗтӗве яма шутламарӗ, юлашки кун унпа пӗрле пулас тесе кунӗпе алӑран ҫитерчӗ.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
«Унта сана ҫӑкӑр ҫитерекен пулӗ-и, пулмӗ-и — ман алӑран ҫи-ха паян», — терӗ вӑл.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
— Ну, мӗнех, мана явап тыттарнӑ, — сӑлтав пулнах; хама ҫапла алӑран вӗҫертмелле мар.— Ну, что же, я наказан — и за дело; мне нельзя так распускаться.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унтан хаклӑ япаласем алӑран алла куҫма пуҫларӗҫ: темӗн тӗрлӗ асӑрхаттару, цифрӑсем, пӑлханчӑк тавлашу…
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫакӑнта пулнӑ вӑхӑтра умӑмра — эпӗ турат ҫинчи кайӑк тейӗн — кунта пухӑннӑ пур ҫын тӗлӗшпе те вӗсен хушшинче вӑраххӑн шуҫса куҫакан темӗнле сӗм кӑштах палӑрчӗ: ҫакӑ алӑран вӗҫерӗнекен эрешмен карти евӗрлӗ вӑрттӑн пӑхӑнӑвӑн куҫӗсемпе куҫӑмӗсенче курӑнать темелле-тӗр.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫаксене кӑларса тӑратрӑм та — чӗреме хыттӑн туклатма хистекен кӗнекене алӑран чи кӑсӑк вырӑнта туртса илнӗн туйӑнса кайрӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Картах сикрӗм, сӑнӑма кӳренӳ пӑвса хучӗ, кӑмӑлӑм пӑсӑлнине асӑрхасан Эстамп сиксе тӑчӗ, юнашар пырса ларчӗ те мана алӑран ярса тытрӗ, анчах ҫак самантра палуба ҫӳлелле картах сикрӗ те Эстамп урайне тӑсӑлса ӳкрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Малтанхи пайсен вырӑнне пырса кӗнӗ вӑхӑтра манӑн сылтӑм алӑран пуля пырса тиврӗ.В тот момент, когда передовые части уже врывались в предместье, пуля ударила меня в правый бок.
XV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Кам эсӗ… санран ыйтатӑп? — тесе ыйтрӗ тепӗр хут хыттӑнрах, мана алӑран ярса тытса.— Чей? Тебя я спрашиваю! — уже грубее переспросил он, хватая меня за руку.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Паҫӑр эпӗ хӑранипе винтовкӑна алӑран ӳкернӗшӗн, пӗчӗк ача пек салтака аллинчен ҫыртнӑшӑн, тыткӑна илнӗ ҫынна лаша ҫине ҫӗклесе вырттарнӑ чухне алӑмсем чӗтренӗшӗн, пуринчен ытла аптӑраса тӑнипе бомба ывӑтса яма та пӗлейменшӗн, Чубук мана ҫилленнӗ пек тата ман ҫине йӗрӗнчӗклӗ пӑхнӑ пек туйӑнчӗ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Манпа пӗрле пыракансенчен пӗри алӑран туртнипе вӑранса кайрӑм.Проснулся я оттого, что один из моих спутников дернул меня за руку.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Малтан вӑл мана алӑран ярса тытрӗ…
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Апла тӑк ҫак ҫыру, — Тинг шлепкине хыврӗ те унран пысӑках мар тӗркем кӑларчӗ, — сире валли паллах; эпӗ ӑна паян Суанра Гергеса алӑран тыттармашкӑн илтӗм.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Манӑн сире хулана ҫитермеллех, алӑран алла памалла.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.
Тергенс тухмалли пусӑ тӗлӗнчех ларнӑ та ҫывӑрать, анчах миххине алӑран вӗҫертмест; Ботредж антӑхсах шыв ӗҫет.Тергенс сел у выхода и заснул, держа кирку в руках; Ботредж жадно пил воду.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.