Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗри (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Епле пулсан та, эсир кӳрентерни ун чӗри ҫинче йӗр хӑваратех.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн чӗри кирлӗ сана, вӑл хӑех тӑпӑлтарса кӑларӗ те ӑна кӑкӑрӗнчен парӗ сана, лайӑх пултӑр ҫеҫ сана.

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӗри сиксе тухас пек тапать Думитрун, ӑшӗнче вут ҫунать — ҫӑмӑл мар ӑна кунтан кайма…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Пӑхма хӑй сулхӑн ҫын пек те, анчах чӗри ытла та сисӗмлӗ пулас ку этемӗн», тесе шутларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫамрӑксем хушшинче ват ҫын чӗри те ҫамрӑк, ват ҫын чӗри те хӗрӳ.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Типсе хуралӗ-и унӑн чӗри е ҫурӑлса кайӗ?..

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӗри ун чӑннипех Тӑван ҫӗршывшӑн тапать!

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet

Чӗри ыратать те ыратать, чӗлхи айне валидол хурсан та лӑпланасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫын шӑна мар, вӑл сарӑмсӑр вилнӗшӗн кирек кам чӗри те ыратмалла пек.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗри хӗскӗчпе хӗстернӗ пек ырата пуҫласан тин сӗтел хушшинчен тухса эмел ӗҫрӗ, диван ҫине хутланса выртрӗ: «Калавсене тӳрлетсе пӗтерсе машинисткӑна леҫсе парас та ыран больницӑна каяс», — шут тытрӗ вӑл чӗри ҫаплах йӗркесӗртереххӗн тапӑлтатнине туйса.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ, чӗри халь-халь ҫурӑлса каясла кӑлтлатать, йӗппе тирнӗ пек ыратать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗри — ватӑ, теприн чӗри ыратсах тӑрать, ҫавна май васкамарӗҫ — хӑйсен ҫеммипе ерипен ӗҫлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ман кашни сӑмах Петр Васильевичӑн чӗри варринех ҫитсе вырнаҫнӑ-тӑр.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эрне иртрӗ-и е ытларах-и — Тарановӑн чӗри туллиех ӳкӗнӳ туйӑмӗ капланчӗ те телефонпа яла шӑнкӑравласа Петр Васильевичпа калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗри унӑн чӑр! ыратса кайрӗ, ҫӑвартан сиксе тухаслах тапӑлтатма тытӑнчӗ те, вӑл хыпалансах валидол хыпрӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗри кӑкӑр кӑшкарӗнчен сиксе тухасла кӑлтлатса тапма пуҫласан Таранов диван ҫине тӑсӑлса выртрӗ кӑна — электрошӑнкӑрав чӑнкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку калаҫу Таранов чӗри варрине ҫӗҫӗпе касса ҫырнӑ пекех вырнаҫса юлчӗ, ахальтен мар каярахпа унӑн «Шӑлан чечекӗ» повесть калӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗри унӑн кӑкӑр кӑшкарне ҫӗмӗрсе тухаслах тапӑлтатрӗ, тахӑшӗ тутӑх пӑта тӑрӑнтарнӑ пекех хӗсӗне-хӗсӗне ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапах та Илья Семенович ҫӑварне шыв сыпсах пурӑнмастчӗ-ха — хӑйсем патне кам та пулин пырсан колхозри тӗрлӗ ҫитменлӗх ҫинчен сӑмах пуҫармасӑр тӳсейместчӗ: пурӑнан пурнӑҫра тепӗр чух усалли ыррине ҫӗнтерсе пынине кура чӗри ыратмаллипех ыратнӑ ӗнтӗ тӳрӗ чунлӑ ӗҫчен ҫыннӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мерчен Мишши автовокзалта еплерех ахӑлтатса кулнине аса илсен хӑйне тем хӗснӗ пек, тем тӑвӑрлатнӑ пек туйнӑран Таранов шурӑ пӑнчӑллӑ хӗрлӗ галстукне канӑҫсӑррӑн тӳрлеткелерӗ, хӑмӑр плащ тӳмине хыпалансах вӗҫертрӗ, чӗри темле йӗркесӗртерех тапма пуҫланине сиссе пуҫне чӳрече еннелле чалӑштарчӗ, уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывлама тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех