Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пӳлӗмре (тĕпĕ: пӳлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Левентей, пӳлӗмре пӑчӑланса ҫитнине туйса, чӳречене уҫрӗ те хӑй тенкелӗпе ун ҫывӑхне куҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл вара агронома темиҫе кун каялла ҫак пӳлӗмре Ятманпа иккӗшин хушшинче пулса иртнӗ тавлашу пирки тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӑчӑ пӳлӗмре лампа ҫатӑртатса ҫунать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каялла тухсан, Левентее тепӗр пӳлӗмре паҫӑрах ӑшшӑн йышӑннӑ хӗрарӑм кӗтсе илчӗ .

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Акӑ вӑл сӗтел хушшине хӑйӗн вырӑнне кӗрсе ларчӗ, пӳлӗмре сулхӑнтарах пулнӑран аллисене сӑтӑркаласа, хӑнасене ҫывӑхарах пыма чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун хыҫҫӑн пӳлӗмре чылайччен черккесем чанклатни илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳлӗмре кукӑль-пӳремечӗ шӑрши кӗрет.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта тепӗр пӳлӗмре уяв ячӗпе сӑра та туса лартнӑ иккен, пристаньрен эрех те илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сӑмахне пӗтерсенех юнашар пӳлӗмре, колхоз клубӗнче, хуткупӑс сасси янраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Часах пӳлӗмре доклад тӑрӑх калаҫу пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лере, куҫа курӑнман юнашарти пӳлӗмре, каллех нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун шавӗнче таҫта ҫакӑнтан инҫе те мар пек туйӑнакан куҫа курӑнман пӳлӗмре ҫынсем калаҫнӑ е ӳсӗрнӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳлӗмре те туллиех вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Эсир пурри – хисепре ялан // А.Калюкова. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d1%8 ... %b0%d0%bd/

«Ак эпӗ каллех хам пӳлӗмре, — хӗпӗртесе шутларӗ Сафа-Гирей хӑй тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах, ырӑ ӗҫ хушмарӗ ӑна Василий Иванович, пӗрре те килӗшмерӗ паян кремльти пӗчӗкҫеҫ пӳлӗмре пулса иртнӗ калаҫу.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унпа юнашар пӗр пӳлӗмре ларса ӗҫленӗ чух ҫакна эпӗ пӗрре кӑна мар асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Пӳлӗмре нӳрӗ.

В комнате сыро.

Ҫӗмӗрлери ача пахчине хупнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33099.html

Япӑх мар тапхӑр, анчах сывлав тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ чир-чӗр аптӑратма пултарӗ, ҫавӑнпа витӗр ҫил вӗрекен вырӑнсенчен пӑрӑнӑр, пирус туртнӑ пӳлӗмре ан ларӑр, таса мар, сивӗ сывлӑшпа сывлама ан тӑрӑшӑр.

Период для вас неплохой, но может проявиться склонность к заболеваниям дыхательной системы, поэтому необходимо избегать сквозняков, длительного нахождения в накуренном помещении, старайтесь не дышать слишком долго грязным и холодным воздухом.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӑчӑ пӳлӗмре кӑмӑла тавӑракан шӑплӑх тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл уҫӑ сывлӑшра - 5,06, пӳлӗмре 5,01 метра парӑнтарнӑ.

На открытом воздухе покорена высота 5,06 метра, в помещении — 5,01 метра.

Анжелика Сидорова Исинбаевӑн рекордне ҫӗнетнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32534.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех