Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вячеслав сăмах пирĕн базăра пур.
Вячеслав (тĕпĕ: Вячеслав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Экономика тӗлӗшӗнчен йывӑр ҫак вӑхӑтра, 1990 ҫулта, пирӗн республикӑри физкультурӑпа спорт отрасльне Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ СССР спорт мастерӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн комсомол тата парти организацийӗсенче ӗҫлесе пиҫӗхнӗ вӑйлӑ та тӑрӑшуллӑ, тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ Вячеслав Краснов ертсе пыма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Спорта юратакансене тата паттӑр ентеш ятне асра тытакансене старт умӗн ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов, ЧР ачасен прависемпе уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов, Шупашкар район пуҫлӑхӗ Андрей Николаев, райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Зоя Маслова, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсен ҫар комиссарӗ Александр Кочуров, Афган вӑрҫин ветеранӗсен районти канашӗн председателӗ Анатолий Сергеев тата Ҫурҫӗр Кавказри хирӗҫтӑру ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн районти ертӳҫи Николай Алексеев хавхалантарса сӑмах илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттăн пулнă вĕсем… // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 13-14№, 2016.02.26

Парламентра ун умӗнхи йышри пекех 4 комитет ӗҫлӗ: Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики /унӑн председателӗ Николай Малов пулать/, Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи /Сергей Павлов/, Бюджет, финанс тата налуксем /Альбина Егорова/, Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе /Вячеслав Рафинов/ ӗҫлекеннисем.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех