Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кунтан сăмах пирĕн базăра пур.
Кунтан (тĕпĕ: кунтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
… Гриневӑпа тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн тепӗр темиҫе кунтан Потылихин каллех фронт линийӗ урлӑ каҫрӗ те Обозерская станцийӗнчен инҫе те мар пӗр яла пырса лекрӗ.

…Через несколько дней после встречи с Гриневой Потылихин снова перешел линию фронта и попал в одну из деревень, неподалеку от станции Обозерской.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Разведчиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кунтан пӗр виҫӗ ҫухрӑмра ларакан Усть-Вага ялӗнче те лӑпкӑ.

По Донесению разведчиков, спокойно было и в селении Усть-Важском, расположенном в трех верстах отсюда.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кунтан пӗр ҫур ҫухрӑм, унтан ытла мар…

— Полверсты отсюда, не больше…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кунтан Вага инҫе-и?

— Сколько отсюда до Ваги?

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Кунтан каяс та килмест.

Кажется, не ушел бы отсюда.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Акӑ вӗсем инҫетре — леш ҫул юппи, леш икӗ мӑйракаллӑ хыр, леш юпа, кунтан курӑнаҫҫӗ вӗсем.

Вот она вдалеке — та развилина, та двурогая сосна и тот столб, они видны отсюда.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кӑларса сирпӗтес кунтан шуйттан хӗрарӑмне, пӗлтӗр хӑй вырӑнне!»

Шугнуть отсюда чёртову бабу, чтоб знала место!»

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Час каятӑр-и эсир кунтан? — кӑмӑлсӑрланса ыйтрӗ Витя-диспетчер.

— Скоро ли вы уйдете отсюда? — недружелюбно сказал Витя-диспетчер.

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл кунтан халь анчах сана шырама тухрӗ.

Он только-только вышел отсюда искать тебя.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кунтан халь анчах Вениамин Иванович тухрӗ.

— Только что вышел отсюда Вениамин Иванович.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Партактив пухӑвӗ тепӗр икӗ кунтан пулчӗ.

Собрание партактива состоялось через два дня.

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Апла тепӗр икӗ кунтан ӗҫлеме тытӑнатӑн? — терӗ ӑна Прохарченко, ӗҫе татса панӑ пекех шутласа.

— Значит, через два дня оформляешься? — сказал ей Прохарченко так, как будто дело было решено.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хӑвӑртрах тарас кунтан!..

Бежать скорее отсюда!

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

…Ҫак кунтан вара нумай ҫул иртӗ, анчах темиҫе ҫултан та, ӑс-тӑнӑн ӑнланма ҫук законӗ тӑрӑх, мартри пирвайхи тумла Авдотья асӗнче Степанӑн ҫурхи шевлине кӗртсе лартнӑ пек ансӑр хулпуҫҫиллӗ кӗлеткине курнипе юлӗ, Авдотья вара, чун-чӗрипе инҫене кайса, ҫур сӑмах каласанах чарӑнма, хӑйпе юнашар ҫынсене те манма пултарӗ.

…Много лет пройдет с этого дня, но и через много лет первая мартовская капель по непонятным законам памяти будет вызывать в воображении Авдотьи узкоплечую фигуру Степана, словно врезанную в весеннее сияние, и будет Авдотья останавливаться на полуслове и забывать о тех, кто рядом, рванувшись душой к далекому.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Кай кунтан! — вӑл ун еннелле ҫурӑмпа ҫаврӑнса ларчӗ.

Уходи отсюдова! — она повернулась к нему спиной.

2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Гражданка, кунтан тухӑр та хӑвӑр хыҫҫӑн алӑка хупӑр.

Выйдите отсюда и закройте за собой дверь, гражданка.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ашшӗне пытарсан икӗ кунтан, каҫхине, хура тум тӑхӑннӑ карчӑксем Степанида пӳлӗмӗнче темскер хурланнӑн юрланӑ чухне, Сережа-сержант килчӗ:

Через два дня после похорон, вечером, когда старухи, одетые в черное, пели что-то заунывное в Степанидиной комнате, пришел Сережа-сержант.

1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ну, каях кунтан!

— Ну, отваливай!

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Таратӑп эпӗ кунтан, туршӑн та таратӑп!

— Сбегу я отсюда, ей-богу, сбегу!

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Таратӑп эпӗ кунтан.

— Сбегу я отсюда.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех