Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каялла сăмах пирĕн базăра пур.
Каялла (тĕпĕ: каялла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӗнӗ Вӗренертен тӑван хӗрӗм Галина Георгиевна патӗнчен икӗ кун каялла кӑна таврӑнтӑм-ха, унтах хӗл каҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнать Тикашра ветеран // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9274-pur-nat ... ra-veteran

Ҫӑмӑлах пулмасан та каялла чакмалла мар, шав малалла талпӑнмалла тесе вӗрентнӗ пире мӗн авалтан атте-анне.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме ӳркенменнисем малашлӑх енне хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9374-grantse ... 27-05-2022

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 59 ҫулти хӗрарӑм виҫӗ ҫул каялла мессенджерсенчен пӗринче ют ҫӗршыв арҫыннипе ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ.

59-летняя женщина из Новочебоксарска три года назад в одном из мессенджеров начала переписку с иностранным гражданином.

Ҫӗнӗ тусӗ пуҫ усасран хӑранипе кивҫен илсе укҫа парса пурӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33194.html

Юрать-ха туяннӑ ял хуҫалӑх техникисемшӗн патшалӑх 40 процентне каялла тавӑрса парать.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Анчах каялла ҫул ҫук тесе хамӑр ума тӗллев лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Районта вӑл иккӗмӗш, ҫулталӑк каялла Ҫитмӗш ялӗнче ӗҫлесе кайнӑччӗ ҫакӑн пек клуб.

Куҫарса пулӑш

Туслӑхра – вӑй // С.ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9772-tusl-khra-v-j

Грант ҫӗнсе илнӗ пулсассӑн каялла пӗр утӑм та чакма юрамасть, малалла та малалла аталанмаллине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Шкултан тухсан Зоя Улатӑрти техникума ҫул тытнӑ, вӗренме кӗнӗ, анчах та каялла яла таврӑннӑ та сысна фермине ӗҫлеме кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Ашшӗ вӑрҫӑра пулнӑ, пӗрремӗш кунӗсенче аманнӑскер килӗнче сывлӑхне ҫирӗплетнӗ, унтан фронта каялла кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Экспозицинче 100 ҫул каялла ӳкерӗннӗ сӑнӳкерчӗк те пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пӳрчӗ. 20 ӗмӗр // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Маргарита Волкова чылай ҫул каялла шкултан вӗренсе тухнӑ ачасем паян та тӗл пулсан сӑмах чӗнсе калаҫни вӗрентекеншӗн чи хаклӑ парне пулнине палӑртать.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Каялла киле кайма тухсан та эпир вӑрманта кӗрсе лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ шкулта // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11167 ... -kanikulta

Ӗҫе пурнӑҫлакан каялла ун вырӑнне нимӗн те ыйтмасан ҫеҫ ӗҫ ырӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ тунине ҫын манмасть // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11212 ... yn-manmast

Икӗ ҫул каялла хӑйӗн тӑван Хурапыр ялӗнче вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтаксене халалласа Асӑну стени купаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

Пӗлетӗр-и, пӗрне те каялла ямасть.

Куҫарса пулӑш

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

«Хӗсмете кайнӑ салтаксем валли мӗн кирлипе тивӗҫтерме тулӑшу пултӑр. Салтаксем каялла ҫемйисем патне сывӑ таврӑнччӑр теҫҫӗ пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем» - тесе пӗлтерчӗ Альбина Иосифовна.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш халӑхӗ нимелле ӗҫлет // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/chavash-xalaxe-ni ... eclet.html

Ҫак тапхӑрта тӗрлӗ инстанцисене ҫырусем шӑрҫаласа вӗсен хӑйсен савӑнӑҫне каялла тавӑрма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Виҫӗ ҫул каялла, тӗрӗссипе, виҫӗ ҫулӗ август уйӑхӗнче ҫитет, хытарнӑ ҫултан ячӗ те юлман.

Куҫарса пулӑш

Юлӑшсем пур ҫулшӑн «макӑраҫҫӗ» // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/yulashsem-pur-cul ... C2%BB.html

Йывӑррӑн пурӑннӑ 90-мӗш ҫулсенче каялла каймашкӑн билечӗсене те илсе хумалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

— Эс, Пикпулат, нумай ан тӑр, сана унта Махмут кӗтет, — терӗ те каялла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех