Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр колхоз ҫавӑн чухлӗ тупса панӑ пулсан ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та Михала мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ тупма пултарассине тӗрӗс мар шута илнӗ мӗн, кӑна вӑл киле таврӑнсан Укахвипе пӗрле шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн тин пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпӗ нимӗн чухлӗ те шӑнман.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ну, сирӗн миҫе? — терӗ Ваҫук десятникпе Маринене, вӗсем мӗн чухлӗ татнине йышӑнма пырсан.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳртри ҫынна Укахви сӗтел патне ҫитсе пӑхмасӑр та паллаймарӗ: пӗчӗк ҫеҫ карчӑк ҫӑм тутӑрне пуҫ ҫинченех пӗркеннӗ те пит-куҫне нимӗн чухлӗ те кӑтартмасть.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Урам варринче ҫул хури нимӗн чухлӗ те палӑрмасть — юр ӳкнӗренпе ҫунасем сахал шунӑ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн чухлӗ ыйту кунта: союзниксем ҫинчен, Хӗрлӗ Ҫар ҫинчен, Ленинградпа Севастополь, Сталинградпа Моздок, Японипе Турци ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Доклад ҫынсене йӑлтах хускатса ячӗ, вӗсен пуҫӗнче темӗн чухлӗ шухӑш ҫӗклетрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ах, турӑ, мӗн чухлӗ хуйхӑртӑмӑр, — терӗ Кӗтерне инке, савӑнӑҫне шанӑҫтараймасӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман вӑл мӗнле пахча ҫимӗҫ акса тунине, арбуз, дыня, хӑяр, помидор мӗн чухлӗ туса илнине, ку таранччен темиҫе хутчен преми панине, вӑл миҫе хутчен ялхуҫалӑх выставкинче пулнине — йӑлтах, йӑлтах пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗллехи шартлама сивӗсенче вӗсем ҫӗрӗн-кунӗн уйра юр тытрӗҫ, темӗн чухлӗ кӗл пухрӗҫ, ҫуркунне вӑрлӑх акас умӗн ҫӗре пахчари кишӗр йӑранне кӑпкалатнӑ пек ҫемҫетрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ав, мӗн чухлӗ ӑс патӑм сана, — терӗ те кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла эс ним чухлӗ те хӗрхенместне? — ҫине тӑчӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Гариф хӑй ҫак сӑмахсене илтет, анчах вӗсем ун чӗрине нимӗн чухлӗ те хускатмаҫҫӗ курӑнать, — калаҫчӑрах, вӗсем тӑрӑхланине пӑхас пулсан, унӑн тахҫанах ялтан тухса тармалла.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Характерӗ ним чухлӗ улшӑнман, мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех юлнӑ, — шутларӗ Ятман хӑй тӗллӗн Гариф ҫинчен. Ваттисем тӗрӗс каланӑ ҫав, курпуна тупӑк ҫеҫ тӳрлетет тесе».

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ пухӑва ҫӳренӗ чухлӗ эсир салма та ҫиместӗр пулӗ! — хыттӑн каларӗ Липа.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала патӗнчен тухсан, Ятман, эртел пирки пуҫ ҫине ӳкнӗ йышлӑ ыйтусене хӑй тӗллӗн мӗн чухлӗ те пулин татса пама тӑрӑшса, Левентейсен ҫурчӗ еннелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ пӗчӗк ҫын пултӑм пулас ҫав, ман сӑмах витмерӗ, темӗн чухлӗ тавлашсан та, ҫӗнтереймерӗм.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Камышин, ун шухӑшне пӗлнӗ пекех, аманнӑ ура мӗнле тӳрленсе пынине, госпитальте мӗн чухлӗ выртнине ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала, яланах васкамасӑр, нимӗн чухлӗ те вӗриленмесӗр, кӑшт шухӑшларах калаҫаканскер, куннинче сӑмахне самаях хӗрӳллӗн вӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех