Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуянтараххисем ӑна урампа иртнӗ чухне ӗҫке-мӗне чӗнсе кӗртме пултараҫҫӗ, юрлӑ пурӑнакансен килне алманчӑ ҫулталӑкне иккӗ кӗрет — кӗркунне тата ҫур-кунне — ясак ыйтма.
14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Лаша хуҫи кӗпӗрленсе тӑракан ҫынсене хӑйӗн пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ темле инкек ҫинчен каласа кӑтартма пуҫларӗ, Нухрат ӑна итлесе пӗтереймерӗ, утне ҫӳретсе пӑхма ыйтрӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Иртнӗ эрнере сунара кайсан ӑнсӑртран тӗл пулса пӗрле ҫӳренӗренпе Эрнепи тӗлӗкре те Ахтупая курать.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсем яланах тӗл пулсан та хӑйсем хушшинчи ӗҫсем пирки, хӑйсен иртнӗ пурнӑҫӗ пирки ку таранччен нихҫан та сӑмах хускатманччӗ.
9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Иртнӗ ҫулхишӗн пӗр лав тир тиесе килтӗмӗр.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Паллах, вӑл Тукай килӗнче нумайччен ӗҫлес ҫук, Тукан иртнӗ ҫул панӑ тихашӑн вӗсем мӑрсана ӗҫлесе татнӑ.
5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ман шутпа, иртнӗ кунӑн та ҫути пур.
Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.
Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук тенӗ авал.
Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.
Мӗнле йӗр хӑварма пултарнӑ шавласа иртнӗ ӗмӗрсенче?
Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.
Новониколаевска Хӗрлӗ Ҫар иртнӗ ҫулта декабрӗн 14-мӗшӗнчех йышӑннӑччӗ, анчах пирӗн часть Обь шывӗ пӑртан тасалмасӑр куҫса килмерӗ ку вырӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Сакӑрвуннӑран иртнӗ пулсан та, пуҫ тӑнӗ улшӑнман унӑн, ӗлӗкхине веҫех астӑвать.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ывӑл ҫинчен иртнӗ ҫул каланӑччӗ пулас сире.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Хула театрӗнче спектакль валли декорацисем хатӗррисемех пулнӑ, унти вырӑс труппи те иртнӗ сезонта ҫав пьесӑна лартнӑ-мӗн.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫав тери кӳрентерчӗҫ-ҫке мана хамӑн вӗренекенсемех: революци пулса иртнӗ хыҫҫӑн ӗлӗкхинчен те ытларах хӗрсе ӗҫлес вырӑнне — юратнӑ ӗҫрен, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫрен мана ирӗксӗр уйӑрчӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ку копине мана иртнӗ ҫул, январь унӑхӗнче, панӑччӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Пиччӗшӗ ҫырни — пӗтӗмпех ун куҫӗ умӗнче пулса иртнӗ пек туйӑнчӗ ӑна.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Анчах куҫа хупсанах пӗлӗт илемӗ ҫухалать, иртнӗ каҫри туйӑм аса килет, хумхантарать ӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Тата акӑ мӗн пулса иртнӗ ун чухне: кулаксен банди пӗр лесника тискеррӗн асаплантарса вӗлернӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Унӑн аялти тути чӑнах та катӑк пулнӑ: ӗлӗк уретник атӑ кӗлипе тапнӑ хыҫҫӑн пулса юлнӑ ҫав, Шӗнерпуҫӗнче пӑлхав иртнӗ ҫул.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Микул кунӗччен Кутемерсем тыр акса пӗтерекенччӗ иртнӗ ҫулсенче.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.