Шырав
Шырав ĕçĕ:
Яштака та маттур, хӑйне хӑй никама пӑхӑнманла тытакан каччӑ тӑнине курсан: «Ашшӗ евӗрех!» — ирӗксӗртен ҫуйланса шухӑшларӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавна пулах вӑл Лукарье хӑйне мӗнле куҫпа кӗтсе илнине те асӑрхаймарӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула ҫӗре каялла илес шухӑша тапратнӑшӑн хӑйне хӑй ӳпкелерӗ.
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӗрӗн ырӑ сӑмахӗсене аса илсе хӑйне хӑй ӳпкелерӗ:
IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл хыттӑнах кулса ярасран хӑйне аран чарса: — Йыттӑн ӗҫӗ ҫавӑ, уншӑн мӗн ятламалли пур? — терӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анук та хӑйне Микула юратнине ӗненчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑйне хӑй тата ытларах шантарасшӑн: — Тӗрӗслӗх миҫе вара сан? — терӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Кӗтерук мӗн тума кирлӗ сана? — хӑйне чунсӑрла тыткалама тӑрӑшса каларӗ вӑл.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ваҫли сассинчи ҫуйлӑха Анук ҫав самантрах сисрӗ те, вӑл инҫетри хӗрсемпе паллашни ҫинчен калаҫнине аса илсе, ӑна хӑйне тӗпчесе пӑхма шут тытрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ваҫли те хӑйне кирлӗ сӑмах ҫине куҫаймасӑр чӗмсӗрленчӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫавӑнпа пӗрлех, хӑйне хӑй Якурпа Элекҫее шутламасӑр тыткалани Микула кӑмӑлне улӑштарнӑ пек туйрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пурпӗрех хӑйне ыттисемпе танах шутларӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анукран та, ялан хӑйне тӳлек те сӑпай тытаканскертен, кунашкал хӑтланасса кӗтменччӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула, Анука алӑ парса: — Салам… — терӗ хӑйне тыткалама пӗлнӗ сасӑпа.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл хӑйне никам умӗнче асла хуман вӗт.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӑнсӑртран Элекҫей килсе тухсан, хӑйне хӑй ӳпкелетӗр.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Турӑ ҫырлахтӑр, мӗн инкекӗшӗн Элекҫей ҫинчен сӳпӗлтетрӗм-ши? Ма ун аллинчен кӑнахвит илтӗм-ши?» — хӑйне хӑй тарӑхса ӳпкелерӗ халӗ Анук.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах хӑйне алла илме пултарса, Якур сӑмахӗсем уншӑн ниме те пӗлтермен пек кӑтартма тӑрӑшрӗ:
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑйне хӑй тыткалама хӑват ҫитернипе ҫеҫ шӳтлеме хӑтланчӗ:
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Микула чӗри юратакан хӗрӗ патнелле туртӑнчӗ; Анчах вӑл хӑйне хӑй тытса чарчӗ.