Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытти сăмах пирĕн базăра пур.
ытти (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Районти чылай ял каллех электричество ҫутисӗр юлчӗ: Пӑваяль, Ҫӗрпел, Ҫӗньял Хапӑс, Кушлавӑш, Ҫӗн Сӑрьел, Кив Шуртан, Услантӑр Енӗш, Кивҫурт Енӗш, Отиккӑвӑ, Кӳстӳмӗр, Ершепуҫ, Малти Ишек, Упнер, Хӑмӑш, Мачамӑш, Кӑкшӑм енчи тата ытти ялсем…

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

— Ку кам сӑввисем-ха? — терӗ Сююнбике поэт сӑввӑн ытти йӗркисене аса илес тесе кӑшт тӑхтаса тӑнине курса.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пуҫтахлӑху вара санӑн ытлашшипех, ку енчен эсӗ ытти Гирейсенчен пӗрре те катӑк мар.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сутуҫсем таҫтан-таҫтан пуҫтарӑнаҫҫӗ вара: вырӑс купсисен хӑйсен вӑрӑм речӗ пур, тезицки купсасен хӑйсен пин лавкка, кунсӑр пуҫне сутуҫсем Цыстраханьтен, Ҫӗпӗртен, Нухайран, Крымран тата ытти ҫӗртен йышлӑн килсе тулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вайпутсем те, ытти чаплӑ ҫынсем те темӗн чухлӗччӗ ун чухне тин тунӑ крепоҫра.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти ҫимеллине каялла чиксе хутаҫне Ятламаса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта вара Ятламасӑн умӗнчи шӑрттан хутаҫа мӗнле ҫакланни ҫинчен ҫеҫ мар, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи ытти пӑтӑрмахлӑ ӗҫсем ҫинчен те тӗплӗрех каласа памалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти чухне питсене юри хӑрӑмпа сӑрласа яма лекет.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнер вӗсене каласа кӑтартнӑ пек, ытти ҫӗрте те кулӑшла халап-юмах каласа кӑтарттӑр.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти ҫӗрте йышӑнаҫҫӗ-ҫке, — сӑмах хушрӗ хаким.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ытти кунсем апат тухса парасса кӗтсе Твиккапа Квикка ялан ҫенӗк карлӑкӗ ҫинче ларатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Мулкачсем те улмуҫҫисене кӑна мар, вӑрманти ытти ҫамрӑк йывӑҫсене те кӑшласа сӑтӑр тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Темех мар, сивӗ пурӗ пӗр хӑваласа кӗртрӗ, халӗ авӑ йӑвисем патне ытти кайӑксене ҫывӑха та ямаҫҫӗ, — терӗ Палюк мучи.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

«Ытти сивӗ каҫсене мӗнле чӑтса ирттерчӗҫ-ши?..»

Куҫарса пулӑш

Тухтӑрсем — хайсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56 с.

Улӑп теме сӑлтавӗ пурах ӗнтӗ: мӗншӗн тесен юман вӑл пирӗн таврари вӑрмансенчи йывӑҫсем хушшинче чи мӑнни шутланать, ӗмӗрӗ те ытти йывӑҫсенчен вӑрӑм унӑн — икӗ пин ҫул ытла ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Анчах хураман ҫак шӑтӑкӗ те ытти йывӑҫсем хӑйсене хӑйсем сиплесе сыватнӑ пекех питӗрӗнсе ларнӑ, укҫисем вара шала юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Ку вӑрманти ытти йывӑҫсем пек хӑйсем тӗллӗн шӑтса тухнӑскерсем мар вӗсем, нумайӑшне Палюк мучи лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Ҫӗрне ишӗлмен енчен те чавса пысӑк тымарӗсене татмалла та, ытти тымарӗсем таврашӗнчи ҫӗрӗпе пӗрле йӑмрине аялалла, ҫырма тӗпнелле куҫарса антармалла.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр йӑмра // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 47–48 с.

Хурчӑкасем ҫех мар, хӗрен йышши ытти кайӑксем те час-часах ларса канаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Пире кура ялти ытти ачасем тата 18 «кӗрепле» турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех